Corpus of the Chuvash language

Short

Вӗсем, Светланӑпа иккӗш, пӗрне-пӗри ҫав тери юратнине те, Бардин хаҫат страници ҫинчен Светланӑна тинкерсе пӑхнине те, ҫав сӑнӳкерчӗке Светлана кашни ирех, ыйхӑран вӑрансанах, тӑричченех минтерӗ айӗнчен кӑларса пӑхма юратнине те сисмен ӗнтӗ хаҫатра ӗҫлекенсем.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Художниксем хушшинче халиччен хытса ларнӑ ӗҫ меслечӗсенчен хӑтӑлас, хӑйне евӗрлӗ урӑхларах ӗҫлес текен ҫамрӑка хӑшӗсем, уйрӑмах Кактышев Меркурий Павлович, хӑй вӑхӑтӗнче темӗнле чин-звани илме ӗлкӗрнӗ, кӑкӑр тулли орден-медаллӗ художник, питех килӗштермерӗҫ.

Help to translate

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Герман Желтухин писателе Антип Николаевичӑн патриотла туйӑмӗ питӗ ҫивӗч пулни тӗлӗнтеретчӗ, вӑл Совет Союзӗн Геройӗсен – Зойӑпа Александр Космодемьянскисен амӑшӗпе, Мария Тимофеевнӑпа, Шупашкарта йӗркеленӗ тӗлпулӑвне хаҫатри тӗрленчӗкре пысӑк хак панӑччӗ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Кӑпӑш-кӑпӑш мӑк ҫине кӑпӑрт-кӑпӑрт пускаласа утса, арҫын ҫак делянкӑран умра та, хыҫра та вӗҫӗ курӑнман, сакӑн-сакӑн ҫеремлӗ (ку вырӑн вуншар ҫул каяллах вӑрман тӗпленӗ-тӑлпаланӑ хыҫҫӑн трактор икӗ касӑллӑ плугпа сухаланӑ пыллӑх пулнӑ пулас) ансӑр прачака тухрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, округӑн территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗ Альберт Кузьмин тата Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Карпов ӑшшӑн саламланӑ.

Help to translate

Ырлӑх-сывлӑх суннӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/10/18/%d1%8b%d1%8 ... %bd%d3%91/

Нина, Виталий хӗр илсе кӗнӗ тенӗ хыпара илтнӗ-илтенех (ку хыпара ӑна ирхи сӑвӑма турттарма ҫӳрекен шофертан тӑнласа юлнӑ Мукуҫ мучи пӗлтерчӗ), кунашкал мӑшкӑла кӗтмевскер, пуҫӗнчен йывӑр тукмакпа кӳнеттернӗ евӗр, асра ҫук ҫӗртенех пӗр тӑрука лӗпсӗр-р пулса тӑчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Калавҫӑ хӑй вара килти юсав ӗҫӗсене йӗркелекен, лайӑх кайӑк-кӗшӗк пӑхакан, картишӗнче чӑх, хур-кӑвакал, пахчаҫӑ - ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен садра, палисадникпе пахчара чун валли чечексем ӳсеҫҫӗ, сӗтеклӗ пахчаҫимӗҫ ӳсет, тутлӑ ҫырласемпе улма-ҫырла пиҫет.

Help to translate

Ҫемье ырлӑхӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-07- ... -h-3835235

Паллӑ чӑваш турханӗсем Мускава кайма хатӗрленнине илтсе Чалӑм таврашӗнчи ҫармӑс мӑрси Акпарс пырса ҫитрӗ ун патне, хӑйӗн калаҫӑвӗпе нумай тытса тӑчӗ вӑл ӑна, унтан никам чӗнмесӗрех кӳршӗсемпе пӗлӗшсем, Сӑрьел ҫыннисем, ют ял ҫыннисем кӗпӗрленсе пыма пуҫларӗҫ.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах ӗмӗрлӗхех куҫне хупасса пӗлсессӗн вара вӑл тин тупӑннӑ юлташӗсене пухрӗ те хӑйӗн утаманӗ пулнӑ патька-патшан шанчӑклӑ ҫарпуҫӗ Укаслу-полковник ҫинчен мӗн пӗлнине, вӑл ертсе пынипе хӑйсем ӑҫта-ӑҫта ҫитнине, ирӗклӗхшӗн епле кӗрешнине пӗтӗмпех каласа пачӗ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑван республикӑмӑрӑн тӗп хулин юбилейне халалласа унта пӗлтерӗшлӗ мероприятисем чылай ирттерме палӑртнӑ: «Чи лайӑх троллейбус водителӗ» конкурс, шахматистсен «Шоколад кубокӗ», «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» фестиваль, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинне чысласси…

Help to translate

16 ҫула ҫитичченхисен юрамасть! // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %82%d1%8c/

Ирӗке тухнӑ Бессараби Молдави Автономилле Советлӑ Социализмлӑ Республикипе пӗрлешсе Советла Молдави пулса тӑнӑ хыҫҫӑн, Самсон Шляху пирвайхи ҫулсенче Кишинев хулинче десятник-строительте ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл илемлӗ литература произведенийӗсем те ҫырнӑ.

Help to translate

Самсон Шляху // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с. — 3 с.

Виҫӗ ҫул каялла «Укӑлча умӗнче» пьесӑпа /А.Чебанов/ чаршав уҫнӑччӗ, виҫӗмҫул сцена ҫине «Шӑпчӑк килчӗ пахчана» /Е.Федорова/ спектакль кӑлартӑмӑр, — каласа кӑтартрӗ Валентина Ильинична. — 2014-2015 театр сезонӗнче «Вова йӑмри» /Н.Артемьев/ спектаклӗн премьери пулчӗ.

Help to translate

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Куҫма мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех пуйма ӗмӗтленнӗ, пурӑнан пурнӑҫра ҫӗрӗк ҫӑпата та кирлӗ пулӗ тесе, кашни ӑпӑр-тапӑра хӑйӗн килне арлан пек туртнӑ, хуҫалӑха ҫирӗп тытса пыма тӑрӑшнӑ, ҫур пусшӑн чунне сутма хатӗр пулнӑ, арӑмӗпе ывӑлне те хӑй пек хытӑ чунлӑ тӑвасшӑн ҫуннӑ.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Асӑннӑ кӑтарту 6 процент шайне кармашать. Уйрӑм региона — Чӑваш Республикине, Пенза, Тамбов, Киров, Магадан облаҫӗсене, Ненец автономи округне — ырӑпа асӑнмалла. Вӗсен кӑтартӑвӗсем Европӑрипе, АПШрипе тата Японирипе танлашнӑ», — ҫирӗплетнӗ федераци министрӗ.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Малтан Иванов (Петров, Сидоров…), ытла чаплах мар пулин те, литератор пулнӑ, кӗнекесем те ҫыркаланӑ, теҫҫӗ, анчах кайран лит-оратор пулса тӑнӑ: хӑй нимӗн те ҫырман, ҫынсем ҫырнине тиркенӗ те мӗнле ҫырмаллине вӗрентнӗ, ҫавӑн пиркиех ӑна пысӑк писатель тесе шутланӑ.

Help to translate

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

Культурӑллӑ революци совет халӑхне ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен пачах улӑштарса ҫӗнетрӗ, ҫак революци халӑха моральпе культурӑ тӗлӗшӗнчен ҫӳле ӳстерчӗ, политикӑ тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ турӗ, коммунизм обществи тӑвассишӗн яланах активлӑн та ҫирӗппӗн кӗрешме туптаса хатӗрлерӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Кӗске ҫанӑллӑ симӗс те хӗрлӗ тӗслӗ пысӑк чечеклӗ сатинран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑннӑ, пӗчӗк сумкине хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑ, пысӑккине сылтӑм аллипе йӑтнӑ, вӑтам пӳллӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ яштака хӗр пӗр хутлӑ, ҫурма хыр пӗренисенчен купаланӑ пилӗк стеналлӑ ҫурт патне ҫитрӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Район администраци ӗҫтӑвкомӗнчи ачасен прависене сыхлассипе ӗҫлекен аслӑ специалист Ирина Савинова пӗлтернӗ тӑрӑх, районта ыр кӑмӑллӑх ҫине яланах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ, республика шайӗнче Ыр кӑмӑллӑх ҫулталӑкӗ ирттересси ҫинчен йышӑну тӑвичченех ҫапла пулнӑ.

Help to translate

Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Питрав хыҫҫӑнхи каҫсенче те вӑл пуртӑпа ним хӗрхенми лачлӑттарнӑ сӗткенлӗ хурӑн вулли пекех хӳхлевлӗ марччӗ-ха, савнӑ ҫынни пырса каҫару ыйтасса, ашшӗ-амӑшӗ умнее чӗркуҫленсе пил илтессе, туйкӗреки хушшине ларса курасса хытӑ-хытӑ ӗненнӗччӗ, питӗ-питӗ кӗтнӗччӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пишпӳлекри «Умка» ача садӗнче педагогпа ача-пӑча пӗрле ӗҫленӗ май «Пӗчӗк ҫуран ҫын правилисем», «Урамри хӑрушсӑрлӑх правилисем», «Кашни ҫуран ҫыннӑн асра тытмалла», «Ачасем уҫӑлса ҫӳремелли правилӑсене асра тытмалла» вӑйӑ лару-тӑрӑвӗсемпе калаҫусем ирттернӗ.

Help to translate

Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене ача садӗнченех вӗрентмелле // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... le-3830308

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed