Corpus of the Chuvash language

New

Вар тӗпне анса ҫитрӗ ҫеҫ, ури лаппи йӑпӑрр! путса анса кайрӗ, хыҫҫӑнах сӑмсине йӗклентерекен кӑмӑскӑ шӑршӑ кӳ! пырса ҫапрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кукленсе, васкамасӑр хӑй тавра чылайччен алӑ сӗмӗпе хыпаласа шырарӗ ӑна — тупаймарӗ, вара, тӳрленсе тӑрса, рюкзакне тӳрлеткелерӗ те, нимрен тытма ҫук енне, алла лекнӗ тӗмӗллӗ йывӑҫ вуллисенчен ҫатӑрласа тытӑнса, пиҫӗ туратсенчен ҫакланкаласа, урисене шутаркаласа куҫаркаласа, аялалла анма пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата — пуҫӗнче шлепки ҫук.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӳт-пӳри унта-кунта ырату самаях сӗвӗрӗлсен, кӑмӑлӗ ҫаврӑнсан, кӑмпаҫӑ асӑрханса, вӑй ҫитӗшне пухса, йӑтӑнса, ахлата-ахлата, пехлете-пехлете, кукӑрӑлса ури ҫине тӑнӑ пеки турӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Тен, ҫӑхана ҫав хӑрӑк-марӑкран ҫавӑрнӑ кӳмеркке «керменре» выртма яма йӑлӑнса пӑхмалла?»

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр ӑна чылайччен сӑнаса выртрӗ, вара хӑй ӑссӗн шӳтлӗ кулӑпа ӑшӑнса кайрӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӳлелле, йӑсӑрланакан тӗксӗм пӗлӗтелле, пӑхса выртнӑ май ирӗксӗрлесе тенӗ пекех ун куҫне самаях ҫӳллӗ, парка тӑрӑллӑ йывӑҫ турачӗсем хушшинче пӗр ухӑнмасӑр, пӗр лӗм те хускалмасӑр тӑракан элес-мелес хуп-хура «капан» туртса илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Таҫтан ҫӗр ҫӑвӗн йӳҫеклӗ ҫӗрӗк шӑрши перет.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах вырткаларӗ пӗр хускалмасӑр, лӑнчӑр пусӑрӑнса, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, юн тулнипе пуҫӗ те тӳнлетсе ыратма пуҫласан ҫеҫ майӗпен, ытла та асӑрханса, сӑрӑлтатакан урисене аялалла тӑсса ямалла ҫаврӑнса выртрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтакунта ыратни «шӑртне» пӑртак пусарсан, лӑпсӑр пулсан, сывлавӗ ӗрӗхме пӑрахсан Ула Тимӗр майӗпен тӑрасшӑнччӗ, анчах каллех вӑрӑммӑн йынӑшса ячӗ: аяк шӑмми хӑрпӑклансах тирсе илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Выртакан чул айӗпе те шыв юхмасть.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах нӑйкӑшса выртнипе те «карӑшран пӑрӑнаймӑн».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑҫта-ши эсир, ырӑ ҫынсем, ӑҫта-ши…»

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ах, пӗр ҫынна та пулин тупасчӗ, пӗр ҫынна та пулин…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тата: пысӑк ӗҫе пӗччен ан пуҫӑн — ӗнсӳне хуҫӑн, тесе асӑрхаттарнине те сӑмса ҫине картмаспӑр пулас.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Инҫе шухӑшла та ҫывӑх пурӑн, теҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗн тӑвайӑп эп пӗччен?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тискер кайӑк кулли пулас марччӗ ҫеҫ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мана курса, халӗ шалти-тулти усалсем ахӑлтатаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed