Corpus of the Chuvash language

Short

Хуҫа Тукай чӑмӑртаса ыраттарнӑ аллине суллакаласа лаша пуҫӗнчи сӳс йӗвене хывса илчӗ (ӑна лашапа пӗрле пама юрамасть, унсӑрӑн килте лаша выльӑх ӗрчемест), ун вырӑнне Тукай аллинчи тем пек илемлетсе пӗтернӗ чӗн йӗвене тӑхӑнтартрӗ, сӑхман аркипе чӗркесе тытнӑ чӗлпӗре Нухрата пачӗ.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Октябрӗн 8-мӗшӗнче ҫӑмӑл атлетика тусӗсем Хирти Явӑш тӗп шкулӗн стадионне пуҫтарӑнса «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗркеленӗ ҫулленхи ӑмӑртӑва хутшӑнчӗҫ Шкул ачисем, организацисемпе предприятисен ӗҫченӗсем старта тӑрса финиша чи малтан ҫитессишӗн ӑнтӑлса чупрӗҫ.

Help to translate

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Ҫак кун ветерансене саламлама Элӗк муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Александр Терентьев, Чӑваш Республикин ҫар ӗҫ комиссарӗ Бахтиер Холиков полковник, Чечен Республикин Пуҫлӑхӗн представителӗ Салман Майрукаев, Муркаш тата Элӗк районӗсен ҫар комиссарӗ Владимир Казаков килсе ҫитнӗ.

Help to translate

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Вӗсене ӑнӑҫу сунса тата праҫник ячӗпе шкул директорӗ Андрей Анатольевич Матвеев, парад йышӑнакан Эрик Васильевич Васильев, ветерансем – Илья Лаврентьевич Лаврентьевпа Владимир Иванович Толстов, район администрацийӗн представителӗ Вячеслав Петрович Никифоров тухса калаҫрӗҫ.

Help to translate

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03

Унтан икӗ динамометрне, калӑпӑр пӗрремӗшпе иккӗмӗшне, вӗҫерсе илер те, кантрасен пушаннӑ вӗҫӗсен йӑллисене пӗр динамометрӑн ҫӗклинчен ҫаклатар, унтан ҫак динамометра — вӗҫерсе илмен виҫҫӗмӗш динамометр, унӑн кантри тата тӗвви ӗлӗкхи вырӑнӗсенех йышӑнмалла туса — туртса хурар.

Help to translate

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Вӑхӑтлӑха ҫакнӑ вараланчӑк электролампӑсен тӗксӗмрех ҫутинче каменщиксем пӳлӗм стенисене купалаҫҫӗ, штукатурсем малти стена ҫумне (металл шӑратса ҫыпӑҫтаракан корпус стени ҫумне ӗнтӗ) ҫыпӑҫтарса лартнӑ тимӗр сетка ҫине раствор сӗреҫҫӗ, плиточницӑсем юпасене «тумлантараҫҫӗ».

Help to translate

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Вкладсен сӑлтавӗ ҫынсене мошенничествӑн ытти тӗсӗсемпе танлаштарсан, пурлӑх ытларах сиен кӳрет. Асӑрхануллӑрах пулӑр, хӑвӑрт та пысӑк тупӑш илесси ҫинчен илӗртӳллӗ сӑмах панине ан ӗненӗр. Палламан ҫынсене нимӗнле сӑлтавпа та укҫа ан парӑр», — тесе асӑрхаттарнӑ Дамир Мустафин.

Help to translate

Альшей районӗнче пурӑнакан ҫын телефон аферисчӗсене 8 млн тенкӗ куҫарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... rn-3815747

Хӗлле, лармана кайсан, каҫсерен ик-виҫ йӗке арласа тултарать, пир тӗртме ларсан, пӗр ҫип те татмасть; юр ҫине пир тӑрӑхӗсем шуратма сарсан, унӑн пирӗ пек тикӗсси, шурри ҫук; утӑ ҫулма тухсан, ҫава касмасть тесе тӑмасть; тырӑ вырма тухсан, ҫурла касмасть тесе каҫалӑка куҫласа тӑмасть.

Help to translate

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак содержанине кӑтартса памалли формӑ — произведени валли илнӗ Ростовсен, Болконскисен, Безуховӑн, Трубецкисен, Курагинсен, Наполеон, Кутузов пурнӑҫӗ, салтаксен, хресченсен, ҫарӑн, обществӑри ҫӳлти сийсен пурнӑҫӗ, ун чухне пулса иртнӗ событисем, лару-тӑрусем тата ыттисем теҫҫӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

— Хисеплӗ Шафика Санатулловна, сире сумлӑ уяв ячӗпе саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, ачусемпе мӑнукусен тимлӗхне туйса пурӑнма, телейлӗ ватлӑх сунатпӑр, — тесе саламларӗҫ ӑна ҫак илемлӗ кун районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Гумар Халитов.

Help to translate

Пурнӑҫӑн пысӑк парни // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... ysak-parni

Ҫавӑнпа пӗртикӗс улшӑнса куҫса пынӑ чух кайнӑ ҫул, хисеп енчен илсен, хӑвӑртлӑх графикӗпе, вӑхӑт тӗнӗлӗпе тата мӗнле вӑхӑт хушшинче кайнӑ ҫула шутлатӑн — ҫав вӑхӑтӑн пуҫламӑшӗпе вӗҫне тивӗҫлӗ ординатӑсемпе карталанса тӑракан фигурӑн лаптӑкӗпе (пределра) тан шутланма пултарать.

Help to translate

1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫавӑн пирки тӑван ял ҫыннисемпе юмахлама тытӑнатӑн та — сӑмах вакласшӑнах мар, туртӑнкаласа ик-виҫ сӑмах персе хуни ҫеҫ: йывӑҫӗ вӑл, имӗш, ӗлӗк те пит кашласах ларман-ха пирӗн енче, ун вырӑнне тырри лайӑх пулать пирӗн, улми йӑтӑнать, тавах ҫӗре, ӳпкевлӗ сӑмах калама ҫылӑх ун пирки…

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл ку сӑмаха пӗтересшӗн пит-куҫне пӗркелерӗ те: — Мӗншӗн авланмастӑп-и?.. Ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрре кӑна авланмалла. Ма пуҫа ҫыхма васкас? Пӗр ҫыхӑнсан — сӳтме ҫук. Эп халь хурт-хӑмӑр пек! Ӑҫта пыл ытларах, ҫав чечеке суйлама пултаратӑп. Авлансан ҫук вара… Ҫунатсене ҫыхса яраҫҫӗ, — терӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗп конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх фестиваль жюрийӗ «Лучший игровой фильм», «Лучший проект для интернета», «Лучший документальный фильм», «Лучший телепроект», «Лучшая режиссура», «Лучшая операторская работа», «Лучшее музыкальное оформление» номинацисемпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗ.

Help to translate

Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев ертсе пынӑ жюри конкурса пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулчӗ: «Чӑвашла вулакан хальхи проза» номинацире 2014 ҫулшӑн Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», 2015 ҫулшӑн Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» кӗнекисем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Help to translate

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Девлизер ялӗпе иртнӗ чухне Шигалейпе Ту енчи мӑрсасем те ҫулталӑк ҫурӑ каялла, Новоград Свияжский хулине туса пӗтерсенех хӑйсем кунта ырӑ курса пурӑннине, Ту енчен килекен чӑвашсемпе ҫармӑссене шертнӑй грамӑтӑсем панине аса илчӗҫ пулас, хӑлаҫлансах тем ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун пек писательсем шутне, сӑмахран, украина писателӗсем Тарас Шевченко, Иван Франко, азербайджан писателӗ Ахундов, грузин писателӗ Акакий Церетели, осетин поэчӗ Коста Хетагуров, чӑваш поэчӗ Константин Иванов, коми писателӗ Иван Куратов, казах поэчӗ Абай тата ыттисем те кӗреҫҫӗ.

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, районпа пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те эпир маскировка сеткисем яватпӑр, пирӗн хӗрарӑмсем ҫак ыйту патне яваплӑ пыраҫҫӗ, кашни пунктра яваплӑ ҫынсем пур, пирӗн уйрӑм ушкӑн пур, унта эпир кашни сеткӑна сӳтсе яватпӑр, канашлатпӑр тата тӳрлететпӗр.

Help to translate

Михайловкӑри волонтерсем 100-мӗш сеткӑ явнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... vn-3896337

Пасар эрехне сыпса, паттӑрланас ӗмӗтпе вӑл, хупаха кӗрсе, пӗр пулӑштухрине, хам тавӑм хам сывлӑхшӑн пултӑр тесе, сывлӑш ҫавӑрса илейми хыпаланса ӗҫет, кирлӗ кунта кирлӗ пуласса пӗлсе, икӗ шӑкальнике кӗсйине чиксе, шурӑ перчеткеллӗ парка пӳрнисене выляткаласа, ларса каять малалла.

Help to translate

Нарт-нарт кӑвакал // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 172–190 с.

Февралӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа Вӑрмар поселокӗнче ашшӗпе ывӑлӗ - Александрпа Евгений Бойковсем - урам командисем хушшинче «Хӗллехи классика» ятпа пилӗк туртан тӑракан юр ҫинчи мини-футбол вӑййисем ирттерме пуҫлани, унта пӗтӗмпе ултӑ команда хутшӑнма кӑмӑл туни ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Help to translate

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed