New
Пӗр ӳсӗмри юлташӗсем тӗлпулӑва чӗнни ҫак ҫыннӑн ӑс-хакӑлне ҫӗнӗлле ҫутатса ярать, герой хӑйне пӗр шелсӗррӗн тиркештерет, ҫӗнӗ тӗнче ориентирӗсем тупать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хӑйӗнчен хӑй вӑтаннипе вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне ҫичӗ ҫул хушши кайса курмасть, пӗр ҫыру ҫырмасть.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хӑйне мӑнна хурса, арӑмӗнчен писсе пурӑннӑ этемӗн чунӗнче кӑмӑла йӳҫӗхтерсе пурӑннӑ ырату упраннӑ-мӗн; ытти тантӑшӗсенчен каярах пулни (вӗсем пек кандидат та мар вӑл, чаплӑ арӑм та тупайман…) кышлать арҫын чӗрине.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Тӑватӑ тантӑш, пӗр Пурхи» ятлӑ новелла ҫырнӑ В. Игнатьев та ҫав техӗмлӗ шухӑшпа хӗрнӗ — пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫыру илет Пурхи, ҫавна кура хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне халичченхинчен расна хевтеллӗн тишкерет.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Анаталла-тӑвалла» повеҫре Д. Гордеев Анукка чунӗн тӑрӑмӗпе кӑсӑкланать — Майкка Марккиҫе персе пӑрахнӑ хыҫҫӑн ун ӑс-пуҫӗ сасартӑк уҫӑлса каять, пӗтӗм тӗнчене ҫӗнӗлле курма тытӑнать ватӑ хӗрарӑм.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
1950 — 1990 ҫҫ. литературӑмӑрта куна ӗнентерекен тӗслӗхсем питех те нумай.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Темле арканнӑ пурнӑҫа та сыпса ярать этем, малашлӑхра кирлӗ пурнӑҫ хавалӗ туянать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Дистанци пурри, ман шутӑмпа, «аптраманлӑх», «авӑнманлӑх» идейине мала кӑларать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Каласа параканӗ икӗ хайлавӗнче хӑй кӑмӑлне уҫӑмлӑн палӑртать, событисене те, геройсене те хӑй чунӗ витӗр кӑларса, хӑй ӑсӗпе хаклать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Нарспире» те, «Арҫурире» те ҫав сӑмахӑн тӗпӗ-йӗрри мала тухать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
В. Игнатьев новеллисенче ку хушӑ «Арҫуриринчен» те пысӑкрах — темиҫе (тепӗр чух вуншар) ҫул каялла пулса иртнине аса кӳрет писателӗн геройӗ, ҫапла чун уҫҫи хайлать, таврӑнса ӑсласа илнине сӑмаха хывать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Нарспире» пӗчӗкрех, авӑ мӗншӗн ҫамрӑклӑхпа вилӗм, ваттипе ҫамрӑкки, чӗрӗ ҫут ҫанталӑкпа хӑрма сунни вӗрирех хирӗҫ тӑраҫҫӗ пӗр-пӗрне.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Арҫурире» пысӑкрах вӑл, ҫавӑнпа шӳтпе кулӑш валли те вырӑн тупӑнать унта.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Чӑваш литературинче ҫак дистанцин тӗрлӗ енӗсене тӑтӑшах куратпӑр.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Чун ыратӑвӗ кӑштах тамалнӑ ӗнтӗ, ӑна урӑх техӗмпе пӑхса тухмалли май тупӑннӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Кунашкал событи, ӗҫ-пуҫ тата ӑна ӑслакан ҫын хушшинче хӑйне майлӑ дистанци пур тет Б. А. Грифцов тӗпчевҫӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Икӗ ҫамрӑк пӗрлешни тӗнче юхӑмӗн пӗр авӑкӗ пулса юлчӗ, ӑна ӑсласа илекен этем чунӗнчи кӑмӑл вӑййи пек сӑнарланчӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ку икӗ ен амаланӑвне кун-ҫул ҫаври кӑшӑллать, пурнӑҫӑн татӑлми еккине пӑхӑнтарать: «асӑнаҫҫӗ мӗскӗне», «шыв сапаҫҫӗ тӑприне», «хурлӑхлӑ юррисем юлчӗҫ ҫынсен асӗнче…»
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хире-хирӗҫле тӑракан икӗ ен: ваттисен чун хытти, ҫӗрме сунни, кӗҫҫеленсе кайнӑ чӗре тата ҫамрӑк вӑй, ҫанталӑк чӗрӗлни, ҫурхи питти авӑк, вӗри юратуллӑ Нарспипе Сетнер.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ашшӗ-амӑшӗн сӑпачӗ пачах расна поэтшӑн, ку сӑнлӑхсенче ҫурхи вӑй, чӗрӗлӳ, хаваслӑх ҫук — «хытса кайнӑ кӗҫҫе ҫав», «ватӑ чун та хытӑ чун», «типӗр хӑрӑк турат пек», «асапланӑр йытӑ пек», «шӑммӑр-шаккӑр ҫӗриччен…»