Short
Ҫапах та «начальник» мана та манса каймарӗ, эпӗ выртакан палатӑна кашни кунах темиҫе хутчен те кӗре-кӗре тухатчӗ, госпитальре мӗн курни-илтнине чӗвӗлтетсе каласа паратчӗ, хальчченхи пекех «пичче» тетчӗ, вӑрҫӑ хӑҫан чарӑнасси ҫинчен ыйтатчӗ, ҫаплах мана ӳслӗк ересрен хӑратчӗ.
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ялти ватӑ та хисеплӗ ҫынсем алманчӑна Сахвине карчӑк патне илсе килессине кӗтсе Ахтупайпа Ятламас темиҫе хутчен те урама туха-туха кӗчӗҫ, картишӗнче те чылайччен ларса пӑхрӗҫ, анчах вӗсем хӑйсен тӑшманне — Урасмета — мӗнле асаплантарнине курса савӑнма шутлани ахалех пулчӗ.
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Профессионалитет» федераци проектне тӗпе хурса Канашри транспортпа энергетика техникумӗн базинче професси илме витӗм кӳрекен центр тата Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика тата Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗсен базинче икӗ вӗренӳпе производство центрӗ уҫма палӑртнӑ.
Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi
Машина, кӑлт-калт, хӑнт-хант, ланк-ланк сиккелесе, чиперех тӗрӗлтетсе-нӑрӑлтатса пыратчӗ-ха (никам алли те тӗкӗнмен тарӑн йӗрсем урлӑ сике-сике каҫни те пулчӗ), анчах пӗр ейлӗке чашӑк пек лаччӑка ҫитсен, ун ҫулне сасартӑк хӑлаҫ тӑршшӗ тикӗт пек хура кӳлленчӗк ваштӑрт пӳлсе хучӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тепӗр ҫӗрте вӑл хӑшпӗр писательсене пӗрреллӗ хисепре каламалли сӑмахсене нумайлӑ хисепре каланишӗн ятлать, ҫавна май ак еплерех тӗслӗхсем илсе кӑтартать: кӗлтесен тӗмӗ, кӑкӑр тулли орденсемлӗ салтак, тӑватӑ хытӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем, хуралнӑ пит-куҫсемлӗ икӗ совет ҫынни т. ыт. те.
Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.
Акӑ упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлаҫҫӗ: мӑн хырӑмлӑ чипер хӗрарӑм, тӗреклӗ арҫын мӑйӗнчен уртӑнса, куҫ уҫайми макӑрать; лешӗ ӑна кӑлӑхах тем каласа лӑплантарма тӑрӑшать, аптранипе хӑй таврари ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхкалать, унтан каллех арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа йӑпатма хӑтланать…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
«Тимлӗх, ачасем!» акци шайӗнче ачасене илсе ҫӳретмелли правилӑсене пӑсассине асӑрхаттарас тӗллевпе водительсене тишкерес; ҫутта тавӑракан элементсене популярлӑ тӑвас тӗлӗшпе; ҫул ҫитмен ачасене ҫул-йӗр правилисене пӑсасран асӑрхаттарма палӑртнӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ.
Тимлӗх - ачасем! акци пырать // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... akci-pyrat
Чунӗ савӑккӑн хускалса, хастарланса, ӑшӑнса, юнӗ харсӑррӑн выляса илмеллеччӗ ӗнтӗ ват ҫыннӑн хӑйӗн чун таткисене курсан, анчах, ҫук, ун куҫӗсем хавха та савӑнӑҫ хӗлхемӗсем чӑлтӑр-чӑлтӑр та йӑл-ял вылятмарӗҫ — тунсӑх, палламалла мар айӑп, асаплануллӑ ӳкӗнӗҫ «пӑрланнӑ» вӗсенче.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Повеҫе иккӗмӗш хут пичетлесе кӑларма хатӗрленӗ май Александр Артемьев ун чӗлхине тата сӑнарлӑрах та витӗмлӗрех тӑвас тӗллевпе илемлӗх мелӗсене «ӗҫе кӳлет», вӗсене чӗрӗ сывлӑш вӗрсе кӗртет, халӑх калаҫӑвӗнче халиччен тӗл пулнӑ мелсен эстетикӑлла витӗмӗпе пӗлтерӗшне сарать.
Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.
«Ҫакӑн пек шайри, ҫавӑн пек масштаблӑ пулас ӑмӑртусем тӗнчери календарьсемпе шайлашса тӑччӑр тесе планламалла», - тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ Дегтярева БРИКС ваййисем, «Пуласлӑх вӑййисем», ҫавӑн пекех ытти спорт мероприятийӗсем хатӗрленни тата пӗтӗмлетӳ ҫинчен доклад итленӗ май.
Путин Дегтярева РФри ӑмӑртусене тӗнчери событисене шута илсе планлама хушнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/sport/2024-07-11 ... hn-3844435
Вьетнам Республикин требованийӗсемпе килӗшӳллӗн Уфа мороженӑйӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗ ертсе пыракан лабораторинче лаборатори тӗпчевӗсем иртнӗ. Вӑл ҫӗршыв-импортер ыйтнисене пӗтӗмпех тивӗҫтерет. Мороженӑй партине «Ecert» системӑра 5D экспорт ветеринари сертификатне панӑ.
Пушкӑрт Вьетнама пӗрремӗш хут мороженӑй экспортланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-4067939
Пӗрлехи информкуна Тӑвай округӗн пуҫлӑхӗ Олег Ломоносов, вырӑнти депутатсем, территори пайӗсен начальникӗсем, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пуҫламӑш уйрӑмӗсен секретарӗсем, обществӑлла палата, МИХсен представителӗсем, предприятисемпе учрежденисен ертӳҫисем, ыттисем хутшӑннӑ.
Ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Галина ЕГОРОВА, Иван ГЛАДКОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... -pltershl/
Патӑрьелӗнчи «Паттӑр» стадионта Тикеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Патӑрьелӗнчи иккӗмӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫне хунӑ Александр Миккана асра тытса муниципалитет округӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ пухакансем хушшинче футбол турнирӗ иртрӗ.
Паттӑра асра тытса // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51659-patt ... ra-tytsa-2
Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Каминкере, ИП ГКФХ А.П. Трофимов хуҫалӑхӗнче Пишпӳлек районӗнчи ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен семинарӗ иртнӗ, унта ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе пӗрле районти ял хуҫалӑх управленин тата ытти профильлӗ организацисен специалисчӗсем хутшӑннӑ.
Семинарта кӑҫалхи ял хуҫалӑх ҫулне пӗтӗмлетнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/yal-khu-al-kh/20 ... tn-4007366
Пӗлтерӗшлӗ мероприятие цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Анна Петрова уҫрӗ, терроризма хирӗҫ пыракан мероприятисене ҫутатас енӗпе редакцисен малалла та тӗллевлӗ ӗҫлемеллине, конкурссене хастартарах хутшӑнмаллине палӑртрӗ.
Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle
— Ӑслах мар ултав кӳрен суялӑхпа, ҫилӗм пек ҫыпӑҫакан ирсӗрлӗхпе, ухмахлӑхпа тулнӑ ҫӗр ҫине, чӗтревлӗ, наркӑмӑшлӑ, пылчӑклӑ тӑпра ҫине, — «Пурнӑҫ законӗ» текен тӑвӑр та тӗттӗм ҫурт туса лартнӑ; сире ҫав читлӗхе, сурӑхсене картана хӑваласа кӗртнӗ пек, вилнисем хӑваласа кӗртнӗ…
Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.
И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн аспирантки Ольга Николаевна Владимирова тата Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулӑн педагог-психологӗ Светлана Владимировна Ешмейкина ҫак хисепе хӑйсен пултарулӑхӗпе, пуҫарулӑхӗпе, ӑс-хакӑлӗпе палӑрса тивӗҫнӗ.
Республика Пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11718 ... iach-sem-2
Эпир кар тӑрса ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ыйтӑвне пурнӑҫлани вӗсене хӑвӑртрах ҫӗнтерӳпе таврӑнма пулӑштӑр, - терӗ ҫак ӗҫе йӗркелесе пыракан хастар, Чӑваш Республикинчи Общество палатин членӗ, Чӑваш Республикинчи мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн председателӗ Мансур хазрат Хайбуллов.
Тылри пулӑшу – пӗлтерӗшлӗ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51412-tylr ... p-lter-shl
Хальхи вӑхӑтра, наукӑпа техника революцийӗ тапхӑрӗнче тата обществӑпа политика пурнӑҫӗ активлӑ аталаннӑ саманара, кунсерен тенӗ пекех ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ терминсем ҫуралаҫҫӗ, ҫавна май терминологи ӗҫӗнче наука енчен вӑраха ямасӑр татса памалла ыйтусем ҫине-ҫинех тухса пыраҫҫӗ.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Ҫавӑн пекех педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Людмила Михайловна Чернова та палӑк умне тухса алла указка вырӑнне хӗҫ-пӑшал тытма тивнӗ педагогсен, малалла вӗренме шутланӑ Вӑрмарти шкултан вӗренсе тухнӑ выпускниксен ӗмӗчӗсем пӗр шелсӗр татӑлни пирки каларӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламларӗ.
Алла указка вырӑнне хӗҫ-пӑшал тытнисене асӑнса // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11959-alla-u ... ene-as-nsa


