Corpus of the Chuvash language

Short

Ялта культура ҫурчӗ ( 1974 ҫултанпа), библиотека (1927 ҫултанпа куҫса ҫӳрекен библиотека пек ӗҫлет, 1987 ҫултанпа шкул ҫуртӗнче), ача сачӗ (1979 ҫултанпа, 1992 ҫулта ҫӗнӗ здани туса лартнӑ), фельдшерпа акушер пункчӗ (1985 ҫултанпа), нумай функциллӗ центр (2019 ҫултанпа), мечӗт (1996 ҫултанпа) пур.

Help to translate

Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla

О.А.Смирновӑна (Комсомольскинчи «Рябинушка» ача сачӗ), Г.К.Зиганшинана (Урмаел вӑтам шкулӗ), Г.Е.Кузнецовӑна (Хирти Явӑш тӗп шкулӗ), О.Ю.Курицынана (Чӗчкен тӗп шкулӗ), А.М.Федосеевӑна («Колосок» ача сачӗ) ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин Хисеп грамотипе чысларӗҫ.

Help to translate

Профессире ҫитӗнӳ тӑвакансене чысларӗҫ // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d0%bf%d1%8 ... 0%d1%80ec/

«Пысӑк калӑпӑшпа пулакан чаплӑ мероприяти Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗринпе туслӑ килӗштерсе пурӑннине, унӑн пуян йӑли-йӗрки пуррине ҫирӗплетет. Паллӑ, ачасем хӑйне евӗр илемлӗ, вӗсен пултарулӑхӗ пурсӑмӑра та «тыткӑна» илесси пирки те иккӗленместпӗр», — тенӗ Олег Николаев.

Help to translate

Чӑваш Енре пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадине ирттереҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/13/chav ... -pacha-fol

«Ҫакӑн пек ҫӗнӗ, ӑшӑ, ҫутӑ ФАП ҫинчен эпир тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Ҫитменнине тата халӗ фельдшер пункчӗ центрта вырнаҫнӑ. Халӗ ӗнтӗ лайӑх условисенче сипленме пултаратпӑр, пуринчен ытла вӑл ватӑ ҫынсене кирлӗ. Шалта анлӑ, пур майсем те пур», — хак пачӗҫ ҫӗнӗ ФАПпа вырӑнти ҫынсем.

Help to translate

Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/meditsina/2024-0 ... ch-3910688

«Приоритет-2030» тата «Наукӑпа университет» нацпроекта аталантармалли программа шайӗнче пурнӑҫлакан стратегилле проектӑн пилӗк представителӗ информациллӗ лару-тӑрура хӑйсен командисен тӗп тӗллевӗсем, идейисемпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен интереслӗ те ансат формӑпа каласа панӑ.

Help to translate

Уфара Science Slam "Нефть 2030" иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-4034500

Дмитрий Витальевич Ларионов, Евгений Николаевич Хемницер, Николай Николаевич Макаров, Николай Васильевич Мусаткин, Альберт Рифкатович Сулейманов ҫар юхӑмӗн ветеранӗсен, запасри, пограничниксен тата ытти ҫарсен регионти обществӑлла организацийӗн Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ.

Help to translate

Митинга ҫар юхӑмӗн ветеранӗсене халалланӑччӗ // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... alallanacc

ПР Ял хуҫалӑх министерствинче «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси» наци проекчӗн шайӗнче ҫемье фермисене пулӑшу памалли грант программине пула ҫамрӑк фермер хуҫалӑха самаях пысӑклатма пултарни ҫинчен каласа панӑ.

Help to translate

Пушкӑрт ялӗнче фермер хуҫалӑх ӗҫне анлӑлатнӑ, чӑкӑт тума хатӗрленет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3764710

Эпир шкулта кӗҫӗн классенче чухне Вӑрнар районӗнчи Кульцаври Ленин ячӗллӗ, Елчӗк районӗнчи «Победа», Патӑрьел районӗнчи «Гвардеец» колхозсен ӗҫӗ-хӗлӗпе уй-хир ӑстисем ҫинчен нумай ҫыратчӗҫ, вӗсем кашни гектартан 20 центнертан та ытларах тырпул туса илни ҫинчен калаҫатчӗҫ.

Help to translate

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Курать йӑлтах — мӗнле майпа Хуҫи, хӑй кӑшт та тарламасӑр, Чул ҫурт тӑвать, арман лартать, Шура, ак, анлӑ пӗвеленӗ, — Ку ӗҫ ял-йышшӑн чун иленӗ Пулни пур тӗл те кӑтартать, — «Сатрап, сатрап…» тет; шухӑшне Халь ҫиеле вӑл кӑлармарӗ, Анчах ҫынсен тарӑхӑвне Тавҫӑраймасӑр пач тӑмарӗ.

Help to translate

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак ӗнтӗ вӑл, каллех хӑйне такама лапатка ҫине ҫавӑрса хунӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек каҫӑрткаласа, суя куллине лӑнкӑрт ҫӑтса ярса, хӑй тин ҫеҫ юхтарнӑ лӑймака, йӑплака сӑмахӗсене сирсе ывӑтрӗ те, хаярланса, самант чи малтанхисене, пуҫламӑшӗсене, усаллисене вут хыптарса, амалантарса ячӗ:

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

«Николай Мартынов ӑста прозаик кӑна мар, пултаруллӑ сӑвӑҫ та. Республикӑри хаҫат-журналсенче пичетленнӗ чылай сӑввисем чӑваш поэзийӗн ылтӑн фондне кӗме тивӗҫлӗскерсем», — палӑртаҫҫӗ район хаҫатӗнче тухнӑ статйинче Етӗрне тӑрӑхӗнчи паллӑ сӑвӑҫсем В. Муравьевпа В. Соколов.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Иван Григорьевич Выродков крепоҫре темӗн те пӗр тутарасшӑн иккен: йӗри-тавра хулӑн хӳмесем купалаттарасшӑн, хапхасем айккине ҫичӗ тӗле башньӑсем лартасшӑн, посадра икӗ мунча, гостинӑй ҫурт, тутарсем валли хӑна килӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫисем, тар хатӗрлеме селитра картишӗ тӑвасшӑн.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑра вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова тата Чӑваш Республикин ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи пай начальникӗ Сергей Данилов подполковник тухса калаҫрӗҫ.

Help to translate

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫапла ӗнтӗ, Чӑваш ҫӗршывӗнче революциччен ӗҫленӗ вырӑс тухтӑрӗсемпе фельдшерӗсем больницӑсем уҫас, халӑха медицина пулӑшӑвӗ парассине лайӑхлатас, тӗрлӗ чир-чӗрпе кӗрешес, чӑваш хресченӗсене наукӑлла медицина енне ҫавӑрас, юмӑҫсен танатинчен хӑтарас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тунӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Тутарстанӑн тӗп хулинче туса лартнӑ информаци технологийӗсен ҫӗнӗ паркӗнчен «Электронлӑ Правительствӑна» программӑпа тивӗҫтерсе тӑракан федераллӑ центр туса хумалла тенӗ ТР Премьер-министрӗ Рустам Минниханов ТР Информаци технологийӗсен центрӗн пӗтӗмлетӳ канашлӑвӗнче.

Help to translate

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 1 стр.

Мобильлӗ ФАПа кирлӗ оборудованипе - юн пусӑмне тӗрӗслемелли аппаратпа, стетофонендоскоппа, портативлӑ электрокардиографпа, юнри гемоглобин шайне тӗрӗслемелли анализаторпа, автоматлӑ дефибрилляторпа, ӳпкесене искусствӑллӑ вентиляци тумалли алӑ системисемпе - тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Район больницисен автопаркӗсем куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ ФАПсемпе пуянланаҫҫӗ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

Виолончель сасси юлашки хут чуна туртса ыраттарса илет, вара ерипен ҫӗнӗ ҫемӗ сисӗнме пуҫлать, ҫав ҫемӗ кӑшт тӑхтасан йӑлтах скрипкӑсен ҫунса, хӗмленсе тӑракан вӗри сассипе калама ҫук хӗрӳллӗ янӑра пуҫлать, вӑл хурлӑх курнӑ пӗччен ҫын туйӑмӗ урлӑ итлекенсен туйӑмне куҫать…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Акӑ, августӑн 13-мӗшӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем тата ӗҫлекен ҫамрӑксем округ пуҫлӑхӗн советникӗ ертсе пынипе «Чебдобро» ыр кӑмӑллӑх организацийӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗнче пуҫтарнӑ гуманитари пулӑшӑвне Курск облаҫӗнче шар курнисем патне тиесе янӑ.

Help to translate

Вӑхӑтра пулӑшу пани хаклӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Ҫитменнине, йӗпхӳ ҫаплах чарӑнмасть, унӑн йӗп ҫӑрти пысӑкӑш пӗрхӗмӗсем тӑкӑнса пӗтеймен ҫулҫӑсем ҫинче пухӑнаҫҫӗ те, тумлам пулса, ҫӗре пӑт та пат! тӑва-тӑва шаплатаҫҫӗ, ӑнсӑртран пӗр-пӗр йывӑҫ туратне ҫакланса силлентер кӑна, самантрах витререн ҫумӑр тӑкнӑ пек шӑварӑнатӑн.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта пурӗ 10 урампа обществӑлла 4 вырӑн кӗнӗ, урамсен инвентаризацине пурнӑҫланӑ, хӑтлӑх кӳрес енӗпе пурнӑҫламалли ӗҫсен переченьне те (ҫӗнӗ ача площадкисем вырнаҫтарасси, урамри ҫутӑсене улӑштарасси, автомобиль стоянкисене кӗмелли вырӑнсенче ӗҫсем пурнӑҫласси…) палӑртнӑ.

Help to translate

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed