Short
Кил-йышне кура килнӗ кашни хӑна савӑнать халӗ кунта тенӗ пек, арӑмӗ ача ҫуратмалли ҫуртра выртнӑ чухне упӑшки пӳрт ӑшчиккине питӗ типтерлӗ тытнӑ, стенисене илемлӗ шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, кӑмакине шуратнӑ, алӑк патне ҫитиех урайне ҫемҫе кавирсем сарнӑ.
Ачапа вилӗм // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 157–165 с.
Пурӑнас, тискер кайӑксем тата ытти ҫынсем тапӑнасран сыхланас тӗлӗшпе хӑйӗнчи ансат потребноҫӗсене майлаштарса пыни этеме япаласен свойствисемпе тата унӑн алли ытти япаласене тивнипе питӗ ир паллаштарнӑ, механика пӗлӗвӗсен пуҫламӑшӗсене панӑ.
2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Хӗр хӑйне хӑй ытла та ӑнланмалла мар тытнине, ларнӑ ҫӗртех сӳрӗкленсе пынине курсан, Валерий пушшех хӑраса ӳкрӗ: Римма ларнӑ ҫӗртех персе анӗ те ак — вара ӑна, хӗре мӗн турӑн тесе, тапӑнма тытӑнӗҫ; персе анма — персе антӑрччӗ-ха вӑл, анчах кунта мар.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Вӑтам ушкӑнта «Солистсем» номинацире К. Сергеева («Заволжский» клуб, М. Дмитриев), В. Сергеев (Алманч шкулӗ, Л. Егорова), М. Иванова (искусство шкулӗ, С. Данилова), Г. Попов (Чатукасси шкулӗ, В. Николаева), Е. Николаева (Трак гимназийӗ, Г. Яковлев) палӑрчӗҫ.
«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30
Колорит тенине нациллӗ поэтӑн пултарулӑхӗнчен, сӑвви-юрринчен уйрӑм илсе пӑхма ҫук, вӑл поэт пултарулӑхӗн содержанийӗпе форминче — этем кӗлеткинчи ӳтпе юн пекех; вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрни — этемӗн ӳт-тирне каса-каса пӑрахса, юнне юхтарнӑ пекех.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Темле йывӑр пулсан та, ҫак хыпара пӗлтересех пулать сана: манӑн чи ҫывӑх юлташ, ман хута кӗрсе мана пурнӑҫ панӑ ҫын — Петр Данилович Тенюков (эс ӑна пӗлетӗн, вӑл пирӗн ялсем), пирӗн полк командирӗ, Шур Атӑл ҫыранӗ хӗрринче Ӗпхӗве илнӗ чух пуҫне хучӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Раҫҫей Президенчӗн Грантне 3 хутчен тивӗҫнӗ хастар, вырӑс чӗлхиллӗ шкулсем валли «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳпе меслет комплексне 1-9-мӗш классем валли хатӗрлесе ҫитерме вӑй ҫитернӗ автор, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Раҫҫей халӑх учителӗ.
Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/
Ҫапла тӗкӗнкелесе Ула Тимӗр татах вӑхӑта тӑсрӗ, унтан виҫ пӳрнине пӗтӗҫтернӗ сылтӑм аллипе ҫамкине тӗкӗнтерте-тӗкӗнтертех каллех виҫӗ хут сӑхсӑхса илчӗ, вара хӑйне «ҫавӑрса ҫыхнӑ шик курӑсне хӗремесленсе таткала-таткала» йывӑррӑн ура ҫине тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Кашни кун макӑраттӑм, вилнех пулӗ тесе шутланӑччӗ. Ачасем малтан ялан ҫыру кӗтетчӗҫ, пушта килессе кӑна сыхлатчӗҫ, кайран вӗсем те шанми пулчӗҫ. Виҫӗмкун кӗтмен ҫӗртен Кӗтӳҫ Куҫми ҫыру тыттарчӗ. Вуласа пачӗ те, савӑннипе макӑрса ятӑм», — терӗ вӑл.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Халӗччен республикӑра нумай ачаллӑ (3 е ытларах ача, кунта опекӑна илнӗ ачасене те шута илеҫҫӗ) ҫемьесене тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗпе аслӑ ача 18 ҫул тултариччен тивӗҫтернӗ, халӗ ҫак ӳсӗм шайӗ 23 ҫулпа танлашать (енчен те ача куҫӑмлӑ майпа вӗренет пулсан).
Ҫанталӑка хирӗҫ каяймӑн // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... bca%d0%bd/
Ку йышра А. М. Матвеев (Ҫеҫмер), В. А. Мефодьев (Санькасси), Н. И. Никитина (Туҫи Чуракасси), Ю. А. Ильин (Пшонкӑ), Н. А. Пименова (Сурӑмхӗрри), В. А. Иванов (Малти Карӑк), Г. А. Филиппова (Четрик), Г. Г. Гурьев (Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ) тата В. Н. Николаев (Ҫӗнӗ Йӗкӗт) пулчӗҫ.
Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30
Вӑл «Раҫҫей Федерацийӗнчи туризм ӗҫӗ-хӗлӗн никӗсӗсем ҫинчен» федераллӑ саккуна «экскурси», «ҫулҫӳрев», «поход» тата «экспедици» ӑнлавсене кӗртсе туризма пырса тивекен право хутшӑнӑвӗсенчи ҫитменлӗхсене пӗтерме май парӗ», — пӗлтернӗ А.Салаева.
Икӗ пуҫарупа тухнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%b8%d0%b ... %bd%d3%91/
Ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн чи лайӑх кӑтартусемпе Гран-прине Калинин ячӗллӗ ООО АПна панӑ, кунта калчасен результачӗсем кӗрхи тырӑсен те, ҫурхи тырӑсен те, ҫавӑн пекех пӗр ҫул ӳсекен курӑклӑ выльӑх апат культурисен те питӗ лайӑх шайра.
Аграрисем хастар ӗҫленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... en-3800492
Мероприятие уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин пурне те лайӑх кӑтартусем тума, ӑнӑҫлӑн тупӑшма суннӑ.
Чушкӑлла выляса ӑмӑртнӑ // Василий ПУНДЯКОВ. http://kasalen.ru/2024/10/25/%d1%87%d1%8 ... %bd%d3%91/
«Вӑрмана сыхласа хӑварар» акцин улттӑмӗш сезонӗ РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн «Раҫҫей Федерацийӗн аталанӑвӗн наци тӗллевӗсемпе стратегилле задачисем ҫинчен» тата «Экологи» нацпроекчӗн указне пурнӑҫланӑ шайра иртет, - палӑртнӑ Шарафутдинов.
Пушкӑрт ҫӗрӗнче миллион ытла йывӑҫ лартма палӑртаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ta-3952261
Анчах, кунта ҫакна та палӑртма кирлӗ: Павловӑн хӑш-пӗр юррисенче (сӑмахран, «Вӗлле хурчӗ», «Шупашкар туйи», «Чӗнтӗрлӗ те кӗпер» тата ыт. те), савӑнӑҫлӑ кӗвӗсемпе пӗрлех, чӑвашсен ӗлӗкхи, пусмӑр вӑхӑтӗнчи пурнӑҫӗнчен юлнӑ салхуллӑ кӗвӗсем илтӗнеҫҫӗ.
Чӑваш искусствин паллӑ деятелӗ // Васидий Долгов. Ялав. — 1951. — № 6. — 27–28 с.
Транспортерпа погрузчик тепӗр чух чарӑна-чарӑна тарӑхтаратчӗҫ, анчах Кукшанов вӗсене: «Эпир, Палтайсем, нихҫан та тӑрпалтай пулман, пирӗншӗн кирек мӗнле механизм та шӑл ҫемми», — текелесе хӑвӑрт юсатчӗ — вырӑнти слесарьсене чӗнсе аппаланмастчӗ.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Тӗп хулара пурӑнакансем тата унта час-час пырса сӳрекенсем ҫирӗм-вунӑ ҫул каялла икӗ хутлӑ хӑма-йывӑҫ бараксем ларнӑ ҫырма-ҫатраллӑ та хыт-хура ӳсекен тӑрӑхсенче, ҫӗнӗ, нумай хутлӑ тата хӑйне евӗр илемлӗ ҫуртсем ҫӗкленнипе пур кӑмӑлран савӑнаҫҫӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Отрасль позицийӗсене ҫирӗплетме 2025 ҫулта пурнӑҫа кӗртнӗ пилӗк инвестици проекчӗ витӗм кӳнӗ: эмел курӑкӗсене тирпейлекен хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан цеха хута янӑ, хатӗр таварсен складне тунӑ, ҫавӑн пекех чӑх-чӗп ӗрчетекен комплекса ҫӗнетнӗ.
Канаш округӗнчи предприятисем 2025 ҫулта пӗтӗмпе 25,4 млрд тенкӗллӗх таварсем тирпейлесе вырнаҫтарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/26/111
Тӑватӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Каганович ячӗллӗ колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ун чухне вӑл 10 ҫулта пулнӑ, пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Амӑшӗ малалла вӗренесси ҫинчен ӳкӗтлесен те килӗшмен: кӗҫӗн йӑмӑкӗсене Верӑпа Нинӑна тӑрантармалла, хуҫалӑха тытса тӑмалла.
Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134


