Corpus of the Chuvash language

New

Унӑн повеҫӗсене вуласан, автор халӑх чӗлхине аван пӗлни, унӑн чӗлхе мелӗсемпе хӑйне майлӑ усӑ курма пултарни, хӑйӗн стилӗ пурри куҫкӗретех сисӗнет.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Ку енӗпе уйрӑмах Александр Артемьев прозине палӑртмалла.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Урӑхла каласан, вӗсем автор шухӑшӗпе тӗллевне уҫса памалли хӑйне евӗрлӗ илемлӗх мелӗсем пулса тӑма тивӗҫ.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Шӑпах ҫак позици писательсене кулленхи хутшӑнура тӗл пулакан сӑмахсемпе пӗр-пӗр вӑхӑта, вырӑна, уйрӑм персонажсене сӑнласа панӑ чухне усӑ курма хистет.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Асӑннӑ туртӑм, паллах, писательсем вулавҫӑпа ҫывӑхланас, ӑна пурнӑҫ кӑларса тӑратакан ыйтусем ҫинчен шухӑшлаттарас тӗллевпе аталанса пырать.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Агивер, И. Лисаев, Л. Маяксем, Н. Максимов, Д. Гордеев произведенийӗсемпе паллашсан, тӳрех асӑрхама пулать.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Ҫакна А. Артемьев, В. Алендей, А. Емельянов, Г. Краснов, Л. Таллеров, Н. Мартынов, X.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Ку чухнехи прозӑра калаҫу чӗлхин элеменчӗсемпе усӑ курас туртӑм вӑй илсе пырать.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

«Чӗтрекен аллисемпе тулли куркана икӗ енчен ярса тытрӗ те Санюк антӑхса кайса лӑнкӑртаттарчӗ» (И. Лисаев. Ҫапах-ха хулӑн мӑшӑр ҫивӗт).

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Вӗсем те (шӑпанасем) ҫук мар-ха хулара, лешсем ара, упӑте тӗслисем, вӑрӑм ҫӳҫлисем, сарлака йӗм пӗҫҫиллисем, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр гитар шӑнкӑртаттарса ҫӳрекен услапсем (Л. Агаков. Хӗр шыратпӑр);

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Устав ҫинче ҫырнӑ пек пурӑнас пулсассӑн, кӗптӗрти мучи хӑраххи кӑмака ҫинчен анма юрамасть» (А. Емельянов. Чапшӑн пурӑнмастпӑр);

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

«Мана ҫак лӗпӗрти аппа та, урамри ватӑ йӑмрасем те, тайӑлнӑ ҫатансем те — йӑлтах илемлӗ курӑнчӗҫ» (А. Артемьев. Алтӑр ҫӑлтӑр);

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

« — Манӑн атте ҫапла каласа паратчӗ, — чанкӑртатрӗ Нямуков, — кайрӑм, тетчӗ, пӗррехинче Хусан хулине…» (Л. Таллеров. Юхать юханшыв);

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Агивер. Халал);

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

«Урӑх сӑмахлас темерӗ курӑнать кинемей, тепӗр кана хӑй тӗллӗн тем мӑкӑртаткаларӗ те, ыйха сӗнксе, сӑмси витӗр ытла хытах мар ши те ши шӑхӑрттарма тытӑнчӗ» (X.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Евӗрлев сӑмахӗсенчен пулнӑ пуплев пайӗсене эпир автор чӗлхинче те, произведенири персонажсен калаҫӑвӗнче те асӑрхама пултаратпӑр:

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Чӗлхемӗрӗн ҫак пуянлӑхӗпе пирӗн прозаиксем анлӑ усӑ кураҫҫӗ.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Евӗрлев сӑмахӗсен хисепӗ пирӗн чӗлхере, чӑнах та, пысӑк, ҫакна хӑй вӑхӑтӗнче Н.И. Ашмарин профессор палӑртса хӑварнӑ, вӗсем ҫинчен паха ӗҫсем ҫырса кӑларнӑ.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Танлаштарса пӑхӑр: лӑпӑркка, лӗпӗркке, лӑкӑрти, лӗпӗртет, лӗнче, мӑкӑртат, мӑшӑлтӑк, мӑкӑлтат, ҫӑтӑлтат, тӑрслат, тӑпӑлкка, чашлаттар, ялтлат т. ыт. те.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Чӑваш чӗлхинче, эпир сӑнанӑ тӑрӑх, калаҫу лексикин чылай пысӑк пайне евӗрлев сӑмахӗсенчен пулнӑ ытти пуплев пайӗсем йышӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed