Short
Ӑна хӑй икӗ уйӑх каялла (тӗрӗссипе, ку тахҫан-тахҫанах пулнӑ пек туйӑнчӗ) ҫакӑн пекех, анчах пачах урӑх тинӗс хӗррипе утни, ӑна хирӗҫ пулӑ хуппи пек йӑлтӑртатакан, кӗлеткине ҫат тытса лартнӑ платйӗ тӑхӑннӑ темле хӗрарӑм васкаса утса пыни аса килчӗ…
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Республикӑра 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа йытӑсене ирӗклӗн регистрацилесси обязательнӑй пулса тӑрӗ, ҫав ҫулах июлӗн 1-мӗшӗнчен ТР территорийӗнче килти чӗрчунсене усрас тӗлӗшпе хушма требованисене пӑснӑшӑн административлӑ яваплӑх кӗртӗҫ.
ЙЫТӐСЕНЕ ирӗклӗн регистрацилесси обязательный пулать // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... lnyi-pulat
Ҫакнашкал кӑтарту 2013 тата 2014 ҫулсенче пулманнине тӗпе хурса экономика ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп енӗсем - промышленноҫ, строительство, ялхуҫалӑх, суту-илӳ, транспорт - кӑларакан таварӑн тата тивӗҫтерекен пулӑшӑвӑн индексӗн динамикине пӑхса тухни вырӑнлӑ пулӗ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Ҫӗр ҫинче те, сывлӑшра та, шывра та вӑл, тинӗсри спрут пек, «вӑрӑм нӗрсӗр тыткӑчисемпе» хыпашламан, тимӗр чӗрнисемпе чӗрмен-ҫурман, аркатман-вакламан, ҫунтарман, сирпӗнтермен, путарман, хурахламан, ҫын пурнӑҫне вӑхӑтсӑр, айӑпсӑр татман вырӑн та ҫук.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вырӑс совет литературин классикӗ Михаил Александрович Шолохов ҫырнӑ тӗнчипе паллӑ ҫак чаплӑ произведенин пӗрремӗш кӗнекине Илья Тукташ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫичченех куҫарса пӗтернӗ-мӗн, анчах вулакансем патне вӑл 1955 ҫулта тин ҫитме пултарчӗ.
Куҫаракантан // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 502–503 с.
Элкей Павӑлӗ, П. Осипов пекех, Хусанта вӗренет, кайран университетра врач пулма пӗлӳ илет, музыкӑна ҫав тери юратать, пӗр хушӑ музыкант е тухтӑр пулмалла-ши тесе иккӗленет, Хусанта чӑваш артисчӗсем пухӑнсан, вӗсемпе пӗрле театрта вылять тата ыт. те.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Икӗ орденпа, ҫичӗ медальпе наградӑланӑ Л. Я. Агакова, Хисеп Грамотисем нумай панӑ, 1967 ҫултанпа вӑл — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ; 1968 ҫултанпа — Чӑваш АССР искусствисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, 1974 ҫулта ӑна халӑх писателӗн ятне панӑ.
Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.
Шӗвӗ топливо труба тӑрӑх конуса юхса кӗрет, унтах труба, шӑтӑк тата пӑс пымалли труба витӗр пӑс пусса кӗртеҫҫӗ, ҫав пӑс вара питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа соплоран соплона тухать те, икӗ сопло хушшипе юхса тухакан шӗвеке тусанлатса хӑйпе пӗрле илсе каять.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Халӑха пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене васкавлӑн татса парасси, муниципалитетсенчи пурнӑҫ пахалӑхне тата унӑн шайне ӳстересси, эппин обществӑри ҫирӗплӗх те, шӑпах ҫынсене ҫывӑхрах тӑракан ҫак шайри влаҫ представителӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхӗнчен килет.
Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Спорт уявне килнисене Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов, Чӑваш Республикинчи муниципалитет йӗркеленӗвӗсен Канашӗн Правлени председателӗ — Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов саламларӗҫ, пысӑк ҫитӗнӳсем тума хӑват сунчӗҫ.
Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Калаҫу йӗрки-тӗркине кирлӗ пек ҫавӑрас тӗллевпе Ольӑран амӑшӗ пӗҫерекен чи-чи тутлӑ апат-ҫимӗҫ пирки ыйтсан, чиперкке пӳлӗне-пӳлӗнех икӗ-виҫӗ ят каларӗ те тӑп! чарӑнса тӑчӗ: «Пирӗн анне ҫӗр ҫинчи мӗн пур аннерен чи тутлӑ апат пӗҫерекенни!..» — терӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Вӗсене Олег Николаев саламларӗ, ӳсӗмпе ӗҫленӗшӗн тав турӗ, ҫӗршыври 30 полиграфи комплексӗн йышӗнче тивӗҫлӗ те чыслӑ вырӑн йышӑннӑшӑн мухтарӗ, комплекс администрацийӗ типографие модернизацилесе ҫӗнӗ продукци туса кӑларма тӗллев лартнине ырларӗ.
«Чӑваш Ен» ИПК — 55 ҫулта // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-i ... k-55-culta
«Куккурусӑн симӗс масси тата тепӗр шӑтӑка силоспа тултарма май парать. Хальлӗхе 1600 тонна силос хатӗрленӗ, 4812 тонна утӑ пур. Выльӑх-чӗрлӗх валли хӗл кунӗсенче те пахалӑхлӑ та тутлӑхлӑ япаласемпе пуян апат ҫителӗклӗ пулӗ», — палӑртать председатель.
Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/
Ҫакна эпир Юпа уйӑхӗнчи революципе тунипе хамӑр валли туртса илнӗ, ҫакна эпир виҫӗ ҫул ҫурӑ вӑрҫӑра юн тӑкса сыхласа усрарӑмӑр, ӑна кайӑлла парсан, пирӗн революци туни те ахалех пӗтет, тенӗ; пиртен ӑна хӗҫ-пӑшалпа анчах туртса илме пултаратӑр, тенӗ.
Гаагӑри Конференци // Н. Васильев. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 8–11 с.
«Тӑхӑрьял тӑхӑмӗ» кружока ҫӳрекен К.Семеновӑпа О.Хлыновӑна – «Манӑн ҫемье историйӗ – Тӑван ҫӗршывӑн ӗмӗрхи историйӗн пӗр пайӗ» районти иккӗмӗш гуманитариллӗ ҫут ӗҫ конференцийӗн ҫӗнтерӳҫисене – Пӑва районӗн вӗрентӳ уйрӑмӗн грамотисене пачӗҫ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ветеранӗсене - Галина Сергеевапа Нина Александрована, Тӑвайри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Николай Васильева, Йӑнтӑрчӑри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алевтина Уськинана ЧР хӑйтытӑмлӑх йӗркеленӗвӗн Канашӗн Хисеп грамотипе наградӑларӗҫ.
Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Чӗкеҫ чӗриллӗ мӑшӑру вара, ҫӗр ҫинчех Аслӑ Шуйттан ирӗкне парӑнса мана хур туса пурӑннӑскер, ҫынсем мана кӗл туса пурӑннӑ таса вырӑна лапӑрчӑк-ҫӑвӑнчӑк пухмалли-юхмалли вырӑна ҫавӑрнӑскер, халӗ ҫав шуйттанӑн ирӗксӗр, тамӑкра ҫунакан-пиҫекен чури.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ку информаци предпринимательсене туризм сферинче хальхи тенденцисемпе паллашма тата илнӗ пӗлӳсене тӗпе хурса туротрасльте кирлине йӗркелеме май парать, - тесе пӗлтернӗ ПР Предпринимательлӗх тата туризм министерствин пуҫлӑхӗ Зухра Гордиенко.
Пушкӑрт туризм компанийӗсем бизнеса аталантарма пулӑшу илме пултараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ra-3877185
«Вӑл мана нумай ыррине, тӗрӗслӗхпе пурӑнма, чӗлхе илемне, ытарлӑхне курма вӗрентнишӗн ӑна тав тӑватӑп. «Ҫӗнӗ кунӑн телейне шанатӑп» сӑвӑ кӗнекинче иртнӗ тапхӑрти ырӑ вӑхӑтсем шӑрҫаланнӑ, унта шалта ҫунакан поэзи кӑвайчӗ ялкӑшать», – терӗ ҫыравҫӑ.
Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/
ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов республикӑра шыва кӗмелли сезон тапхӑрӗнче шыв объекчӗсенче ҫынсене хӑрушсӑрлӑх енӗпе тивӗҫтересси пирки чарӑнса тӑчӗ.
Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№


