Corpus of the Chuvash language

Short

Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах авторӑн «Хамӑркка» (2011), «Чӑваш» (2013), «Его звали Чуваш» (2015), «Курак тӑманӗ» (2016), «Мӑшӑр ҫунат» (2019), «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец» (2021), «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» (2023) кӗнекисем кун ҫути курнӑ.

Help to translate

Галина Антонован черетлӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35741.html

«Ку питӗ лайӑх кӑтарту. Ҫакӑ интереслӗ программӑсем, экскурсисем йӗркеленипе, тӗллевлӗ спектакльсем кӑтартнипе, концертсемпе тухса ҫӳренипе ҫыхӑннӑ. Ку енӗпе республикӑра культурӑн 98 учрежденийӗ ӗҫлет», — палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев телеграмм-каналӗнче.

Help to translate

Пушкин карттипе анлӑн усӑ кураҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/28/%d0%bf%d1%8 ... %ab%d3%97/

Вӗсем тӳрех, ҫула тухма хатӗрлене пуҫларӗҫ, камӑн учӗ пур, учӗсене йӗнерлерӗҫ, камӑн учӗ ҫук — ҫуран утма турӗҫ, пештӗрӗсене туртса кӑларчӗҫ, унта ҫӑкӑр, капӑртма, пӳремечӗ, юсман, сухан, ыхра чикрӗҫ, камӑн анкар пур анкарне, камӑн ухӑ пур — уххине, камӑн хӑрт пур — хӑртне хӑйрарӗҫ.

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сулагаев, таҫта эрех тупса ӗҫме ӗлкӗрнӗскер, самаях ӳсӗрччӗ, ури ҫинче аран-аран тӑркалатчӗ, ҫавна май вӑл Таранов хуйхи-суйхине тулӑклӑн ӑнкарса илме ӑс ҫитереймерӗ, унӑн хӑлхине «укҫа-тенкӗрен хӗсӗкрехчӗ» тени кӑна кӑтӑклантарчӗ пулас — хайхискер тата ытларах тулхӑрса кайрӗ:

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку хушӑра ҫамрӑксем нумайӑшӗ ӑҫта кирлӗ унталла саланса пӗтрӗҫ: пӗрисем институтсене е техникумсене кӗме экзаменсем тытма кайрӗҫ, Костя Атаркин Николай Викторович Тиберевпа пӗрлех Шупашкара тухса кайнӑччӗ-ха, каярахпа Юля Фетрова та унта кайса пир-авӑр комбинатне ӗҫлеме кӗчӗ.

Help to translate

Яланлӑхах кайрӗ-ши? // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Тӗрлӗ стройкӑсенче ӗҫлесе, тӗрлӗ лару-тӑрӑва лексе пиҫӗхнӗскере Горький хулинче «Главволгострой» начальникӗн заместителӗ Водянов, ӑна ҫамрӑкран пӗлекенскер, Чӑваш республикине кайма сӗнсен, Михаил Григорьевич Пятин хаваспах килӗшрӗ, анчах юлташне малтанах каласа хурас терӗ:

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Курмышовпа Кулаков ӑна ҫӗр хута кӗтсе илни ӑнсӑртлӑх маррине, ҫакӑ участокрн лару-тӑрупа тӳрремӗнех ҫыхӑннине Пантиков паҫӑрах чухларӗ, анчах унӑн кун пирки халех калаҫас килмерӗ; малтан хӑвӑн куҫупа курмалла, хӑвӑн хӑлхупа итлемелле, унсӑрӑн вӑл пӗрех ним те калаймӗ е сӗнеймӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Чӑм шыва ӳкнӗскер ҫамки ҫинчи пӑчӑр-пӑчӑр тарне ал тӳрчӗпе шӑлкаласа илчӗ, пашкакаласа хӑйне йӗркене кӗртрӗ, унтан вӑрман ҫийӗн тавралла пӑхса илчӗ — хӑйне асамлӑн туртакан ҫутӑсене шырарӗ, анчах хӑрӑм пек хура вӑрман ҫийӗнчи хура тӑхлан пек пӗлӗтре ним уҫҫи-хуппи те палӑрмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пациент сӑмахӗсем ун хӑлхинче кӗркунне вилсе ҫуркунне чӗрӗлнӗ шӑна сасси пекех хытӑрах та хытӑрах нӑрлатма-сӗрлеме пуҫларӗҫ те, мухмӑра пӗр хӑмапа утмалӑх сӗвӗртсе, ҫурма тӑрӑ, ҫурма лачӑркка куҫӗ умне асра-тӗсре пулман сехре хӑпписем, хӑрушӑ ӳкерчӗксем ӗретле-ӗретле тӑратрӗҫ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Унта хутшӑнакансене, хӑнасемпе «чирлекенсене» Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Валерий Денисов, спорт ветеранӗ Василий Пундяков саламласа ҫирӗп сывлӑх, спортра ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Help to translate

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

— Самаях ӗнтӗ парткома ертсе пырать, анчах вӑл пурри сисӗнсех каймасть, пӗркун стройуправленири коммунистсен пухӑвне пырса сӑмах каларӗ, ҫав сӑмахра ним ҫӗнни те, ним хавхалантараканни те сисӗнмерӗ: пурте пӗлекен тӗллевсем, пурне те паллӑ, пухуран пухӑва асӑнакан ҫитменлӗхсем.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Паллах, идейӑ илемлӗ произведенин содержанийӗн ӳтне кӗрет, унтан уйрӑм тӑма, таҫта вӗҫсе ҫӳреме пултараймасть; содержани писатель пурнӑҫа мӗнле ӑнланнинчен килет, вӑл хӑйӗн умне лартакан задачӑсене мӗнле ӑнланнинчен, мӗнле ӑнлантарнинчен, пурнӑҫа кӗртме сӗннӗ майсенчен килет.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ведомство ертӳҫи Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе тимлекен ҫумӗпе - финанс пайӗн пуҫлӑхӗпе Светлана Черновӑпа Аслӑ Чемен территори пайне кӗрекен Тури Чакӑра ҫӗнӗрен тӑвакан культура ҫуртӗнчи тата Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи клубри юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ.

Help to translate

Культура министрӗ - Патӑрьел муниципалитет округӗнче // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51131-kult ... okrug-nche

Мероприятие уҫса Пелепейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Яковлев пурне те саламланӑ, ПР культура обществин председателӗ Юрий Михайлов, Октябрьск хулинчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Р.А.Макарова тата ыттисем те сӑмах илнӗ хыҫҫӑн поэзи уявӗ пуҫланчӗ.

Help to translate

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Мӗншӗн тесен этем капмар ҫуртсен вӗҫӗ-хӗрсӗр кварталӗсене ҫеҫ курасшӑн мар, машинӑсен сассипе заводсен шавне ҫеҫ илтесшӗн мар, вӑл ҫак ҫӗр ҫинче ытти чӗрчунсем те пуррине, вӗсемпе пӗрле е юнашар пурӑнса, хӑй ҫутҫанталӑк хуҫи ҫеҫ мар, унӑн пӗр пайӗ пулнине те сиссе-туйса тӑрасшӑн.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Обществӑн пур членӗсем те творчество ӗҫне хутшӑнма пултараҫҫӗ, обществӑн художествӑллӑ пуянлӑхне ӳстерсе, аталантарса пырассине художествӑллӑ пултарулӑхра ӗҫлекенсен анлӑ массине профессилле искусствӑпа ҫыхӑнтарса пырса кӑна хӑпартма пулать, тенӗ КПССӑн ҫӗнӗ Программинче.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Студентсене кирлӗ пӗлӳ парас, спортпа аталантарас, вӗсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерес, ҫул ҫитмен ачасем право йӗркине ан пӑсччӑр тесе тӑрӑшас тӗллевпе пурнӑҫласа пыракан ӗҫсемпе Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн Патӑрьелӗнчи филиалӗн ертӳҫи Алексей Логунов паллаштарчӗ.

Help to translate

Ҫул ҫитмен ача преступлени сӑлтавӗ ан пултӑр // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52923-cul- ... -an-pult-r

Ҫӑра та хумлӑ-хумлӑ ҫӳҫӗ ҫурӑм тӑрӑх сапаланнӑ, ҫӳҫӗн пӗр пайӗпе хӗр Сашука витнӗ, сылтӑм пӗҫҫине меллӗн хуҫлатса, теприне йӑрст тӑснӑ, сулахай аллине ача пилӗкӗ айне хунӑ, теприне ҫӗрелле уснӑ — тутине ҫӑт тытса пит тутлӑн ҫывӑрать, ҫитса платйи хӑйӗн пӗҫ кӑкӗ таранах ҫӗкленнӗ…

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Эрех, сӑра, тапак, наркотик, ытти пуҫа минретмелли ӑпӑр-тапӑр, йӗркесӗр, вараланчӑк ар ҫыхӑнӑвӗсем, ӳте сутни — пурте шуйттанӑн ҫынна, унӑн ӑсне-тӑнне «ҫисе ярса», вӑхӑтлӑх киленӗҫ кӳрсе хавшатмалли, усаллантармалли, ҫапла майпа ӑна хӑйӗн серепине ҫаклатмалли япалисемпе мелӗсем.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫуллен 200-е яхӑн ӗҫтеше ҫухататпӑр. Вӗсен тӑлӑха юлнӑ ачисем - 11 пин ҫын ытла. Ҫывӑх ҫыннисемсӗр юлнӑ 6,4 пин ҫемьене пирӗн пулӑшмаллах. Ӗҫтешӗмӗрсене пытарнӑ чухне эпир вӗсен тупӑкӗ умӗнче пулӑшмашкӑн тупа тунӑ. Инвалид пулса юлнисем те нумайӑн - вӗсене те тӗрев кирлӗ», - терӗ вӑл.

Help to translate

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed