Short
«Кунта эпир канма, юрӑ юрлама, пултарулӑхпа аппаланма пултаратпӑр. Тата эпир окоп ҫуртисем тума, ӑшӑ нускисем ҫыхма, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем валли хавхалантаракан ҫырусем ҫырма хатӗрленетпӗр», — пӗлтерет хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗсене Мария Федорова.
«Ҫемье» наци проекчӗ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12760-ceme-n ... urn-clanat
Ула Тимӗрӗн аллисем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрерӗҫ, тутисем тем каласшӑн пулса мӑкӑль-мӑкӑль турӗҫ — вӑл зажигалка ҫулӑмне майӗпен, ал лаппипе варкӑшран хӳтӗлесе хуҫнӑ хӑрӑк туратсен купи айне илсе пычӗ, чылайччен муритленсе, куҫне тӗтӗм кастара-кастара, ӑна чӗртсе ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Иртнӗ кунсенче Гаврил пӗр чӗрмӗксӗр-кӑваксӑр пит-куҫпа, лайӑх костюмпа утнине курсан тата Наҫтаҫпа иккӗшӗ вутӑ ҫурни ҫинчен пӗлсен, хирлӳсем урӑхларах шухӑшлама тытӑнчӗҫ: пӑх-халӗ, ачи ку ытла тиркемеллискерех мар, сӑнпуҫпа тумӗ енчен те, хӑйне хӑй тыткалани те…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Районта пурӑнакансен пысӑк ушкӑнне патшалӑх наградисене, Раҫҫей хыснинчен пурӑнмалли пӳрт тума уйӑракан укҫа свидетельствине, хресчен-фермер хуҫалӑхӗ йӗркелемелли грант сертификачӗсене, ӗҫ ветеранӗн удостоверенийӗсене, Раҫҫей гражданинӗн паспорчӗсене пачӗ.
Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015.06.16
Каҫарӑр та, юлташсем, тӳрӗ сӑмахшӑн, текех хур-кӑвакал ӗрчетсе вӑхӑта ирттермӗпӗр, какайне райпо урлӑ ҫителӗклех парӗҫ, туйсене те, — ку тӗлте ирӗксӗртереххӗн кулса илчӗ, — Шупашкарта ирттерӗпӗр, хамӑр пултарулӑха юрӑ-ташӑра, туйсенче мар, пӗтӗмпех ӗҫре кӑтартар.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
«Сире ҫывӑхри «Инвестчассенчен» пӗрне чӗнетӗп, унта эпир производствӑна малалла анлӑлатас тӗлӗшпе сирӗн плансене тӗплӗн сӳтсе явӑпӑр, сире кирлӗ преференцисем парӑпӑр, ҫавӑн пекех промышленноҫа аталантармалли фонд урлӑ заем илме май пурине пӑхса тухма пулать.
Рязань труба завочӗн филиалӗ Пушкӑрт Республикинче производствӑна аталантарма шутлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3257055
Чӑваш Патшалӑх педагогика университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата культурологийӗн кафедра заведующийӗ Татьяна Денисова тата филологи наукисен кандидачӗ Аниса Алексеева Елизавета Федоровна патӗнче вӗреннӗ, каярах пӗрле ӗҫленӗ ҫулсене ӑшшӑн аса илчӗҫ.
Ырӑ ячӗ халӑхра упранать // Марина МИХАЙЛОВА. https://cv42027.tw1.ru/yira-yache-xalaxr ... ranat.html
Кашни халӑхӑн прогрессивлӑ традицийӗсене ырласа, мӗн пур совет ҫыннисене ҫав традицисемпе паллаштарса пырса, Коммунистсен партийӗ мӗн пур халӑхсемшӗн пер пек, ҫӗнӗ традицисене — коммунизм тӑвакансен революциллӗ традицийӗсене пур майсемпе те аталантарса пырӗ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Ҫак кӗнекене мана 1984-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ун чух труппа ертӳҫи пулнӑ Анатолий Кузьмич Большаков кӑтартрӗ: вӑл, кӗнекене вуласа тухнӑскер, Брест крепоҫне хӳтӗленисен хушшинче Йӗпреҫ районӗнчи Мефодий Степанов ятлӑ ҫынна асӑрханӑ иккен.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, шыв кукрине тухса, йӳлекеленчӗ, пӳлӗмри япаласем пурте харӑсах хускалса кайрӗҫ; чӳречепе сӗтел, ытамлашса, ярӑна-ярӑна, ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса, вальс илтереҫҫӗ; пуканпа шкап та пӗр-пӗринпе тута туса, сас-чӳ кӑлармасӑр карусель ҫаврӑнаҫҫӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
«Наука енчен тарӑн пӑхма пӗлни, япалана тӗплӗн пӗлни, наукӑллӑ тӳрӗлӗх, художествӑллӑ ҫивӗчлӗх, наукӑпа художествӑллӑ произведенисем ҫине партилле пӑхни — ҫаксемпе палӑрса тӑраҫҫӗ те ӗнтӗ марксизм-ленинизм классикӗсен литературӑпа критикла ӗҫӗсем» («Правда»).
Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №
Ҫулсеренех ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем пуҫланиччен ятарлӑ комисси Патӑрьел муниципалитет округӗнчи территори пайӗсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем, фермер хуҫалӑхӗсем, кооперативсем, пӗрлешӳсем, уйрӑм хушма хуҫалӑхсем ҫуракине ирттерме мӗнле хатӗрленнине тӗрӗслет.
Хуҫалӑхсем ҫуракине хатӗр-и? // Ирина ХАДАРОВА, Сергей САФЬЯНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/53008-khuc ... e-khat-r-i
Асӑну каҫне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Лариса Сергеева, Ачча ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Аввакумов, паттӑрӑн ҫывӑх тӑванӗ Манефа Иванова, ФСБ подполковникӗн Руслан Желудкинӑн ашшӗ Николай Желудкин тата ял халӑхӗ хутшӑннӑ.
Асӑну каҫӗнче Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ // Алена Пчелкина. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d0%b0%d1% ... b0%d0%bba/
Реформа панӑ «ирӗкӗн» киревсӗрлӗхне тӑрӑ шыв ҫине кӑларса, вӑл хӑйӗн «Адрессӗр ҫырӑвӗсенче» ҫакӑн пек каланӑ: «Крепӑсла хресченсене тем пек хытӑ улталаҫҫӗ тата тӗрлӗ майпа пусараҫҫӗ пулин те, вӗсем урӑх ирӗке, чӑн-чӑн ирӗке кӗтме кирлине ӗненсе пурӑнаҫҫӗ», тенӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Икӗ мулкача хӑваласа тытма ӗмӗтленчӗ кунпа хӗр: пӗрре — ҫемье ҫавӑрма ирӗк илет, тепре — Санькӑн, пулас упӑшкин, ҫакӑн хыҫҫӑн хӑюлӑхӗ татах хутшӑнӗ; ара, хӑй юратӑвӗ ҫинчен район пуҫлӑхне пӗлтерме хӑюлӑх ҫитернӗскер, вӑл хамӑр йышра та пит вӑтанса ҫӳремӗ ӳлӗмрен…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Пурнӑҫра пӗрремӗш хут пӗр-пӗрин ҫумне ларса курнӑ хӗрпе каччӑшӑн, халиччен кун пирки ӗмӗр тума май ҫук япала ҫинчен шутланӑ пек ҫеҫ ӗмӗтленнӗскерсемшӗн, ҫапла ним чӗнмесӗр юнашар ларни те савӑшса пиҫнӗ яшсем ыталанса чуптунинчен ҫӗр хут ытларах чӗрене сиктернӗ…
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Анчах та чӑвашлатнӑ варианчӗсем термин картне лараймаҫҫӗ: вӗсем вырӑс варианчӗсенчен вӑрӑмрах, ҫавӑнпа предложенисенче ытти сӑмахсемпе ҫыхӑнтарса калама пур чухне меллӗ мар (асӑрхӑр; кабель хуракан хӗрарӑм кабель хурать, фрезерлакан рабочи фрезерлать т. ыт. те).
1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Пуҫтарӑннӑ ҫынсем самай ӗшенетчӗҫ пулмалла, — пӗр сехетлӗхе тӑхтав тӑватчӗҫ, юнашарти буфета кӗрсе, васкаварлӑн бутерброд пекки хыпкалатчӗҫ, турӑх ӗҫсе уҫӑлатчӗҫ, вара, тепӗр кана пуҫтарӑнса, ӗнер пуҫланӑ пухӑва яра куна тӑсатчӗҫ, тата ытларах хӗрсе калаҫатчӗҫ…
Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.
Кам мана ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухнӑ, сурана кам тирпейленӗ, Ленинграда мӗнле илсе ҫитернӗ — халь ӗнтӗ калама пултараймастӑп, ҫавна ҫеҫ астӑватӑп: мана, ураран аманнӑскере, икӗ санитарка, насилкки-мӗнӗпех, машина ҫинчен антарчӗҫ те госпиталь коридорне йӑтса кӗчӗҫ.
Этем тени // Сергей Юшков. «Тӑан Атӑл», 1966 ҫул, ака уйӑхӗ, 4№. — 55–61 с.
«Чӑваш Республикинчи яллӑ территорисене комплекслӑ аталантарасси» программӑпа килӗшӳллӗн ял тӑрӑхӗсенче пӗтӗмпе 174 км ҫул юсанӑ, 916 пуҫаруллӑ проекта, ял территорийӗсен хӑтлӑхӗн 16, компактлӑ ҫурт-йӗр застройкин 1, комплекслӑ аталанӑвӗн 7 проектне пурнӑҫа кӗртнӗ.
Ялсене комплекслӑ аталантарасшӑн // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11306-ya ... ntarassh-n


