Corpus of the Chuvash language

New

Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси Мӑрат ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, Иван Николаевич Кӗҫӗн Кипекри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсе тухнӑ та Шупашкарти педагогика техникумне кӗнӗ.

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Унӑн хӗрӳ ӗҫпе хаяр кӗрешӳ, ҫӗршыв илемӗпе пуянлӑхӗ ҫинчен, халӑха ҫӗнтерӳсем патне ертсе пыракан Коммунистсен партийӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑввисемпе поэмисем нихҫан кивелми произведенисем шутне кӗчӗҫ.

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Литературӑра 10-12 ҫул ӗҫлесех хӗрӳ чӗреллӗ сӑвӑҫ чӑваш халӑх кӑмӑлне тивӗҫтерекен нумай кӗнеке кӑларма ӗлкӗрнӗ: «Павлик Морозов» (1934), «Ҫуркунне» (сӑвӑсемпе позмӑсем, 1937), «Ҫӗнӗ сӑвӑсем» (1938), «Телей ҫулӗ» (сӑвӑлла юмах, 1938), «Пирӗн телей» (сӑвӑ-юрӑ, 1939), «Ӑшӑ ҫил» (сӑвӑсем, 1939), «Лирика» (сӑвӑсем, 1939), «Сӑвӑ кӗнеки» (1940) т. ыт. те.

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Кӑҫалхи февралӗн 27-мӗшӗнче совет саманин паллӑ поэчӗ Иван Ивник ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитрӗ.

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

(Ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ май)

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Хӑйшӗн, маншӑн, саншӑн, пӗтӗм халӑхшӑн!

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Ӗҫлетӗр.

Ан чактӑр та!

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Ҫӗкленсе ӗҫлемелли хӑвачӗ чака пӗлмест Аркадий Ӗҫхӗлӗн.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Унӑн ӗҫ пӳлӗмӗнчи сӗтел кирек хӑҫан та пушӑ мар, унта ҫӗнӗ алҫырусем туллиех: пулас калавсемпе повеҫсем, романсемпе пьесӑсем, сӑвӑсемпе поэмӑсем…

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Вӑл ялан творчество фронтӗнче кӗрешет, ҫыравҫӑ аллинчи хӗҫ-пӑшал нихҫан та мӑкалас ҫук.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Ҫук, Аркадий Ӗҫхӗл ун пек ҫын мар.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн йывӑр та кӑткӑс ӗҫре кӑштах ӗшенме те пулать темелле.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Утмӑл ҫул тултарчӗ юратнӑ писатель.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Вӑл ӑслӑ канашсем парать, ӗҫре пулӑшать, ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарать.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Литературӑра пӗрле ӗҫленӗ май, эпӗ ун пек пысӑк чунлӑ, сӑпайлӑ юлташ кулленхи пурнӑҫра ҫав тери кирлине чун-чӗрепе туйса тӑратӑп.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Ҫавсем ҫинчен ҫырать ӗнтӗ писатель, вӗсен сумлӑ ӗҫне хисеплесе, нихҫан манӑҫми юрӑсем хывать.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Унпа пӗрлех ҫыравҫӑн кашни колхозрах хӑй пӗлсе тӑракан ҫывӑх туссем пур.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Тӑван республикӑра вӑл ҫитсе курман пӗр ял та ҫук пуль.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Аркадий Ӗҫхӗл — яланах ҫынсем хушшинче, халӑхпа пӗрле.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed