Short
Кунти армантан пысӑк пахалӑхпа тухакан шурӑ ҫӑнӑх чи кӑпӑшки, чи шурри, чи лайӑххи пулса декабрӗн 30-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ «Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑнӑхпа кӗрпе пахалӑхӗн куравӗнче» ылтӑн медаль тата пӗрремӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Малтанхи мастера, пенсие кайиччен юлашки уйӑхсем ӗҫлекенскере, станоксем чарӑнса тӑни питех пӑшӑрхантармастчӗ пулмалла, нимӗнех те шарламастчӗ вӑл, пӗр чӗнмесӗр-тумасӑр уткаласа ҫӳретчӗ-ҫӳретчӗ те слесарьсем пырсан лӑпланатчӗ.
5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Республикӑри ял тӑрӑхӗсем хушшинчи ҫак конкурс ял тӑрӑхӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатас тата ялсенчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас енӗпе ӗҫ-хӗлне хавхалантарас тӗллевпе иртет.
Ял тӑрӑхӗсене – трактор // Раниля Алиуллова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... ne-traktor
Океан леш енчи хӑш-пӗр орангутангсем: «Кнопкӑна маларах пусакансен ҫӑлӑнса юлма май пур», — тесе сӳпӗлтетеҫҫӗ те шутлаҫҫӗ пулсан, пирӗн, совет салтакӗсен, Курчатовсемпе Королевсен шайӗнчен темле чӗрчунсен шайне ҫити анмалла мар.
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Коммунистла искусствӑ халӑха ҫӗн обществӑ, коммунизм тума пулӑшмалла, унӑн ӗҫне ҫӑмӑллатмалла, малалла чӗнсе тӑмалла, пулас кунсене курма ҫутӑ памалла, ҫул кӑтартмалла, шухӑш-кӑмӑл, нравственноҫ тӗлӗшпе аталанса пыма пулӑшмалла.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Прожекторсен ҫутинче тин кӑна ҫунӑ юр пек шуррӑн курӑнакан ракета, яш ҫӗкленсе, сывлӑшра ҫеккунтан темиҫе пайӗ чухлӗ асар та писер ҫатӑртатса тӑрать, кайран, хӑйне аялтан темле асамлӑ вӑй пырса тапнӑн, ярр хӑпарса каять тӳпенелле.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ку хӗрарӑм малтан ыттисемпе пӗрлех Акимова тарӑхатчӗ, тахӑш хушӑрах участок пуҫлӑхне юрасшӑн хыпкаланма тытӑнчӗ, май пулсанах, ун патне кӗре-кӗре тухать, канашлусенче е чӗнмесӗр ларать, е тӗрӗс калать Сергей Акимович тесе хурать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
…Васкамасӑр утать Хусанкай техникум пахчипе, ик-виҫ ҫул каяллахи выҫлӑх вӑхӑтӗнче лартнӑ ҫӗрулмипе купӑста йӑранӗсен йӗрӗсем ҫинелле пӑхса илет те сасӑпах вырӑсла сӑвӑ йӗркисене калать: Искры из-под молота Брызжут точно золото.
Асран кайми тусӑм // Александр ИЗОТОВ. http://hypar.ru/cv/asran-kaymitusam
«Ветерансем, ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакансем ҫитӗнекен ӑрӑва хыпарсене тӗрӗс те туллин пӗлтерсе тӑнин пӗлтерӗшӗ пушшех те витӗмлӗ. Ҫапла майпа эпир лӑпкӑ пуласлӑха, ҫӗршыв аталанӑвне тивӗҫтерейрӗпӗр», – тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat
Ним чӗнмесӗр, ҫурӑмпа ҫаврӑнса итлесе ларчӗ ӑна Ямосова; ҫук, итленӗ тесен — тӗрӗсех мар, Акимов сиввӗн калаҫнӑ чух пуҫне урӑх шухӑшсем тӑрӑнчӗҫ: суймасть-и ку СУ пуҫлӑхӗ тесе, ҫапла хӑратса-кӑшкӑрса унран «каҫунка» эрех кӗтмест-и?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Нумаях та вӑхӑт иртмест, вут, пӑтӑр-пӑтӑр улӑм пӗрчисемпе хупланнӑ ҫӗр урайпа сарӑлса, пӗтӗм сарай ӑшчиккине ҫулӑхса сырса илет, ҫулӑм йӑлхахӗсем стенасене ҫуллама пуҫлаҫҫӗ, чӗлхисене уҫӑ алӑкпа тулалла, ирӗкелле тӑсма пикенеҫҫӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Вӑл хӑй ҫав тери юратакан «Нарспи» поэмӑна, К.В.Ивановӑн ытти илемлӗ произведенийӗсене вырӑсла куҫарӗ, ҫав куҫарусенче чӑваш классикӗн пуян кӗвӗллӗ сассине, лирикӑллӑ интонацийӗпе шалти ритмикине тӗлӗнмелле тӗрӗс упраса хӑварӗ.
Асран кайми тусӑм // Александр ИЗОТОВ. http://hypar.ru/cv/asran-kaymitusam
Унӑн шухӑшлӑ шуранка сӑн-пичӗ кӑмӑллӑн ҫутӑлса илни, пӗчӗк те тӑп-тӑп тути ӑшшӑн кулни, йӗтӗн ҫеҫки пек сенкер кӑвак куҫӗсем хӗлхем сапса тинкерни, ачанни пек ҫепӗҫ сасси, сарӑ кӑтра ҫӳҫ пайӑрки — ҫаксем пурте Ритӑн илемне кӳреҫҫӗ.
Этем тени // Сергей Юшков. «Тӑан Атӑл», 1966 ҫул, ака уйӑхӗ, 4№. — 55–61 с.
«Социаллӑ контракт мелӗпе усӑ курни сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ӗҫпе тивӗҫтерме, вӗсен социаллӑ яваплӑхне ӳстерме, укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвне, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма май парать», — ҫапла вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне Татьяна Геннадьевна.
Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat
РФ Административлӑ правӑна пӑсни ҫинчен калакан Кодексӗн 12.7 статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн транспорт хатӗрне ҫӳретме ирӗкӗ пулман е ун пек правасӑр тӑратса хӑварнӑ ҫынна вӑтӑр пин тенкӗ виҫепе административлӑ штраф палӑртаҫҫӗ.
Мопедпа та «правасӑр» ҫӳреме юрамасть // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... e-iuramast
Кама та пулин чӗнес килнӗ чухне эпӗ Аньӑна чӗнеттӗм, кама та пулин хӗрӳллӗ сӑмахсем каланӑ чухне — вӑл сӑмахсене Аньӑна калаттӑм, юлашкинчен унӑн умӗнче тӑнӑ чухне нихҫан та ассӑн сывласа вӗчӗхместӗм, мӗншӗн тесен Аня — манпаччӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Пыл хурчӗсем вара хӑйсен тулса тӑкӑнакан телейне пӗр ҫемӗллӗ, кӗске, чечекпе чечек хушшинчи сӗрлевӗпе «юхтара-юхтара, сапала-сапала», этемшӗн пархатарлӑ, ырми-канми, вӗҫӗмсӗр тӑрмашӑвӗпе хӗрпе каччӑпа хӗрӳ тупӑшӑвах тухнӑ, тейӗн.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
М.Игнатьев паха продукци кӑларса конкурентсене ҫӗнтерсе пынӑшӑн предприяти бенефициарӗсене, менеджерӗсене, коллективне тав туса ҫапла каларӗ: — «ЭКРАн» пысӑк хӑвачӗсене ӗҫе кӗртни — республикӑшӑн чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Ӗҫ рынокӗнчи социаллӑ адаптаци программисене 30 ҫын хутшӑннӑ, психологи пулӑшӑвӗн программине — 25. 2023 ҫулта Чӑваш Енри пур ӗҫ центрӗсене те «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнетсе «Раҫҫейри ӗҫ» кадрсен центрӗсем туса хунӑ.
Ӗҫсӗррисене пур енлӗ пулӑшаҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12547-khal-k ... t-43-11030
Хуҫасӑр кил-ҫуртри, улӑх-ҫаранти типӗ курӑка е ҫулса типӗтнӗ, анчах никама та кирлӗ мар утӑна пӗр ҫӗре пухса ҫунтарнипе республикӑра сиксе тухнӑ инкексене пӗтӗмлетсе ҫапла калатӑп: типӗ курӑкпа пурин те питӗ асӑрхануллӑ пулмалла.
Ҫу уйӑхӗсенче уйрӑмах тимлӗ пулӑр // Алексей СОРОКИН. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/22143 ... timl-pul-r


