Short
Практикӑри, пурнӑҫри ҫак кирлӗлӗхе шута илсен, чи анлӑ сарӑлнӑ, сывлӑх сыхлав ӗҫӗнче ытларах усӑ куракан, ҫавӑнпа та халӑхӑн санитари культуришӗн пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ терминсене кӗртсе словарь хатӗрлесси васкавлӑ задача пулать, тесе шутламалла.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Кӑҫалхи «Хавхалану» фесстивале хутшӑнакансем «Геннадий Волков хайлавӗпе лартнӑ чи лайӑх инсценировка», «Г.Н. Волков хайлавне чи лайӑх вулакан», «Г.Н. Волков пурнӑҫӗпе пултарулӑхне лайӑх уҫса паракан интернет публикаци» номинацисенче тупӑшрӗҫ.
«Хавхалану» хавхалантарать // Н.Плеткина. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/
Юрӑ пӳртре ҫеҫ мар, чӳречесем уҫҫине пула тулта та хытӑ янӑрать, тарҫӑсем каялла-маялла чупса ҫӳрекен картишӗнче, юлан утсемпе тата вӗсене курма пуҫтарӑннӑ ҫынсемпе тулнӑ урамра, кунтан кӑн-кӑваккӑн курӑнса выртакан Атӑл ҫийӗнче илтӗнсе тӑрать.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хыҫҫӑн, чун хавалӗпе авӑрланса, пит-куҫӗнче ӑшӑ, чипер кулӑ ташлаттарса, ватӑ хур ами пек хӑйне унтан-кунтан якаткаласа, юсанкаларӗ, тем тата хик! хиклетсе те илчӗ, вара пӑрҫа авриленсе, мамӑк тӗкленсе, вырӑс хапхапа урама кусса — ҫӑмхаланса тухрӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
«Чӑваш Республикинче пӗрремӗш хут кӑна пулин те хама питӗ лайӑх туятӑп. Чӑннипех те ырӑ, кирек хӑҫан та пулӑшу пама хатӗр ҫынсем пурӑнаҫҫӗ кунта. Вӗренмелли ҫав тери нумай. Пирӗн регионсем хушшинчи туслӑх тата та ҫирӗпленессе шанатӑп», - тенӗ вӑл.
Туслӑх кӗперӗ татах та ҫирӗплентӗр // М.ЛЕОНТЬЕВА. https://cv42027.tw1.ru/tuslax-kepere-tat ... enter.html
Геннадий Николаевич пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Правительстви пысӑк продуктивлӑ ӗнесем усранӑшӑн хуҫалӑхсене укҫа хушса тӳлет: ӗне пуҫне вӑтамран 3900 килограмм сӗт суса илнисене кашни ӗнешӗн — 3100, 4500 килограма ҫитернисене — 4200-шер тенкӗ.
Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06
Хӑпарту сӑмсине уйӑрса хунӑ ҫӗрех Ҫтаппан кӑлпасси касса хучӗ те: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, Татьяна. Эпир мӗн ҫинине эсӗ те ҫи. Эпир мӗн ӗҫнине эсӗ те ӗҫ. Эпир тутӑ, эсӗ те тутӑ пул. Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр. Чуну сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр, — тесе пӑшӑлтатрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӑнн пӑхрӗ Вадим Васильевич Илюк ҫине ним ӑнланмасӑр: «Мӗн укҫи ҫинчен калаҫать вара ку студент? Улӑштарса тӑхӑнмалӑх шӑлаварӗ ҫук хӑйӗн. Укҫи хамӑрӑн та пур-ха та, ҫитеймест пуль анчах. Туссенчен тупӑпӑр ҫитменнине», — шухӑш вӗҫет арҫын пуҫӗнче.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Профсоюз комитечӗн ларӑвӗнче Кулаков участок пуҫлӑхӗн приказӗпе (ҫапла приказ хатӗрленӗ те!), Гаврил хучӗсемпе паллаштарчӗ, Этменкина ӗҫрен кӑларма сӑлтав ҫуккине каларӗ: «Эпир кӑларма ирӗк парсан та, пире ҫӳлтисем е халӑх сучӗ тӳрлетӗ», — терӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӗсене ҫырса малтанхи хут пичетлесе кӑларнӑран вара пайтах ҫулсем иртсе кайрӗҫ пулин те, вӑл произведенисем идея тӗлӗшӗнчен ним чухлӗ те мӑкалмарӗҫ, ӑсталӑхӗпе — вулакансен чунне-кӑмӑлне илемлӗх туйӑмӗ парас хӑватне ҫухатмарӗҫ, ҫухатас та ҫук.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Январӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информа ци политикин тата архив ӗҫӗн министерстви тата ЧР Журналистсен союзӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗршыври мӗнпур чӑваш журналистне пухса уявпа саламлӗҫ.
Тӑваттӑмӗш власть — халӑх шухӑшӗ // Константин Малышев. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 1 стр.
Сӑмах май каласан, Совет ҫарӗнче службӑра пулнӑ чухне те вӑл ҫар командованийӗн хушӑвне тӳрӗ чунпа пурнӑҫланӑшӑн, спортри хастарлӑхшӑн командиртан сакӑр хутчен Тав хутне илме, чи лайӑх салтак пулса дивизи ялавӗ умӗнче сӑн ӳкерттерме те тивӗҫнӗ.
Спортра туптаннӑ ят-сум - ӗмӗрлӗх // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52026-spor ... um-m-rl-kh
Фольклор экспедицине пирӗнпе пӗрле тата преподавателӗн юратнӑ студенчӗсем, факультетран маларах вӗренсе тухнӑ, халӗ тӗрлӗ шкулта ӗҫлекен икӗ специалист — илемлӗ ҫаврака питлӗ Таньӑпа икӗ ҫул салтакра пулнӑ Изосимыч десантник — пыраҫҫӗ иккен.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Малалла пыма йывӑр, тек-текех мотор ытлашши хӗрсе каять, радиаторти шыв вӗреме пуҫлать, вара шофер, аллине тутӑхса-лапчӑнса пӗтнӗ витре тытса, йывӑҫсем хушшинче пӗр-пӗр шурлӑх е ахаль шыв лупашки, е шыв тулнӑ фугас воронки шыраса чупкаласа ҫӳрет…
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫутҫанталӑкри пӗтем чӗрӗлӗхӗн аслӑ ҫыхӑнӑвне халӗ, моторсен шавӗ хытӑран хытӑ илтӗннӗ чух, кантӑк-бетон стенасем ҫӳлтен-ҫӳле хӑпарнӑ чух, уйрӑмах ҫивӗччӗн туймалла та унӑн татӑлма пултаракан сыпӑкӗсене ҫирӗплетессишӗн уйрӑмах хытӑ тӑрӑшмалла.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗн «Хастар» спорт шкулӗнче 2002-2008 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасемпе ҫамрӑксем, 2009 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем тата вӗсенчен кӗҫӗнреххисем хушшинче Чӑваш Республикинче кире пуканӗ йӑтса мала тухассишӗн ӑмӑрту иртнӗ.
Ҫитӗнӳсемпе савӑнмалӑх пур // Алексей Алексеевпа Виталий Глинкин. https://avangard-21.ru/gazeta/52458-cit- ... mal-kh-pur
«Пирӗн атте-анне ҫул ҫинче инкек пуласран ан пӑшӑрхантӑр тетпӗр эпир ирпе шкула тухса кайсан, каялла таврӑннӑ чухне. Хисеплӗ водитель, сана та килте ҫывӑх ҫынсем кӗтнине ан ман», - ҫакӑн евӗрлӗ ҫырнӑ акцие хутшӑнакансем водителе адресланӑ ҫырура.
Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n
Ҫапла, 72,б ӳкерчӗкре кӑтартнӑ А тата В пайсенчен тунӑ япала равновесире тӑрать; анчах та В япалана А япала ҫумне 72,а ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек майлаштарса лартсан, вара ҫак япаласен пӗрлешӗвӗ хӑйӗн равновесине ҫухатмасӑр тӑраймасть, вӑл тӳнсе каять.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫакӑнтан ӗнтӗ станоксене, приборсене е пурӑнӑҫра кирлӗ тӗрлӗ япаласене ҫирӗп тӑмалла тумашкӑн ҫакӑн пек практикӑлла вывод тухса тӑрать: опора лаптӑкӗ мӗн чухлӗ пысӑк тата вӗсен йывӑрӑш центрӗ мӗн чухлӗ аялта, вӗсем ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех тӑраҫҫӗ.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Чӑваш Республикинчи професси пӗлӗвӗ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсенче «Хӑрушсӑрлӑх никӗсӗ тата Ҫӗршыв хӳтӗлевӗ», «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗ» предметсемпе вӗрентекенсенчен «Чи лайӑх преподавательне» палӑртас тӗллевпе регион шайӗнче конкурс иртнӗ.
Ҫитӗнӳ хӑй тӗллӗн килмест // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52170-cit- ... -kilmest-4


