New
Ҫул урлӑ леш енчен, таҫтан катаран-катаран, ҫӑвӑр хурт сӗрленӗ евӗр, ӗҫлекен техника шӑв-шавӗ, вакунсем кӗмсӗртеткелени илтӗнкелет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑт, тӑм пӑшал…»
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Эх, ма каялла хам килнӗ ҫулпах тухмарӑм-ши?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Тӑркаласан, ӑшӗнче ирӗксӗррӗн ӳкӗнӗҫ пӑрӑҫӗ те чапӑрт-чапӑрт чӑмласа илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Лешӗ хӗсӗкрехчӗ, аяккисем самаях ҫӑра чӑтлӑхлӑччӗ, йывӑҫ-курӑклӑччӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ҫук, — шартах татрӗ вӑл ӑшӗнче юлашкинчен, — ку эпӗ Сосновкӑран таврӑнӑҫла машинӑпа килнӗ ҫул мар.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫав тахҫан трактор хӑварнӑ, лечекеленнӗ, сӑпӑрчӑк, ӗнтӗ куҫ витейми йӗрпе сехете яхӑн сулланкаласа сӗнккесен Пурис, ӑс-пуҫне майӗпен сӑрхӑнса минретекен-тӗтрелентерекен усал шӗвек сӗрӗмне ҫӗнкелесе, темле сарлака, урапа-машина-трактор чупакан урлӑ ҫул ҫине тухса тӑчӗ (ҫапла, ҫапла, шӑпах ҫак тӗлте пирӗн тепӗр герой малаллахи ҫул-йӗрне палӑртаймасӑр сӗмленсе, ӑшталанса тӑнӑччӗ), ӑшши-пӑшши куҫне пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла ывӑтса илчӗ, тимлесех ҫула тӗпчеме пикенчӗ, анчах йӑс-пӑслӑ ҫӑра ӗнтрӗкре нимӗн уҫҫихуппине те тупаймарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Умра, инҫех те мар, йывӑҫ ҫинче, хура тӑхран чӗнее-ек! чӗне-е-ек! чӗне-е-ек! тесе ҫухӑрать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӑркаларӗ вӑл ҫапла нимле мар апла кӑмӑлпа, палӑри-палӑрми сывласа, тутисем тем каласшӑн пулса мӑкӑль-мӑкӑль тукаларӗҫ, вара пакетне ҫурӑмӗ хыҫне веле-селе уртса ячӗ те лӳпперрӗн, сӳнӗкленнӗ, чӗнленсе ларнӑ ҫӗр улми пек кӑмӑлпах, сӑнӗ-пичӗпе машинине хупласа илнӗ ҫӑрӑлчӑк пек хуралса, киле май лаштӑртаттарчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тинех вӑл кӑн-кан пӑхкалса илчӗ, каллех никам та курӑнмарӗ, вара урмӑша пуҫланӑ куҫне хӑйӗн умӗ-хыҫӗ пылчӑкри «ҫамрӑк юртӑ ӑйӑрӗ» ҫине виллӗн-чӗррӗн, салхуллӑн ҫавӑрчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫук, паян ӗҫ-пуҫ ҫапла кутӑнла, ни машинӑллӑ, ни ҫуранлӑ ҫаврӑнса тухнӑшӑн Пурис пӗртте хӑй «питне пӗҫертмерӗ», «пиҫмен пилеш чӑмламарӗ» — шалти хӑйӗн «вӗри тип мунчинчен» катаранах пӑрӑнса иртрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӑхтӑр-ха, — чышкине хӑмсануллӑн ывӑтса илчӗ, — эпӗ те сире хӑҫан та пулин асӑнтарӑп-ха, такойски каклиш кӑтартӑп…».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Пӑрахса кайнӑ мана…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Б…!» — кӑкӑрне самант капланса хӑпарнӑ ҫиллине вырӑссен усал сӑмахӗпе ҫӑвар тулли лаплаттарса ҫырлахтарчӗ вӑл, ӑсӗнче юлташӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне кӑкӑрӗнчен тытса силлесе.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Выҫварла ӗҫнӗ эрехӗ вара уншӑн сӗлтӗ ҫине кислота тӑкнӑ пекех пулчӗ — ун ӑшӗнче, ӑс-тӑна хупласа, минретсе, самантрах кӳренӳллӗ тарӑхупа хаяр ӳпкев талхӑрса, чашлаттарса йӳҫсе хӑпарса кайрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурис, кучӗ-пуҫӗпех хӑй хуйхи-суйхине путнӑскер, ахаль те «илем» текен ӑнлавран чухӑнскер, ҫакна пачах курмарӗ, курасшӑн та пулмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫывӑхрахри йывӑҫсем ҫеҫ «курса юлӑр ӗнтӗ пире, эпир те кӗҫех каҫ тӗттӗмлӗхӗнче ирӗлсе-шӗвелсе, хура чатӑр хыҫне пытанса ҫухалӑпӑр» тенӗ пек ҫумӑр шывӗпе кӳпченӗ юлашки ҫулҫисемпе юлашки вӑйне пухса сывпуллашнӑн выляткаласа, ҫапкалашкаласа, кичемлӗх, хура тунсӑх кӗвви ӗнӗрлеҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫамрӑк хыр делянки те, хутӑш вӑрман та йӑсӑрланса-пӑсӑрланса тӑракан тӗтре витӗр ватӑ чӑрӑш вулли ҫинчи кӑвакарса мӑкланнӑ кӗсен-хупӑ тӗслӗн сӗмленекенскерсем, чӗмсӗррӗн сӗнксе, ӗнтӗркесе лараҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӗленчене каллех хӑй вырӑнне тавӑрчӗ, вара пакета алла илсе кабинӑран тухрӗ те, ҫӗр ҫине анса тӑрса, унта-кунта мӗкӗлтеннӗ алӑка шалтлаттарса хупрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗтӗм сӗмӗпе тӗнсе ларнӑ пек пулчӗ вӑл халӗ: калаҫас та, кулас та, савӑнас та, тарӑхас та килмерӗ унӑн.