Short
Хусан, Ярославль, Дубна, Кострома, Кинешма тата ытти хула витӗр килнӗ туристсем тӗп хуламӑрпа, Чапаев музейӗпе, Мускав районӗнчи Социаллӑ центрпа паллашнӑ, Правительство ҫуртӗнче пулса курнӑ, Мухтав монуменчӗ умне чечексем хунӑ.
Хӑнасем кӑмӑллӑ юлнӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... bb%d0%bda/
Матвие каласа пӗтерме памарӗ Кӗҫени, паҫӑр ун ытамӗнчен ҫӑлӑнасшӑн хиркеленекенскер, упӑшки сӑмахӗсене тӑнласа шӗлтӗркенӗскер, сасартӑк чӗвен тӑчӗ те, арҫынннин мӑйне аллисемпе ыталаса, ун тутине хӑй тутипе лап хупласа та хучӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Иртнӗ эрнере ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссин тата граждӑнла оборонӑпа чрезвычайлӑ лару-тӑрусен специалисчӗсем Канаш муниципаллӑ округӗнчи шывсене тӗрӗсленӗ, канакансене хӑйсене мӗнле тытмалли йӗркесем ҫинчен аса илтернӗ.
Шывра асӑрхануллӑ пулмалла // Канаш ен. https://kanashen.ru/2025/07/18/%d1%88%d1 ... %bb%d0%b0/
И.А.Андреев ҫырса хӑварнӑ вӗренӳ пособийӗсене ҫӗнетекенсене Ю.М.Виноградов ятлӑ-сумлӑ профессор ҫырса хӑварнӑ ӗҫсенче тата мӗн чухлӗ йӑнӑш тупса вӗсене тӳрлеттерӗ-ши, тата мӗн чухлӗ «йӑнӑш ҫырнӑ сӑмахсене» кӑларса пӑрахтарӗ-ши?
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Октябрӗн 1-мӗшӗ — Ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе, Мария Петровнана саламлама район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, районти социаллӑ хӳтлӗх уйрӑмӗн ертӳҫи Лилия Ракипова тата Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров та килнӗччӗ.
Мария Петровна Шуркина куҫлӑхсӑрах хаҫат вулать, телевизор пӑхать // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... vizor-pxat
Вар хӗрринче малтанах вӑш-вашшӑн шӑлавар кӑшкарӗ айӗнчен тухкаласа кайнӑ кӗпи вӗҫне вырӑнне чикрӗ, унтан пӗр авӑк хашка-хашка сывлӑш ҫавӑрса, сывлӑша тайса итлесе тӑчӗ — сасӑ кашни ҫеккунтрах уҫӑмсӑрланса, иксӗлсе пыни палӑрчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ҫитес эрнере ТР Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе Тутарстанран 30 волонтер Хура тинӗс хӗррине каять. Вӗсен хушшинче чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксене пулӑшма каякан ветеринари академийӗн студенчӗсем те пур», – каланӑ Ринат Садыков.
Ҫывӑх вӑхӑтра Хура тинӗсе мазутран тасатма республикӑран 30 волонтер каяҫҫӗ // Оксана Бердникова. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... r-xutsanat
Конгресс хастарӗсем унта чӑваш литературин классикӗн К.В.Ивановӑн тата Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкӗсене халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри «Аслӑ Силпи ялӗнче…» халӑх пултарулӑхӗн фестивальне йӗркелесси ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.
Розмыселсем крепость патне кукӑр-макӑр ҫул — апроши чавма тытӑннине ырларӗ вӑл, Алексей Адашевпа Григорий Выродкова хӳме ҫывӑхне тар ытларах турттарса пыма хушрӗ, патша полкӗнчи ҫынсенчен ҫуррине ҫапӑҫӑва илсе кайма ирӗк пачӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Астӑватӑп, пӗр эрне хушшинче эпӗ ҫак кӗнекесене вуласа тухрӑм: «Кирилл и Мефодий — просветители славян», «За богом молитва, за царем служба не пропадают», «Покорение Сибири», «Великомученица Варвара», «Сказка о золотом петушке».
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Юрий Арлашкин Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн — ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн салам ҫырӑвне вуласа пачӗ, Канаш районӗ пурнӑҫпа тан утнине, аталану потенциалӗпе малашлӑхӗ пуррине палӑртрӗ.
95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/
Ҫапла виҫҫӗмӗш ачашӑн паракан регионти амӑшӗн капиталне 200 пин тенкӗ таран ӳстернӗ, пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене, тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗр уйӑрса памалли черет, унччен чылай ҫул пухӑнса пынӑскер, палӑрмаллах чакать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/12828-ch-vas ... rupa-tukhr
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев 2017 ҫулхи январӗн 30- мӗшӗнче «О реализации на территории Чувашской Республики проектов развития общественной инфраструктуры, основанных на местных инициативах» 7 № Указа алӑ пуснӑччӗ.
Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh
Чӑваш Республикин 2020-2024 ҫулсенче социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармалли харпӑр хӑй программипе килӗшӳллӗн, ОЭЗ территорийӗнче индустри паркне туса хурассипе тӑрӑшаҫҫӗ, газпа электричество кӗртме техусловийӗсене илнӗ.
«Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонин резиденчӗсемпе пӗрремӗш килӗшӳсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/18/n-sh ... idenchesem
Пӗр ҫуртӑн хапха юпи ҫумне пӗлтерӳ-чӗнӳ ҫыпӑҫтарса хунӑ: «Хабаровский педтехникум по ул. Запарина, 45 обьявляет дополнительный набор студентов на первые и третьи курсы. Обращаться… — сехетсене кӑтартнӗ, — в дирекцию техникума».
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Паллах, чӑваш чӗлхи науки пӗтӗмӗшле чӗлхе науки шайӗпе танлашма тӑрӑшать, унти идейӑсемпе концепцисене шута илет, ҫавна май пӗтӗмӗшле чӗлхе наукинче усӑ куракан терминсене чӑвашла палӑртас ыйту та ҫулсеренех ҫивӗчленсе пырать.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
«Пике» фабрика «Almando Melado» маркӑпа килте тата каннӑ чухне тӑхӑнмалли ҫипуҫ туса кӑларать, Валентина Мельникова усламҫӑ «YARCHE» брендпа спорт тумтирӗ шухӑшласа кӑларнӑ, «lifestyle» ятпа вӑл костюмсем, комбинезонсем, купальниксем ҫӗлет.
Чӑваш ҫӗвӗҫӗсем Мускаври курава хутшӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35881.html
2024 ҫулхи январӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 15-мӗшӗччен надзор ведомстви экспорт валли тырӑ тирпейлекен Пушкӑрт предприятийӗсем хатӗрленӗ 2110 тонна тулӑ тата ыраш сӑсӑлне Казахстана, Киргизие тата Узбекистана яма контроль тунӑ.
Пушкӑртра сӑсӑл экспортне тӑватӑ хут ӳстернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-4063549
Редакцин ҫӑмӑл машина та пур, анчах Паланов хаҫатра ӗҫлекенсене унпа нумаях ярӑнтарса ҫӳретесшӗн мар: «Машина ҫинче ярӑнса хаҫат валли материал пухакан ҫын журналист-и? Ҫук! Вӑл хӑйне кӑтартса ҫӳрекен гастролер кӑна», — текелет.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Шупашкарти реле хӳтӗлевӗпе автоматика специалисчӗсен квалификацине ӳстерекен институт тата хамӑр институт инженерӗсем Ҫӗрпӳри хӑмла фабрикинче продукцие тасатакан агрегат /сортировка/ пуҫласа пухрӗҫ.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№


