New
Пӗр хӗрлӗ киккириклӗ чӑпар автан кӑна, ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те хӑйне мӑн кӑмӑллӑ тытма юратаканскер, Ванюк ҫывӑракан чӳрече ҫумӗнчи карта ҫине вӗҫсе улӑхрӗ те пӗтӗм вӑйӗпе ку-ку-ре-ку-ук! тесе кӑшкӑрса ячӗ.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫуркуннехи пек кайӑксен савӑнӑҫлӑ сасси чӗрене ҫӗклентермест ӗнтӗ, унта-кунта кӑвакалсем нарт! нарт! тесе кӑшкӑрнипе кураксем инҫе ҫула хатӗрленме йыхравласа чӗнни кӑна илтӗнет.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Салхуллӑрах та, ҫав вӑхӑтрах темӗнле шухӑша яракан кӗркуннехи ҫӗнӗрен ҫуралнӑ ир.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Анчахрах ҫумӑр ҫуса кайнӑ тейӗн ҫав.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Паспа нӳрелнӗ сап-сарӑ йывӑҫ ҫулҫисем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем пӗр ҫӗре чӑмӑртанса пысӑк ҫаврашка пулаҫҫӗ те, йывӑрӑшне чӑтаймасӑр, аялалла тачлаттарса ӳкеҫҫӗ.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ ҫӑра тӗтре ҫӗр ҫумӗнчен хӑпса майӗпен тӳпенелле улӑхать.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тӳпери уйӑх хӗрпе каччӑн савӑнӑҫне, юратӑвне ҫынсенчен пытарас тенӗн пӗлӗт айне кӗрсе ҫухалчӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Эпӗ те сана нихӑҫан та никампа та улӑштарас ҫук.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Тусӑм, ман телейӗм, — савнӑ хӗрне ыталаса илчӗ Ванюк.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Эпӗ те хамӑн пӗрремӗш юратӑва никампа та улӑштарас ҫук… нихӑҫан та, темле пулсан та…
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ӑмсанатӑп эпӗ унӑн ҫирӗплӗхне, Ваня.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Пӗрремӗш юратӑвне упрать вӑл, вилнӗ упӑшкин чысне хаклать…
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Мӗнле чипер, ҫамрӑк хӗрарӑм, никам юратӑвне йышӑнмасӑр, пӗччен пурӑнать.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Манӑн Ираида Васильевна пек пулас килет.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Пӗлетӗн-и, — каччӑ сӑмахне илтмен пекех шухӑшлӑн каларӗ Лена.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫывӑрма выртсан та, ирхине тӑрсан та, сан ятна аса илетӗп, сӑнна куҫ умӗнче тытатӑп.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Пӗлместӗп, Лена, анчах ман яланах санпа пӗрле пулас килет.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Кала-ха, Ванюк, мӗн вӑл юрату?
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӗрача пуҫне ҫӗклерӗ те каччӑ куҫӗнчен тӳп-тӳррӗн тинкерчӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗн, Лена?