Corpus of the Chuvash language

Short

Хӑйӗн 1941 ҫулхи июлӗн 3-мӗшӗнче радиопа тухса каланӑ историллӗ сӑмахӗнче вӑл ун чухнехи событисене ҫав тери тӗплӗ анализ туса пачӗ, хамӑрӑн социализмла ҫӗршыва сыхлас ӗҫре совет халӑхӗпе унӑн ҫарӗсем умӗнче тӑракан задачӑсене уҫҫӑн кӑтартса пачӗ.

Help to translate

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Ҫар тивӗҫне пурнӑҫлассинче ятарлӑ специалистсене, пысӑк профессионалсене явӑҫтарассипе те ӗҫлеме палӑртнине, май пулсан, резервра тӑракан хӑш-пӗр граждансен вырӑнне вӗсене вырнаҫтарсан та аванрах пулассине шанса каланӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.

Help to translate

Ҫар ҫыннисем валли кирлӗ ятарлӑ кулленхи хатӗрсене Чӑваш Енре централизациленӗ майпа туянма палӑртаҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ullenhi-ha

Кӗҫӗн Таяпа, Элекҫей Тимеш, Елчӗк, Таяпа Энтри ялӗсенче ҫӗнӗ шыв башнисем вырнаҫтарнӑ, Ҫӗнӗ Пӑваран Аслӑ Шӑхальне каҫмалли кӗпере юсанӑ, шкулсемпе ача сачӗсенчи ӑшӑ пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ, Курнавӑш, Елчӗк, Тӗмер чиркӗвӗсенче юсав ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ.

Help to translate

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

— Сунар тапхӑрӗ пуҫлан-нӑранпах Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министерствин чӗрчунсене хӳтӗлекен инспекторӗсем вӗҫен кайӑк тытмалли вырӑнсенче пулса сунар йӗркине еплерех пӑхӑннине тӗрӗслерӗҫ, — пӗлтерчӗ ӗнер министр заместителӗ Владимир Кузюков.

Help to translate

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

– 2014 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне районта пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем 279 шутланнӑ, ҫакӑнтан 41-шӗ пӗчӗк предприяти (2012 ҫулхипе танлаштарсан 100 проц.), 238-шӗ уйрӑм предпринимательсем (71 проц.) Районта 63 хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ ӗҫлет.

Help to translate

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе музыка пӗлӗвӗн факультечӗн преподавателӗ Юлия Дмитриева сӑвӑпа кӗвӗ мӗнле ҫыхӑннине, юрӑра тӗрӗс пусӑм лартма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлине ӑнлантарса пачӗ, тӗслӗхсем илсе кӑтартрӗ.

Help to translate

Литература пикникӗ – ырӑ йӑла // Ольга Иванова. https://chuvbook.ru/news/2025/literatura ... -yira-jala

Кунта хӑшпӗр тӗслӗхсем илсе кӑтартни те ҫителӗклӗ: «Пресса представителӗсене ҫавӑн пекех плена лекнӗ Сомали салтакӗсене кӑтартнӑ («Коммунизм ялавӗ», 1978, мартӑн 8-мӗшӗ); граница («Русско-чувашский словарь», с. 139); басня (ҫав словарьтех, 40 с. ) т. ыт. те.

Help to translate

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Эпӗ те хамӑн «траекторие» чиперех парӑнтартӑм, анчах палӑртнӑ турат ҫине анса тӑрас тенӗ чух манӑн ҫӑпата сырнӑ ура турат тӑрӑх чшшш! аялалла шуҫрӗ те кайрӗ, хыҫҫӑнах пӗр-пӗринпе пӗтӗҫсе ӳснӗ виҫӗ кукӑрӑҫ, качаллӑ турат хушшине пашт хӗсӗнсе ларчӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Картишӗнче ҫухӑрашнине илтсе пӳртрен Альпи сиксе тухрӗ, вӑл таҫта Ахтупая чӗнме каясшӑн пулчӗ курӑнать, анчах ӑна хапхаран тухма памарӗҫ, пӗҫҫӗн-каҫҫӑн тыткаласа, ахӑра-ахӑра аслашшӗ патне витене кайса хупрӗҫ, вите алӑкне тул енчен питӗрсе илчӗҫ.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киле таврӑнма тухсан (эх, хӗрнӗ пуҫ, хӗрнӗ пуҫ, хӗрнӗ пуҫ ӑссӑр пуҫ ҫав вӑл!), тӳрӗ ҫулпа утас вырӑнне каҫрӗ кайрӗ Павӑл ҫырма леш енне, ӗне фермине ҫитсе кӗчӗ, Пӳртре Чӗкеҫ пӗчченех чӑлха ҫыхса ларать, Павӑла курсан, тӗлӗнсе пӑхрӗ те вӑл ура ҫине тӑчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

(Атте эпир пӗчӗккӗ чухнех пире калатчӗ: «Эсир — пулас арҫынсем, аллӑрсене хытӑ чӑмӑртӑр, хӗрарӑм ӑна аллине тыттарать кӑна, арҫын тени шатӑртаттарса чӑмӑртамалла», — тетчӗ.) — Толя, сана диплом илнӗ ятпа саламлатӑп, ҫавӑн пекех партие кӗнӗ ятпа та.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Анатолий Волков. А.Н. Волков. Атте ҫути: роман — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 368 с

Арӑмӗ ҫухалнӑранпа сӑнӗпе те, шухӑш-кӑмӑлӗпе те Рамазан паллаймиех улшӑнчӗ: йӑлтӑркка хура куҫӗсем шала путса кӗчӗҫ, сайра кулакан пулчӗҫ, ҫамки ҫинче халиччен палӑрман икӗ картлашка йӗр яртах курӑнать, сасси йӑвашланчӗ, ури тӗрекӗ пӗтни сисӗнет.

Help to translate

Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Константин Иванов 126 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ поэзи уявне кӑҫал Чӑваш Республикинчен сакӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ юрӑ ӑсти, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров тата чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров, эстрада юрӑҫи Марта Зайцева килсе ҫитнӗ.

Help to translate

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Правительство наградисене ҫичӗ хутчен, ҫавсен шутӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗрремӗш степень орденне тивӗҫлӗ пулнӑ хастар та хӑюллӑ, паттӑр каччӑ, Гвардин аслӑ сержанчӗ пӗтӗм тӗнче Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ чухне Тбилисири госпитальте выртнӑ.

Help to translate

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Лӑпланасси пулмарӗ ун, ирхи хӗвел ҫутинче тата илемлӗрех курӑнса ларакан комбинат ҫурчӗсене ытарайми пӑхрӗ, тепӗр пирус тивертсе ячӗ, пир тӗртекен фабрикӑра ӗҫленисене, унти хастар та маттур хӗрсене аса илнӗ-илменех, урам урлӑ чупсах каҫса кайрӗ.

Help to translate

Кӑрлач чечекӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 91–110 с.

«Плюс один» абортсене профилактикӑлас енӗпе комплекслӑ проект шайӗнче «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче иртнӗ «Ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварасси тата абортсене профилактикӑласси» темӑпа пуҫарнӑ калаҫу та ҫавӑн пек мероприятисенчен пӗри пулчӗ.

Help to translate

Ачашӑн амӑш варӗнче чухнех тӑрӑшмалла! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-trsmalla

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков уява пухӑннисене саламланӑ май фестивале пурте чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине, наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма тата хак пама хавас пулнине каланӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Промышленность таварӗсем, тӗрлӗрен пулӑшу ӗҫӗсемпе усӑ курнӑшӑн тӳлемелли хаксем ҫав-ҫавах тӗлли-паллисӗр ӳссе пынӑ вӑхӑтра сӗтӗн сутлӑх хакӗ чакни ял ҫыннин кӑмӑлне хуҫать, паллах, ҫакӑ вӗсен малашлӑхра тӑрӑшса ӗҫлес хавхаланӑвне те чакаратех.

Help to translate

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Пурис куҫне вичкӗнлетсех Турра ӑшши-пӑшши тимлерӗ — Турӑ умне, ҫунаттисемпе хатӑррӑн, анчах сӑпайлӑн, манерлӗн лӑпӑл-лӑпӑл лапӑлтатса, шӑнӑҫайми савӑнӑҫлӑн-хӗвеллӗн ҫутӑхса, харӑсах этем сӑн-питлӗ виҫӗ шап-шурӑ ангел вӗҫсе анса ларнине асӑрхарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

…Владимир Петрович /саккунпа килӗшӳллӗн ҫырав хутӗнчи ыйтусене хуравлаканӑн ячӗ-шывне, вӑл пурӑнакан ял ятне кӑтартма юраманнине тӗпе хурса кил хуҫине ҫапла палӑртнипе ҫырлахма тивӗ — авт./ шухӑшӗпе — ял ҫыннин пӗтӗм пурнӑҫӗ халӑх умӗнче иртет.

Help to translate

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed