Corpus of the Chuvash language

Short

Ку хӳхлев, тӑп тӑракан тӑнӑҫ-тӑнӑҫ шӑплӑха сасартӑк вичкӗн-вичкӗн хӗҫпе чашт! сула-сула ҫурнӑн, юрлаканӑн чунне, ӑсне-тӑнне кӑна мар, ҫывӑх таврари мӗнпур туйӑма, сисме пултаракан мӗнпур-мӗнпур янавара шарт! шуйхантара-шуйхантара, тӗлӗрес тӗлӗкӗсене варт! та варт! сире-сире ывӑтать, таптать, ҫӗкле-ҫӗкле лӑпчӑтать вӗсен лӑпланӑвне.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ялсенче пурӑнакансене халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан сферӑри законодательство улшӑнӑвӗсемпе, округри ял хуҫалӑх аталанӑвӗн малашлӑхӗсемпе, хӑй тӗллӗн ӗҫлекен шучӗпе регистрациленекенсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессипе, патшалӑх порталӗн майӗпе илекен услугӑсемпе, тӗрлӗ ултавҫӑсенчен сыхланмалли майсемпе паллаштарнӑ.

Help to translate

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Иван Михопаров «Муниципаллӑ округӑн 2020-2024 ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата 2025-2030 ҫулсенчи задачӑсем ҫинчен, ҫав шутра Чӑваш Республикин 2025-2030 ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пурнӑҫа кӗртессин шайӗнче» тарӑн доклад туса пачӗ.

Help to translate

Курӑмлӑ ырӑ улшӑнусем нумай // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/15883 ... usem-numaj

Хӗре хӑй майлӑ ҫавӑрас е ним шарламан чӗрчун туса хурас тесе, йӑваш хуҫа арӑмӗ пек курӑнма тӑрӑшса, Лукарье хаш сывласа илчӗ те: — Кӗтерук, эпӗ сана тахҫантанпах сӑнатӑп та, эсӗ питех тӑрӑшса ӗҫлетӗн тата чӗлхӳне те ирӗке ямастӑн. Ҫавӑншӑн сана паян пӗчӗк парне парасшӑн, — тесе, Кӗтерука чӑлантан кӗпе, саппун, тутӑр илсе тухса пачӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑп чикӗсен строителӗсене пуҫ тайма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Хӗрарамсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева килсе ҫитрӗҫ.

Help to translate

Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/tyl-iescheni ... ting-irtet

Хӑйне парӑннӑ огуречниковсемпе мошковсен саламачӗсемпе хурӑн хуллисен хӳттинче вӑл хӑйӗн пуянлӑхне ӳстерсех пырать: вӑрман кастарать, сулӑ юхтарать, хресченсенчен парӑмсемшӗн туртса илнӗ ана-ҫаран ҫинче, ултавла ҫавӑрса илнӗ утрав ҫинче тара тытнӑ ҫынсен вӑйӗпе хисепсӗр тыра-пулӑ, утӑ-улӑм туса илет, вӗсене сутса тупӑш тӑвать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

И.М. Матросовпа В.М. Бурмистровӑн «В Бресте, в 1941-м…» кӗнекинче 60-мӗш страницӑра виҫ сӑмахпа ҫырса кӑтартнӑ 333-мӗш полкри Степанов писарь (унта ятне кӑтартман) вӑлах пулнӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен Брест крепоҫне киличчен вӑл Новозыбков хулинче взводри стена хаҫатне кӑларса тӑнӑ, Брест крепоҫне килсен те ҫав ӗҫе вӑлах тума пултарнӑ.

Help to translate

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Вӑл васкаса сӑхсӑхрӗ те эрехе шалт хучӗ, вара, киленӗҫлӗн ахлатса, вӑрӑм мӑйӑхне шӑлса илчӗ, кӑштах ҫӑкӑр татӑкӗ шӑршланҫи пулчӗ, унтан турилккери пулӑпа ҫӑмартана йӑлтах кӗсйисене персе чикрӗ те тухса кайма тӑчӗ; алӑк патне ҫитнӗскерех, Сантӑркка сӗтелӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ, ун ҫине хӗрлӗ куҫӗпе пӑхса, тепӗр черкке тултарма хушрӗ.

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Арӑмне ним вырӑнне хуман, ӗҫекен упӑшкин патакӗнчен тарса пӗчӗк ачисемпе пӗрле Лиза аппа пиҫнӗ яшкине те тепӗр чухне ҫиеймен. Ачисене лӑплантарса е кӳршӗри Миките Анна аппасем патӗнче е Улитта аппасем патӗнче ҫӗр каҫнӑ. Мӗнле кӑна чӑтса, тӳссе тӑватӑ ачине ӳстерсе, ҫитӗнтерсе ҫын ҫине кӑларчӗ-тӗр?» — тесе аса илеҫҫӗ ял ҫыннисем.

Help to translate

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Акӑ, сӑмахран: пӗр хут пулса иртнӗ вӑхӑт, темиҫе хут пулса иртнӗ вӑхӑт, малтан пулса иртнӗ вӑхӑт, сыпӑнтаракан, уйӑракан тата хирӗҫлекен сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисем; подлежащи пулакан пӑхӑнуллӑ предложени; темиҫе пӑхӑнуллӑ предложениллӗ пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисем; уйрӑмтӑран кӗҫӗн член, урӑх ҫын сӑмахлӑ предложени т. ыт. те.

Help to translate

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Туссем, татах пӗр кӳлӗм сӑмах ваклакаласа, пуҫа-ҫӑвара мӗн килнине перкелесе, ялта е хулара тепре куриччен тесе, пехиллешсе, алӑ тытрӗҫ, вара Кӗҫтук сехет туяннӑ арҫынпа пӗрле ӗҫлӗн ӗрлешекен Хӗрлӗ площадь еннелле «туннель вӗҫӗнче курӑнса кайнӑ пӗчӗк ҫутӑ патнелле», хивре карӑннӑ парӑс пек ҫирӗп кӑмӑлпа, тулли хаваллӑн чавтарчӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унсӑр пуҫне 2023 ҫулта «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗн регионти проекчӗсем шайӗнче виҫӗ поликлиникӑна, районти тӗп больницӑна, ача-пӑча онкологийӗпе гематологи центрне туса пӗтернӗ, 98 модульлӗ конструкци палӑртнӑ, пӗр медицина учрежденийӗ юсанӑ, медицина оборудованийӗн тӑватӑ пин ытла единицине, ҫавӑн пекех автомобильсем туяннӑ.

Help to translate

Наци проектне пысӑк пулӑшу параҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ra-3792436

Пурте вырӑнтан сиксе тӑчӗҫ, Иришка хӗр-тантӑшӗсенчен иккӗш виҫҫӗшӗ ун патнелле ыткӑнса пычӗҫ, шывпа пӗрӗхеҫҫӗ ӑна, тӑна кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ, пӗри, хаяртараххи, ман умма пырса, питрен чӑнт-чант! тутарчӗ, йытӑ эсӗ, намӑссӑр, питсӗр! тесе кӑшкӑрчӗ, теприсем чунӗ кӳтсе килнипе макӑрма тытӑннӑ Натюка пукан ҫине лартса лӑплантарма пикенчӗҫ.

Help to translate

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ульяновскри «НИМЕ Чӑваш культура центрӗ» обществӑлла организацин представителӗсем, Ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсен «Рубеж» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин Ульяновск облаҫӗн уйрӑмӗн ертӳҫисем Марс Саяпов подполковник тата Владимир Ярухин подполковник ҫӳлерех асӑннӑ хастар ҫынсене 76-мӗш дивизин Тав ҫырӑвне парса чысларӗҫ.

Help to translate

Мӑнсӗнтӗрсем фронта пулӑшаҫҫӗ // Роза ИЛЛАРИОНОВА. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21916 ... -pul-shacc

«Чун-чӗререн ӗненсе коммунизм обществи тӑвакан ҫирӗп ҫынсене, этемлӗхӗн ҫутӑ малашлӑхӗшӗн, ҫынсен ҫӗр ҫинчи телейӗшӗн кӗрешме хӑйсем суйласа илнӗ ҫул ҫинчен нимле тӑшманла вӑй та, нимле йывӑрлӑх та пӑрса ярайми ҫынсене вӗрентсе ҫитӗнтерес аслӑ ӗҫе хӑвӑр произведенисемпе хутшӑннинчен хисеплӗрех ӗҫ урӑх пулма та пултараймасть».

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ав, эсӗ те унччен мана пӗрре ӗненсе, тепре ман пирки иккӗленсе пурӑннӑскер, паян кӗтмен-туман сасӑ (санпа пӗр чӗлхе тупайман шоферӑн «ҫӗрӗк» шӑхӑрнӑ сасси) сӑсӑл вӗҫтернипе, сехрӳне хӑпартнине пула ҫеҫ пӗрремӗш хут хӑв ҫылӑхусемшӗн манран чӗркуҫҫи ҫине ӳксех каҫару ыйтрӑн, кӗлӗ турӑн, хӑв тунӑ ытти йӑнӑшсемшӗн те татӑлсах ӳкӗнтӗн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах кӑп-кап хӗрес хурса илчӗ Ула Тимӗр, вара каялла ҫаврӑнчӗ те сас-чӳ кӑларма хӑймасӑр «экстралюкс» «алӑкӗ» умӗнче чӗркуҫленчӗ, хуҫнӑ-ҫӑлнӑ чӑрӑш тураттисемпе курӑк тӑпламӗсене каллех ытама илсе, чӗркуҫҫийӗсене куҫара-куҫара, йывӑҫ лӑссисене ҫӗкле-ҫӗкле, ун вулли-кучӗ патне ҫывхарчӗ те ытамри «мамӑкне-тӗкне» ҫӗр ҫине пӑрахрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем вырӑнти вӑтам пӗлӳ паракан тата ятарлӑ шкулсенче, кану центрӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ учрежденисенче — фельдшерпа акушер пунктӗнче, тӗслӗх библиотекӑра, этнографи музейӗнче, милицин участокри пунктӗнче пулса курчӗҫ, хӑйсен ӗҫтешӗсен ал ӗҫӗсен выставкипе, старостӑсен юлашки 5 ҫулхи ӗҫ-хӗлне сӑнлакан фотостендсемпе паллашрӗҫ.

Help to translate

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Кӑҫалхи «Я — женщина» конкурсра С.В. Любимова, Е.В. Шуряшкина, Н.Н. Крылова, Р.Р. Садыкова, А.Н. Можаева, Л.Б. Шорникова, Е.В. Яндрова, Л.Г. Белкова, В.П. Данилова, Г.Н. Волкова, И.Н. Алексеева, С.А. Порфирьева, Т.П. Миговорова, О.Г. Такмакова, Н.А. Павлова, И.Р. Корнилова, Д.Г. Зиатдинова, Е.В. Волкова, С.В. Дмитриева хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ.

Help to translate

Сертификатсем панӑ // Инна Ядрова. http://kasalen.ru/2024/07/26/%d1%81%d0%b ... d%d3%91-2/

Ман шутпа, чӑваш хутлӑхӗнчи пур диалектсене, тумсене, йӑласене пӗр танах хисеп тумалла, вӗсене упраса тӑмалла, вӗсем урлӑ халӑхӑн иртнӗ ҫул-йӗрне тимлӗрех сӑнамалла, пӗрлехи ҫыру чӗлхишӗн, пӗрлехи ӑс-хал хӑвачӗшӗн, культура пуянлӑхӗшӗн пӗлтерӗшлисене, илемлисене академи сӑмахсарӗсене хамӑр кулленхи пурнӑҫа хӑюллӑнрах кӗртмелле.

Help to translate

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed