Short
Минтимер Шариповича Тутарстанра пурӑнакан пӗтӗм чӑвашсен ятӗнчен ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, телей, мӗн шутланине пурнӑҫлама вӑй-хал, ҫирӗп сывлӑх тата ҫемьепе ҫывӑх ҫынсен чун ӑшшине сунатпӑр.
Паян, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Тутарстанӑн пӗрремӗш Президенчӗ, ТР Патшалӑх Канашҫи Минтимер Шаймиев 88 ҫул тултарчӗ // Хусан тӑрӑхӗ. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... 88-cul-tul
Чартков художник, ылтӑн тупнипе каҫса кайса, унчченхи таса пурнӑҫне йӑлтах ҫӗмӗрсе тӑкать, чапшӑн, светски пурнӑҫшӑн ҫунма пуҫлать, «хитре» портретсем ӳкерекен ремесленник пулса тӑрать, вара хӑйӗн талантне яланлӑхах тӗп тӑвать.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Ирхине кӑна-ха Леди, Бахира йӑпӑрт тӗл пулсан, иккӗшӗн кунҫулӗ ҫавнашкалшӑн, вӗсен юратӑвне инкек ура лартнӑшӑн йӗрсе илнӗччӗ; ӑна йӑпатмалӑх нимех те калайманччӗ йӗкӗт, мӗншӗн тесен тепӗр пилӗк ҫулсӑр та вӗсем ҫурт лартаймаҫҫӗ…
6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫырӑрах милкемес ҫӳҫне аллипе вирелле тура-тура, куҫне «пӑшатанлатса», тавралла йӑшт-йӑшт витӗрлесе, «шӑтарса» илчӗ: кунта тавраран ҫаврӑнса «Ҫурҫӗр» поселок урлӑ килнӗскер, каялла, Шупашкаралла, тӳррӗн «тапса сикес» килчӗ унӑн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Виҫӗ хут аманнӑ: 19.06.1942 ҫ., 03.01.1943 ҫ., 01.03.1944 ҫ. Гварди лейтенанчӗ Соколов Александр Невский орденне 26-мӗш гварди дивизийӗнчи 79-мӗш гварди полкӗнче рота командирӗ пулнӑ чухне 1945 ҫулта мартӑн 6-мӗшӗнче приказпа килӗшӳллӗн илме тивӗҫнӗ.
Александр Невский орденне тивӗҫнӗ офицерсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Константин Ивановӑн культура еткерӗн пӗлтерӗшне шута хурса, унӑн ӗҫ-хӗлне асӑмлӑ тӑвас, халӑха литературӑна тимлӗх уйӑрма хистес тӗллевпе 2015 ҫула Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн К.В. Иванов ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ.
Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10
Пакетран пуҫланӑ эрех кӗленчи илчӗ, пластик пӑккине шӑлпа ҫыртса туртса кӑларса, хаяр шӗвеке пӗр сывламасӑр ҫур кӗленче таранах ланкӑртаттарчӗ, ӳпкери сывлӑшне тулалла вӑрӑммӑн вашкӑрттарса илчӗ те васкасах кӗленчене пӑкӑларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Акӑ, Кирле хапха патне ҫывхарчӗ, ӑна курсанах Курак матки ҫил-тӑман пек талкӑштарса пычӗ те: — Ӑҫта мурта ҫӳретӗн эс? Карланкӑ ыратиччен кӑшкӑртӑм сана. Эсӗ пӗр сас-хура та памастӑн. Сана-и?! Сана-и, луччӑ… — терӗ ҫӗлен пек чашкӑрса.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Чӑнах та, ҫак минутра ӑна Анушка ҫав тери ӑслӑ, йӗркеллӗ, ытарма ҫук кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнчӗ: вӑл пӗрре те тантӑшӗ ҫинчен усал ят тухнӑ тесе питлеме, ӑна тӑрӑхлама тӑрӑшмасть, ӑна хӑй енне ҫеҫ кӑчӑк туртать, юлташла пулӑшу ҫеҫ сӗнет.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сивӗ, хаяр куҫӗпе малалла тирӗнсе, алтӑклӑ-путӑклӑ ҫулпа хӑнт-хант сиккелесе пынӑ май сасартӑк Пурис хӑй умӗнче, ҫул хӗрринче, ҫурӑмӗ ҫине самаях мӑнттай рюкзак ҫакнӑ, ватталла сулӑннӑ йӑпшак арҫын аллине ҫӗклесе тӑнине асӑрхарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Семинар ӗҫне район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, хуҫалӑх ертӳҫисем, ял хуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсем, Пушкӑрт Республикинчи районсен хушшинчи «Россельхозцентр» ФГБУ филиалӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Флорит Исламов хутшӑннӑ.
Пишпӳлек районӗнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... tn-3862742
СССР Генеральнӑй прокуратурин 1955 ҫулхи сентябрӗн 24-мӗшӗнче кӑларнӑ приказне тӗпе хурса ЧАССР прокурорӗ Канаш хулине, Канаш тата Шӑхасан районӗсен прокуратурисене пӗрлештерсе пӗр прокуратура туса хурасси ҫинчен приказ кӑларнӑ.
Канаш прокуратурин кун-ҫул // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%ba%d0% ... 83%d0%bbe/
Ҫак самантра Поросенков хӳмерен ҫакӑнса тӑнӑ чух хӑйне сӑмсинчен ура кӗллипе тӑхӑнтартса янӑ дружинник унӑн пиншакӗн шал енчи кӗсйинчен эрех кӗленчин пырӗ курӑнса тӑнине асӑрхарӗ те, ӑна пӗррех туртса кӑларса сӗтел ҫине лартрӗ.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Паянхи пирӗн пӗтӗм совет литератури мӗнле пулмаллине, писателӗн пархатарлӑ ӗҫӗ ҫинчен Н. С. Хрущев РСФСРти писательсемпе композиторсене чысласа йышӑннӑ кун (1960 ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче) каланӑ ҫав тери витӗмлӗ сӑмахсене аса илер-ха.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Ҫӗнӗ хаҫат-журналпа тултарса хулпуҫҫи ҫине ҫакать те хӑйӗн йывӑр сумккине харсӑр хӗрарӑм, малтанах Пысӑк Енккассинчи Карл Маркс урамӗнче пурӑнакансене хаҫат валеҫет, унтан Вӑрманкаспа Энтрияль ялӗсенчи ҫыннисем патне васкать.
Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Малтанхи хӑва тӗмӗсенчен иртсенех тем пулчӗ ӑйӑра: те тункатаран, те урӑх япаларан хӑрарӗ — сасартӑк унталла-кунталла тапса сикрӗ, ҫуна лешенккине шатӑрах хуҫса, лавҫине ҫуна тӗпӗнчен кӑларса ывӑтса, хурӑн тункатине пырса ҫапрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Амӑшӗ тӗттӗмре Эрнепи ӳчӗ патне илсе пынӑ хушӑра вӑл часрах кӗсьерен пекӗ кӑларчӗ, Эрнепи йӑвантарса янӑ каска пуканӗ ҫине хӑпарса тӑрса алла кӗнӗ йӑлмака пӗрре кассах татса пӑрахрӗ, Эрнепи ун аллинчен вӗҫерӗнсе ҫӗре персе анчӗ.
7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
90-мӗш ҫулсенче Мускав варринче Чӑваш Енрен тухнӑ 500-е яхӑн ҫын тӗл пулать, тӑван чӗлхепе калаҫать, тӗп хулана килекен пултарулӑх коллективӗсен чӑваш юррисене итлет, фольклор ушкӑнӗсене хутшӑнать — ҫакна пӗлсен ҫав тери тӗлӗнтӗм.
Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Урлӑ ҫулӗ сарлакӑшӗпе ҫирӗм-вӑтӑр метр таранах, хӗррисем йывӑҫсӑр, вӗсен, хӗррисен палӑри-палӑрми ҫеремӗ алтӑк-кӑлтӑклӑ, сарӑхнӑ курӑклӑ, тылла пуҫҫиллӗ, тал пиҫенлӗ, кӑлканлӑ, шӑршлаккайлӑ, хура сӗлӗллӗ, шартла, шатра курӑксемлӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак тема ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ май Леонард Левый субботниксене хастар хутшӑнма тата сӑваплӑ ӗҫе хушма хуҫалӑхсенче пурӑнакансене те активлӑ явӑҫтарма ыйтрӗ, территорисене тасатас ӗҫе Мӑнкун уявӗччен вӗҫлемеллине каларӗ.
Тивӗҫлисене — чыс-хисеп // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... %b5%d0%bf/


