Short
Ҫак сӑмахсене каланӑ чух Завьялов пӗрмаях хӗрарӑм сӑнӗ ҫине пӑхса сӑнаса ларчӗ, унӑн кӑмӑлӗ халех ҫемҫелессе, вӑл, кулса илсе, хӑй унччен хаяртарах пулнӑшӑн каҫару ыйтасса, кунта пурӑннӑ Миронова Завьялов шыраканнипе нихӑш енчен те ҫыхӑнманни ҫинчен каласса ҫирӗп шанчӗ.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Хӗрарӑмсем ҫапла ытла та пысӑк тимлӗх уйӑрнипе, кӗтнипе тата асап тӳснипе вӑрҫӑпа ял хушшинче хыпар валеҫекен Кулине ывӑнса ҫитрӗ, анчах та вӑл ӑнланать — хӑйӗн те упӑшки фронтра, халь-халь аслӑ ывӑлне черет ҫитет — ҫавӑнпа ырӑ тухтӑр пек лӑплантармалли сӑмахсем шырать:
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
«Мӗн пулнӑ ман пиччене? Кутемерте пурӑннӑ чухне ӑна пурте Тимофей Николаевич хыҫҫӑн кайнӑ, Артур ӑна темиҫе хут та тыттарса яма тӑрӑшнӑ, тетчӗҫ. Киле пырса тустарни те пулнӑччӗ. Учитель ӗҫне те ҫавӑн пиркиех пӑрахма тивнӗ-ҫке Мишӑна?» — ниепле те тавҫӑрса илеймест Павлуш.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Ӑс-тӑна аталантаракан вӑйӑ Конституцие вӗрентнисӗр пуҫне ушкӑнпа ӗҫлеме те хӑнӑхтарать, логика шухӑшлавне аталантарать, - палӑртать проект авторӗсенчен пӗри Роман Васильев. - Мӗншӗн тесен чылай станцире ушкӑнпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесен кӑна задание пурнӑҫлама май килет».
Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Эрнерен ҫеҫ, унтан мастерскоя ҫӳреме ҫывӑх пулать тесе, Анатоли Марина Петровна трактористка патне куҫрӗ, — хӑйсем вӑл пурӑннине хавасахчӗ пулин те, председатель ҫемйине тӑвӑрланине куратчӗ вӑл: Иван Иванчӑн, арӑмӗпе амӑшӗсӗр пуҫне, тата виҫӗ ачаллӑ ывӑлӗпе кинӗ пурччӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Ҫук-ха, хушшӑн-хушшӑн ӑшӑ ҫил, ҫамрӑк та шухӑскер, ҫан-ҫурӑма ачашшӑн ҫупӑрлакаласа, чун-чӗрене канӑҫ хумӗ ҫинче ярӑнтарса йӑпатса, йывӑҫ ҫулҫисем ҫине вакланса сапӑннӑ хӗвел пайӑркисене йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫкӗнлентерсе, пуса каччи ташшине тӑпӑр-тӑпӑр ташлаттаркаласа иртет.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ак тата — Полина аллисене пичӗ ҫинчен ҫӗклесе сиренҫи турӗ те куҫ хӳрипе Ула Тимӗр куҫне темле асамлӑ вӑрттӑнлӑх ҫинчен систернӗн, пуласлӑхран ҫутӑ шанӑҫ кӳрекен таҫти катари-катари пӗчӗк ҫӑлтӑр ҫути ӳкернӗн витӗрлесе илчӗ, вара, ихӗлтете-ихӗлтете, питне каллех хупларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Юлташпа шахматла вылянӑ чух хирӗҫсе кайни темех мар: кӗҫех ҫураҫатӑн, анчах Сулагаев хӑй ӗҫленӗ ҫӗрте те ҫӑварне шыв сыпса пурӑнман, мӗн те пулин килӗшменни тупӑнсан шӑв-шав ҫӗклемесӗр тӳсеймен, ун пек чухне ыррине кӗтме йывӑр: кӗҫех пӗр-пӗр ушкӑнра ытлашши пулса тӑратӑн.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫӑпан та манран яланлӑхах хӑпрӗ пулас, анчах паян кун та ӗнтӗ питне-куҫне ватлӑх куктӗрри тапса тухнӑ, кӗмӗл сухал та чӑпарланнӑ ҫӳҫ сӑрса илнӗ «анӑҫалла танкӑлтатакан» пур-ҫук юлташӑм ҫак путишле «кӗтрете» аса илсе, шӑлӗсене нӗрлӗн ейсе, сӑн-питне ӑшӑ кулӑпа эрешлекелет.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Анчах эпир йывӑҫ лартатпӑр пулсан, ун тымарӗ тӑмлӑ тӑпра ҫине тӗреннӗ пулӗччӗ, унта ун валли ӗҫме-ҫиме сахал, эпир кӑларса лартакан пӗчӗк йывӑҫ имшеркке-ха, ӑна чирлӗ теме те пулать, мӗншӗн тесен ӑна куҫарса лартас умӗн кӑларнӑ чух тымарӗсене самаях ҫемҫетнӗ, пӑскаланӑ та.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Палӑк умӗнчи чи сумлӑ вырӑна йышӑннӑ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене, уява килнӗ йышлӑ халӑха - предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ӗҫлекенсене, педагогсемпе вӗренекенсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе саламларӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Форумра финанс пӗлӗвӗн тытӑмӗнчи патшалӑх политикине, финанс тытӑмӗнчи преступленисенчен сыхланас, вӗсене уҫса парас енӗпе ведомствӑсем йӗркеленӗ хутшӑнусене, тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене финанс пӗлӗвӗ парассине, нейросетьпе ӗҫлеме вӗрентессине, ытти чылай ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Тӗрлӗ хыпарсем_27 (11064) // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/13721-t-rl-k ... m-27-11064
Майӗпен анса мунча умне пырса ларчӗ, пӗр самант улӑм ҫивиттинчен чӑх сӑхнӑ пек хӑвӑрттӑн юхакан тумла ҫине, ҫамрӑк йӑмра тӑрринче хӑйӗн савӑнӑҫлӑ юррине шӑрантаракан шӑнкӑрч ҫине, юр ирӗлме тытӑннӑ-тытӑнман папка кӑларма хатӗрленекен ҫӳҫе йывӑҫҫисем ҫине киленсе пӑхрӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Эпир сирӗнпе ансат мар, анчах чаплӑ вӑхӑтра — чӗнӳсен, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсен тапхӑрӗнче пурӑнатпӑр. Ҫак ҫула та пирӗн пӗрле иртмелле. Эсир пирӗншӗн пысӑк тӗрек тата пулӑшу. Пирӗн ҫамрӑксем ҫӗршывпа республика пуласлӑхӗ шанчӑклӑ алӑра пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ».
Ҫӗршывпа республика пуласлӑхӗ шанчӑклӑ алӑра // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... ra-3926546
Иртнӗ эрнекун Елчӗкри культурӑпа кану центрӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне уҫрӗҫ, мероприятие чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул тултарассипе ҫыхӑннӑ пулӑмпа та ҫыхӑнтарчӗҫ.
Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/
Авӑ тӳпери ҫӑлтӑрсем те, ӗмӗр-ӗмӗр яшлӑх вучӗпе ҫунаканскерсем, лапсӑркка йывӑҫ айӗнче ыталанса тӑракан ҫамрӑк мӑшӑра пиллесе, аякри асамлӑ ҫутисене вӗсем патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫамрӑклӑхӑн манӑҫми каҫӗсене илемлетсе, пӗр-пӗрин хушшинче ӑмӑртсах куҫ хупмалла выляҫҫӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ҫулла, акӑ, Вӑрнарта кил картишӗсен территорийӗсене комплекслӑ аталантарас программӑпа килӗшӳллӗн Ж.Илюкин урамӗнчи 42-мӗш, Гагарин урамӗнчи 44-мӗш ҫуртсен территорийӗсенче пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ – ҫӗнӗ тротуарсем хывнӑ, парковкӑсене, ҫуртсем патне пыракан ҫулсене ҫӗнетнӗ.
Ялсене комплекслӑ аталантарасшӑн // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11306-ya ... ntarassh-n
«Для всех нас вы, уважаемый Минтимер Шарипович, были и остаетесь мудрым учителем, опытным наставником и личным примером во всех сферах жизни, руководителем, который всю свою жизнь посвятил родной республике и ее многонациональному народу», – подчеркнул Фарид Мухаметшин.
Паян, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Тутарстанӑн пӗрремӗш Президенчӗ, ТР Патшалӑх Канашҫи Минтимер Шаймиев 88 ҫул тултарчӗ // Хусан тӑрӑхӗ. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... 88-cul-tul
Макар малта стена ҫинче ылтӑн рамӑра ҫакӑнса тӑракан пысӑк портрет ҫине пӑхса илчӗ (вӑл ӑна хӑй студент чухне, Натюша ӑсран кайса юратнӑ чухне, диплом хӳтӗлеме ӳкернӗччӗ), унтан арӑмӗ еннелле ҫаврӑнчӗ, ӑна пуҫ тӳпинчен ура тупанне ҫити художник куҫӗпе, савни куҫӗпе сӑнарӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Тимафи вӗсене: — Пӗлетӗр-и, юлташсем? Йывӑҫа клеймо ҫапнӑ чухне хулӑнӑшне виҫсе шута илеҫҫӗ. Унтан мӗн чухлӗ вутӑ тухасса таблицӑпа шутласан, ҫитес ҫул билет ҫыраҫҫӗ. Эсир ҫапла вӑрттӑн касса турттарсан манӑн вара вуттине ӑҫтан тупса памалла? Халӗ ҫакна ӑнлантӑр-и? — терӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.


