Short
Хуласенче тӗпленнисем, астӑватӑрах пулӗ, кашни ял территорийӗнче ентешлӗх уявӗсене ирттерчӗҫ, вӗсенче, юрӑ-ташӑпа савӑнтарнисӗр пуҫне, производствӑра малта пыракансемпе общество ӗҫӗнчи пултаруллӑ ҫынсене тӗрлӗ ведомствӑсен Хисеп грамотисемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.
Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/
Пачах та ӑслӑлӑх шайӗпе виҫмен элексене 19 вӗрентекен /Хыпар, 2014, нарӑс, 20/ тата 18 кандидатпа доктор (Патшалӑх Канашӗн Наци ыйтӑвӗсен комитечӗ 2014 ҫулхи октябрӗн 30-мӗшӗнче ирттернӗ «ҫавра сӗтел») алӑ пусса кӑларнисемех чӑваш чӗлхе ӑслӑлӑхӗнче инкеклӗ самана пулса тӑнине кӑтартрӗҫ.
Кирлӗ-и шкул ачине чӑваш литератури? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/kirle-i-shkul-achine- ... literaturi
Мадуров сиктерекен ачине, ал тунисенчен тытса ҫӗкленӗ халлӗнех, кравать ҫине кайса тӑратрӗ те пӗчӗккине ҫавӑнтах йӑваланса выртакан кӗпине тӑхӑнтарчӗ, кӗсйинчен тутӑр кӑларса, ун сӑмса айне, ҫӑвар айккине шӑлса тасатрӗ, унтан, ҫӗклесе, темпе хуралнӑ питне чуп тӑва-чуп тӑва илчӗ.
Мӗскӗн // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 154–167 с.
Таркӑнсем тунӑ-и ӑна, сунарҫӑсем-и — пӗлме хӗн, анчах унта кирек мӗнле усал ҫанталӑкра пырса кӗрсен те — хӗлле-и, ҫулла-и — канма кӗнӗ темиҫе сунарҫӑ пикенсех халап янине е пӑсланса тӑракан тутлӑ какай шӳрпи ҫинине, е тата пӗр-пӗр аманнӑ ҫын хӑйӗн суранӗсене ҫыхнине курма пулать.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Телефонпа кӑна калаҫни иксӗмӗре те ҫырлахтармарӗ. Пӗрне-пӗри килӗшетпӗр тӗк вӑхӑта мӗншӗн тӑсас? Валериан чӑваш йӑлипе мана ҫураҫасшӑнччӗ. Эпир текех ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Хулана куҫса килме сӗнтӗм. Пуринчен ытла ашшӗ-амӑшӗшӗн кӗтменлӗх пулчӗ ку», — калаҫӑва тӑсрӗ телейлӗ хӗрарӑм.
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
«Хайлавӗсенче Михаил Николаевич паянхи куншӑн уйрӑмах пӗлтерешлӗ ыйтусем хускатать. Вӑл тӑван литературӑра хӑйӗн вырӑнне тата вулаканне тупни савӑнтарать»,– терӗ Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Фёдорова унӑн пултарулӑхне, литературӑри ҫитӗнӗвӗсене тишкернӗ май.
Михаил Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... arul-h-ka/
Февраль тӗлне 662,5 тонна е кирлӗ хисепӗн 38,7 проценчӗ чухлӗ ансат тата хутӑш удобренисем кӳрсе килнӗ е вӗсемшӗн укҫине куҫарса хунӑ. ҫак шутра «Акконд-агро фирма» АОн - 75 тонна аммиак селитри тата 69 тонна азофоска, Валентин Грачев ХФХн- 198 тонна аммиак селитри, 99 тонна хутӑш удобрени.
Ҫуракишӗн ӗҫ пуҫланчӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... puclanche/
Халӑхсене ҫывӑх тӑракан, вӗсен кун-ҫулӗпе, пурнӑҫӗпе тӳрреммӗнех кӑсӑкланакан организаци республикӑри чылай наци ҫыннине хӑйсем ҫине ҫӗнӗлле, тишкерӳллӗ куҫпа пӑхма май парӗ, вӗсен культурине, йӑли-йӗркине сыхласа хӑварса малалла аталантарас ӗҫре ҫаврӑнӑҫуллӑрах пулма хистӗ.
Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Тупнӑ числосене танлаштарса пӑхса, эпир ҫакна куратпӑр: параллельлӗ тата хире-хирӗҫ выртакан икӗ вӑйӑн пысӑкӑшӗсем хушшинчи уйрӑмлӑх чакса пынӑҫемӗн вӗсен равнодействующийӗ пӗчӗкленсе пырать, вӑл лекнӗ точка вара хушӑнакан вӑйсем лекнӗ точкӑсенчен аяккарах та аяккарах каять.
1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Программӑсем тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли: авалхи истори палӑкӗсемпе ҫуран ҫӳресе паллашни, театрализациленӗ представленисем, хими предприятийӗсенчи е хытӑ каяшсене ӗҫе кӗртекен заводсенчи уроксем, Гидростроительсен музейӗнчи вӑйӑ-квестсем, журналист тӗрӗслевӗсем тата ытти те.
Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r
Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, республикӑри ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Елена Дымза, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов Ҫӗнӗ Ахпӳртри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тата Ыхра Ҫырминчи вӑтам шкулсене ҫитрӗҫ.
Савӑнӑҫлӑн янӑрарӗ шӑнкӑрав // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51129-sav- ... h-nk-rav-2
Ҫапла аталанса, тӗрекленсе пынӑ Вӑрмар районӗ йӗркеленӗвӗн малтанхи ҫулӗсенче. Вӑрмар районӗнчи ӗҫ ҫыннисем вӑл вӑхӑтра хастар ӗҫлерӗҫ, ял хуҫалӑхӗпе промышленноҫа малалла аталантарассишӗн пӗтӗм вӑйне хучӗҫ, нихӑҫан та асран каяс ҫук ҫав хӗрӳ тапхӑрта Вӑрмарта ӗҫленӗ ҫулсем…
Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/
«Кунта каҫкӑҫ кӑна мар, каҫнӑ чух хӑвна шай тытмалли те пур иккен! — кӑмӑлӗпе тулса илчӗ Пурис, вара пушӑ сылтӑм аллипе пӗр пиҫӗ турат вӗҫӗнчен ҫатӑрласа тытса, сулахай урипе «каҫкӑҫ» ҫине, варрине, йӑпӑл-йӑпӑл пускаласа, тепринпе ҫӗртен вирлӗн тапса ячӗ те леш еннелле вашт! сикрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн пирвайхи кунӗсенчен пуҫласах пирӗн воинсем паттӑррӑн ҫапӑҫни, совет ҫыннисем тылра чун-чӗререн тӑрӑшса, ырми-канми ӗҫлени, Сталин юлташ ҫав тери ӑслӑ ертсе пыни нимӗҫсен фашистла ҫарӗсен наступленине тата вӗсен «ҫиҫӗмле вӑрҫӑ» планне путарса лартрӗҫ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Сӗмсӗррӗн тӳлеменнисен шутӗнче Светлана Александровна Ҫӗнӗ Шупашкарти ЖКХри УК МУПа асӑнчӗ - «муниципалитет предприятийӗ, хула администрацийӗн ячӗпе ӗҫлет темелле, анчах туллин тӳлемест. Ҫуллахи уйӑхсенче те, халӑх хывакан тӳлевсем пӗчӗк чухне, нумай укҫа тӳлесе ҫитереймест».
«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№
Проектпа килӗшӳллӗн ҫитес ҫулта унта пысӑк ӗҫсем туса ирттерме палӑртаҫҫӗ, бордюрсем хурса тротуарсене брусчатка сарма, йӗр-тавралла илемлетсе чечексем валли ятарлӑ лапамсем йӗркелеме, ҫутӑ ламписем, канма саксем вырнаҫтарма, ташӑ валли ятарлӑ лапам, пысӑк сцена тума шутлаҫҫӗ.
Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html
Алӑк патне ҫитеспе чарӑнчӗ, «Искра» духине сӑмса тутӑрӗ ҫине тумлатрӗ, питне, куҫ таврашне сӑтӑркаларӗ, пӳрнескерен кӑшт пысӑкрах духи савӑтне, пӑккине чикмесӗрех, кӑкӑр кӗсйине лартрӗ, ҫӳҫне вирелле тураса хӑпарткаларӗ те алӑк урати ҫине хӑрах урипе пусрӗ, шала кӗме хатӗрленчӗ.
Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Кислород концентраторӗсем, «ЗисЛайн» ИВЛ аппарат, эндоскопсене дезинфекцилеме автомат комплекс, стоматологи пӳлӗмӗ валли рентген аппарачӗ, шӑл юсамалли икӗ установка, электрокардиографсем, кравать ҫывӑхне вырнаҫтармалли мониторсем, дефибриляторсем тата ытти техника туяннӑ.
Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Пӗр икҫӗр метр та малалла каяймарӗҫ, Халун автомашинӑна чартарчӗ, кабинӑран сиксе тухрӗ те тӑван аул еннелле пӑхса чӗркуҫленчӗ, йӗре-йӗре калаҫма тытӑнчӗ: «Асатте-асаннесем ҫуралса ӳснӗ ҫакӑнта, мӑн асаттесем Сулак шывӗпе ҫӑвӑнса, хӗвелпе ӑшӑнса, сӑрт-ту хӑватне ӑмсанса пурӑннӑ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
7) Урӑх чӗлхерен кӗрекен сӑмах ударенисӗр -ия, -ие, -ий сыпӑксемпе вӗҫленет пулсан, я (йа), е (йе), й сасӑсем тухса ӳкнӗ: партти (вырӑсла: партия), телекатси (делегация), ҫеҫҫи (сессия), постановлени (постановление), пролеттари (пролетария), планеттари (планетарий), рапочи (рабочий) т. ыт. те.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.


