New
Эппин, поэт-новатор чӑваш чӗлхи ҫирӗп саслӑ пуласса, чӑваш ачи хӑй «сассине» тӗнче илтмелле «парасса», сӑмах ҫӗнелессе ӗненет, ӑна трагедиллӗн асапланса кӗтет.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тен, ҫавна шута илсе-ши, вӑхӑчӗпе П. Хусанкай тӑсать ҫак ҫула: «Чӑваш сӑмахӗ — пирӗн чӑн ҫӑл куҫӗ, Шӑнкӑртатать вӑл ӗмӗр-ӗмӗре. Унпа кӑна поэт хӑйне ҫул уҫӗ, Унпа кӑна вӑл чӗрӗ тӗнчере».
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Пирӗн чӑваш», «эпир чӑвашсем», «чӑвашсене пире» тени художник ӑшне ытла та ыратуллӑн кӗрет, трагеди ҫуратать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫав ӗмӗте хӑвӑртрах, кӗске вӑхӑтра тултарас, ҫитерес килет ун («тӗнчене тасатрӗ ирӗк вут-кӑварӗ»), ҫавӑнпа чӑвашлӑх ӗмӗрлӗх пуласса шанать вӑл («кам «ҫук» теекен — улталанӗ»), чӑвашлӑха малалла тӑсма, «сӑмах хӑватне ӗненме» (П. Хусанкай) ҫӗн поэта кӗтет, вӑл халӑх нушипе пурӑнасса сӗмленет («ака та тутӑр, утӑ ҫултӑр, вутӑ ҫуртӑр..… ташлатӑр, култӑр»).
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Шухӑша халӑхӑн, чӑвашӑн ӗмӗрхи ӗмӗчӗсенчен кӑларнӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Анчах ҫав чӗлхе уйрӑм ҫын чӗлхи вӑл, поэт-трибун мӗльюн ҫын илтмелле каланӑ ӑна.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫеҫпӗл те пӗтӗм чӑваш ятӗнчен калаҫать, ун нуши-хурине хӑй ӑшне илет, пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Сӑмахӗ те (писатель калани) уйрӑм ҫын сӑмахӗ пулман темелле ун чух, хӑйсене чӑвашӑн пӗр пӗтӗм представителӗ пек туйнӑ пулӗ ҫав проза ӑстисем.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
ХХ ӗмӗрччен те, ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче те кунашкал хайлавсене (йӑла ҫырӑвӗ — нравописани, пулни-иртни — бывальщина) тӑнӑҫ та лӑпкӑ чӗлхепе ҫырнӑ, сюжетӑн кашни хуҫлӑмне нумай енлӗн ӑнлантарнӑ, геройсемпе, лару-тӑрупа туллин паллаштарнӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Кушкӑра, Таяпара, пирӗн ялта тени кунта ӑнсӑртран мар, ҫав ял сӑн-сӑпачӗ урлӑ пӗтӗм чӑваш пурнӑҫне сӑнарласшӑн прозаиксем: ун йӑли-йӗркине ҫырса кӑтартасшӑн, унта пурӑнакан тӗрлӗ ҫынсемпе паллаштарасшӑн.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Е Юркинӑн хӑш калавӗ-и тата: «Пирӗн чӑвашсем… хамӑр чӑваш чӗлхине пӑсса пӗтернӗ»; «Чебоксар хулине чӑвашсем Шупашкар хули теҫҫӗ» т. ыт. те.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Игн. Иванов, тӗслӗхрен, ялан ҫапла пуҫлать калавӗсене: «Ӗлӗк Кушкӑра пӗр пуян Микка ятлӑ ҫын пулнӑ»; «Ак пирӗн ялта пӗр Ваҫка ятлӑ ҫын пур»; «Таяпара пӗр Тимуш ятлӑ ҫын пулнӑ»; «Ӗлӗк пӗр Нати ятлӑ ҫын пулнӑ» т. ыт. те.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Игн. Иванов калавӗсем те, И. Юркин повеҫӗсем те ҫапларах.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ас тӑвӑр-ха Сп. Михайлов, Е. Рожанский, М. Федоров чӑвашсем ҫинчен ҫырнӑ очерк-калавӗсене: сӑмаха унта халӑхӑн йӑли-йӗрки ҫинчен каласа пама усӑ курнӑ, ӑна очеркларах ҫавӑрнӑ, калуллӑ (повествовательнӑй) хайлавсем ӑсталанӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Мӗнре-ши апла Ҫеҫпӗлӗн новаторлӑхӗ?
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Уйрӑм ҫын пурнӑҫӗ те уншӑн халӑх ӗмӗчӗ-сунӑмӗпе пӗрлӗхлӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хусанкай ун пекех чӗлхе шӑпине наци кун-ҫулӗнчен уйӑрмасть.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫавна пула Ҫеҫпӗл хӑй умӗнчи литература ӑстисен ҫулнех малалла тӑсать, хӑй хыҫҫӑн килекенсене ҫул кӑтартать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Чӑваш искусствин ячӗпе ҫырать, асапланать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Чӑваш халӑхӗн, ун пуласлӑхӗн, паянлӑхӗн ячӗпе калаҫать поэт.