Corpus of the Chuvash language

Short

Олимп резервӗн 2-мӗш номерлӗ спорт шкулӗн юр трасси ҫинче 45 йӗлтӗр дружини тӗл пулнӑ: федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӑн республикӑри территори органӗсен 8 команди, Чӑваш Енӗн патшалӑх влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен 17 команди тата республикӑри муниципалитетсен 20 команди.

Help to translate

Спартакиада пуҫланчӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%81%d0%b ... %87%d3%97/

Кашни муниципалитетра мобильлӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем пур, ялсенчи мӗнпур больница валли пациентсене больницӑна, е тухтӑра пациент патне илсе ҫитерме 134 единица ҫӑмӑл автотранспорт, 861 единица оборудовани, ҫав шутра 24-шӗ «йывӑррисен» йышне кӗрет, туяннӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/12828-ch-vas ... rupa-tukhr

Кунта, Шӑмӑршӑ районӗнчи «Восход» колхоз ҫӗрӗ ҫине, эпир сехет каялла килсе ҫитрӗмӗр, анлӑн, лӑпкӑн саралса выртакан хир урлӑ каҫнӑ май хамӑр ӑш-чикре те темӗн анлӑланнине, инҫе ҫул ӗшентернӗ ӳт-пӳ ҫӑмӑлланнине, пушаннӑ, шӑпланнӑ ҫӗр пекех ирӗкленнине туйрӑмӑр.

Help to translate

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Брошюра вӗҫӗнче ҫырнине чунтан килӗшекен юрра юрланӑ пек вуларӗ: «Пусть господствующие классы содрогаются перед коммунистической революцией. Пролетариям нечего терять в ней, кроме своих цепей. Приобретут же они весь мир. Пролетарии всех стран, соединяйтесь!»

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Церемони пуҫламӑшӗнче Рустам Минниханов «ТР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята «Татарстан» ПТРК генеральнӑй директорне Айрат Сибагатуллина, «Чаян» журналӑн тӗп художникне Александр Алешина тата «Мэгариф» журналӑн тӗп художникне Лилия Замалтдиновӑна пачӗ.

Help to translate

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Наукӑна, хӑйӗн профессине чунтан юратакан ҫын, учитель пулма ӗмӗтленекен кашни ҫамрӑк П. О. Афанасьев кӗнекисем тӑрӑх ӑс-тӑн, пӗлӳ илме пултарать: вӑл хӑйӗн пурнӑҫне пӗтӗмпех халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе, ун ырлӑхӗшӗн пӗтӗм вӑхӑтне, халне, пурнӑҫне пама хатӗр пулнӑ.

Help to translate

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Строительсен кунӗ умӗн муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый Елчӗкре вырнаҫнӑ «Канашгаздорсервис 1» ООО предприятин малашлӑх ӗҫ планӗсемпе паллашнӑ, шӑпах професси уявӗ умӗн коллективпа та тӗл пулнӑ май вӗсене уяв ячӗпе саламланӑ, ӗҫре ӑнӑҫусем суннӑ.

Help to translate

Коллективпа тӗл пулнӑ, ӗҫ планӗсемпе паллашнӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %bb%d0%b0/

Вице-спикер пуҫарӑвӗпе тата вӑл хутшӑннипе республика пурнӑҫӗшӗн питех те пӗлтерӗшлӗ, тӗрлӗ сферӑна пырса тивекен вун-вун саккун хатӗрлесе йышӑннӑ: «Чӑваш Республикинчи общество тӗрӗслевӗ ҫинчен» саккунран пуҫласа ЧР Конституцине кӗртнӗ улшӑнусем таранах.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ижевскри зоопаркри чӗрчунсем ҫутҫанталӑкри условисем патне ҫывхартнӑ условисенче пурӑнаҫҫӗ, - йывӑҫсем, ӳсекен курӑксем, хӳтлӗхсемпе шӑтӑксем, канавсем, шыв-шурсемпе шывсиккисем, вольерсен ӑшӗнче выльӑх-чӗрлӗх вӑййисем валли ҫутҫанталӑк материалӗсем нумай.

Help to translate

Пишпӳлекри 3-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем Удмурт Республикин тӗп хулинче пулса курнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3798837

Нумаях пулмасть Г. В. Сумаруков тӗрлӗ енчен тӗпченӗ тӑрӑх, ҫакӑ курӑнса кайрӗ: «Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахра» чылай кайӑк-кӗшӗкпе тискер чӗрчун ятне ытарлӑ каланӑ иккен, вӗсем половецсен уртисене пӗлтереҫҫӗ, вӑл йӑла ӑру тотемӗсенчен аталанса кайнӑ.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Акӑ, Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне халалланӑ мероприятисен шайӗнче районти ача-пӑча творчество ҫуртӗнче иртнӗ шкул хаҫачӗсен «Школа-пресс» конкурсӗнче «Шкул хаҫачӗн чи лайӑх иллюстрациллӗ материалӗ» номинацинче «Взгляд» лауреат пулса тӑнӑ.

Help to translate

Журналистикӑри утӑмсем сӑвӑ ҫырассинчен те пуҫланаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9678-zhurnal ... -puclanacc

Калӑпӑр, эс ҫурт тума пултаратӑн, ученӑй пулма, хамӑрӑн государствӑра мӗнле те пулин лайӑх улшӑнусем тумалли проект ҫырма, ӑна пурнӑҫа кӗрттермелле тума, уйӑх ҫине вӗҫсе кайма, япӑх ҫынсем ҫинчен, вӗсем темле пост йышӑнсан та, тӗрӗссине каласа пама пултаратӑн…

Help to translate

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унта Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи ватӑ тата сусӑр ҫынсене стационар пулӑшӑвӗ паракан уйрӑмӗн заведующийӗ Антонина Осипова Митта Ваҫлейӗн «Тӑван чӗлхем» сӑввине пӑхмасӑр илемлӗ калани питӗ килӗшнӗ-тӗр: 30 ҫултан аслӑрах конкурсантсен йышӗнче II степень Дипломпа чысланӑ.

Help to translate

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

2023 ҫулта 8 ҫамрӑк ҫемьене ҫурт-йӗр тума е туянма социаллӑ тӳлевпе (пурӗ 7 млн та 9 пин тенкӗлӗх), нумай ачаллӑ 10 ҫемьене тӳлевсӗр ҫӗр участокӗпе, 4 тӑлӑх ачана ҫурт-йӗр- пе (5 млн та 740 пин тенкӗлӗх) тивӗҫтермелле, 6 ҫемьене (224 тӑв. метр) авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫармалла.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Вӑл сахал-ха, вӗсем кунне ҫур кӗрепенкӗ ҫӑкӑр ҫеҫ ҫисе пурӑннӑ пулсан та, хула урамӗсемпе, ӗлӗкхи пек хӑракаласа мар, йӑл-йӑл кулса ҫӳреме пуҫларӗҫ», — аса илет ҫав вӑхӑтра Максимов-Кошкинский, чӑваш театр ӗҫне пуҫарса яраканӗ, чӑвашсен хальхи паллӑ драматургӗ.

Help to translate

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Ҫакна питӗ лайӑх ӑнланатпӑр, — тет райпо канашӗн председателӗ, ЧР халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес сферӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, депутатсен район Пухӑвӗн депутачӗ Юрий Харитонов. — Тӑрӑшсах хатӗрленетпӗр, йӗркелӳ мероприятийӗсене малтанах палӑртса хутӑмӑр.

Help to translate

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Мана сутрӗҫ те — чул ҫисе пурӑнчӗҫ, мана сутрӗҫ те — чунсӑрланчӗҫ, — тенӗ. — Хӗрарӑмӗсене акӑ вӑйпах усал ӗҫ тума ача ҫураттараҫҫӗ. Тӑшманран ҫуралнӑ ача хура юнлӑ пулать. Вара тӗнче йӑлт пӗтет. Пулӑшас кусене», — тенӗ те чӑваш хӗрарӑмӗсенчен чул юпа туса хунӑ.

Help to translate

Чӑвашсем чул ҫини // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 179–182 с.

Ҫав ятпа Культура ҫуртӗнче ирттернӗ савӑнӑҫлӑ уяв мероприятине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, райадминистрацин культура пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Чернова, Катькас ял тӑрӑх администрацийӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Лебедев, ял ҫыннисем йышлӑ хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи савӑнӑҫ // В. ШАПОШНИКОВ. http://www.zp21rus.ru/kultura/2208-n-ul- ... nkhi-sav-n

Ӗҫ рынокӗнчи пӗлтерӗшлӗ ыйтусене тата ӗҫпе тивӗҫтерессине халалланӑ канашлӑва Дмитрий Медведев ҫак кунсенче кӑна-ха Правительствӑн тӑнӑҫлӑ социаллӑ-экономика аталанӑвне тивӗҫтерекен 2016 ҫулхи экономика ҫул-йӗрӗн планне алӑ пусни пирки пӗлтернинчен пуҫланӑ.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Выл шывӗ урлӑ хывнӑ ҫӗнӗ тимӗр кӗпер ҫывӑхӗнче район хулинчен таврӑнакан Мирун пиччепе унӑн вунсаккӑрти ывӑлӗн Мӗтрин автобус ҫинчен ирӗксӗртен тенӗ пекех анма тиврӗ: автобус Асламасалла каять, ашшӗпе ывӑлӗн вара Шӑмат таврашӗнчи йӑмраллӑ пӗчӗк яла ҫитмелле.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed