Short
Упӑшки хаҫат пӑхса ларать, анчах вӑл вуламаннине арӑмӗ лайӑх пӗлет: Макар пӑшӑрханнӑ е куляннӑ самантсенче калаҫмасть, хаҫат е кӗнеке тытать, анчах страницӑсене уҫмасӑр, саспаллисене курмасӑр, пӗр тӗле пӑхса, вуланҫи пулса ларать.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Сывлӑшӑн вязкость пуррине пире ҫил ҫӗр ҫийӗнчен ҫӳлерехре вӑйлӑрах пулни (сывлӑш пысӑкрах хӑвӑртлӑхпа куҫни) кӑтартса парать; ҫакӑ ӗнтӗ сывлӑш юххи шывӑн тӗпӗнчен ҫӳлерехри пайӗсем хӑвӑртрах юхнине пӗрешкелех пулнине палӑртать.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Пирӗн ҫынсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсен, ывӑлӗ-хӗрӗсен, тӑванӗсемпе юлташӗсен куҫҫулӗпе юнне нумай курнӑ, вӗсем вӑрҫӑпа мир, нушапа телей, пусмӑрлӑхпа ирӗклӗх, ырӑ кӑмӑллӑхпа усаллӑх мӗн иккенне лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа ырӑ кӑмӑллӑ вӗсем.
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Хӗр, йӗкӗт хӗскӗчӗнчен хӑтӑлса тухнипе тӳрех ӑна-тӑна кӗрсе ҫитейменскер, саланса чӑл-ханма пуҫланӑ ҫӳҫне-пуҫне, пилӗк тӗлӗнче лӳчӗркенсе хӑларнӑ-хӑмпӑлчӑланнӑ кӗпине турткаласа тирпейлерӗ те каччӑран аяккарах вашт куҫса ларчӗ:
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Ҫӗнӗ Шупашкар» промышленноҫ производствин ятарлӑ экономика зонин малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем пирки хыпарланӑ, ӑна туса хурассине Раҫҫей Правительствин 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑннӑ постановленийӗпе ҫирӗплетнине пӗлтернӗ.
«Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонин резиденчӗсемпе пӗрремӗш килӗшӳсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/18/n-sh ... idenchesem
Кирюкӗ те маххӑ памасть, тапӑнаканни ҫапма тесе аллине сулса янӑ чух кӳлепине велт айккинелле пӑрчӗ те ал лаппин тӳрттӗшӗпе нӑчӑк тутарчӗ ӗнсинчен, шапа пек аллисене сарса лач ӳкрӗ симӗс курӑк ҫине Кирюкран ик ҫул аслӑрах Мӑккӑль.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫапла килӗшсен, вӗсем те отряд хыҫҫӑн тухрӗҫ, ӑна хӑваласа ҫитсе, икӗ милиционера утара каялла ячӗҫ, виҫҫӗшне ҫывӑхри разъездранах Канаша кайма каласа хӑварчӗҫ, вара — ыттисенчен иртсе, Йӗпреҫелле пултарнӑ таран хӑвӑрт вӗҫтерчӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗррехинче Мухаров хӑйӗн тусӗ патне (Макара училищӗре пӗр пӗчӗк чӑлан евӗр пӳлӗм панӑччӗ), кӗчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: ялан тирпейсӗр пулнӑ пӳлӗм тап-таса; урай, чӳрече кантӑкӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ; пур-ҫук япаласене тирпейлесе хунӑ.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫамрӑксем хӑйсен кулленхи пурнӑҫӗнче, вӗренӳри уйрӑмлӑхӗсенче мӗн курни-илтнине каласа панӑ тата кадет корпусӗнче илнӗ хатӗрленӳ вӗсене йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тата пулас профессие алла илме мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Нацин пӗрлӗхӗ – малашлӑх никӗсӗ: Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш кадет корпусӗнче уҫӑ калаҫу мелӗпе лекци ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/19/11
Лиза Виктор каланине итлесе ларнӑ та хӑйне хӑй: вӑл тӗрӗс, пин хут тӗрӗс калать, ҫак пур сӑвӑсене те саккунсене пӑснӑ вӑхӑтра, ним айӑпсӑр ҫынсене тӗрмене лартнӑ чухне, час-часах суялӑха чӑнлӑх вырӑнне кӑтартнӑ кунсенче ҫырнӑ, тенӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Хӗрача, хӑйӗн ӑстӑнне пӑхӑнмасӑр, темӗнле куҫа курӑнман вӑй вӗҫӗмсӗр хӗтӗртсе тӑнине пула, хыпалансах тӗттӗм чӑлана кӗрсе пур-ҫук япалисене чӑматана персе чикрӗ те, ытлашши сас-чӗв тӑвасран шикленсе, урама вӑрӑ пек йӑпшӑнса тухрӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Анчах та тепӗр ырӑ юмӑҫ та ҫав вӑхӑтрах тимӗр чӗлхи каланӑ: «77 хӗрелсе тухакан хӗвел. Ҫав хӗвеле хӑҫан та хӑҫан пуртӑпа кассан юн тухӗ, ҫавӑн чухне тин юн тухтӑр. Пӗрре сурса пӑх та, ҫат юсантӑр. Турӑран ырлӑх, этемрен сиплӗх!» — тенӗ.
Асамлӑ пуртӑ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 170–172 с.
Сившу хӗрсем ҫитрӗҫ уйрӑм пӗр ушкӑн, Куҫ тулли илемлӗ курса тӑмашкӑн, Пуринчен те ачашрах Чӗкеҫ курӑнать, Пур каччӑн та куҫӗ ӑна асӑрхать, Ушкӑн, ушкӑн, хӗр ушкӑнӗ — Шур хур ушкӑн евӗрлӗ, Йӗшкӗн каччӑн вӗт ушкӑнӗ Ҫӳлти хӑлат манерлӗ.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хӑвӑрах шухӑшлӑр, ака-суха тума пултараҫҫӗ пулсан, мӗншӗн эсир вӗсене фронтра, хӗҫпӑшал тытса, ҫапӑҫма пултараймаҫҫӗ пулӗ тетӗр? — мӗн калӗҫ-ха тенӗн, Андрей Прокофьевич малтан анне, унтан Александра Яковлевна ҫине тинкерсе пӑхрӗ.
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Анчах халӗ, хӑй те сисмесӗр, вӑл Иннӑна самантрах тем чухлӗ япала каласа пачӗ: Наташӑпа Аркадий ҫинчен те, строительствӑри хыпар-хӑнара та, хӑйне хӑш чухне чӑнах та кичем пулни, пӗччен пурнӑҫ кӑштах йӑлӑхтарма та пуҫлани ҫинчен те…
Пӑр катӑкӗсем // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 168–183 с.
Кунта куракансем тӗрлӗ чӗрчунсемпе кайӑк-кӗшӗк кӳлеписене, авалхи шкул парттине тата ҫав ҫулсенчи хӗрачасен шкул формине курма, шкултан вӗренсе тухнӑ паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе, асаилӗвӗсемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ.
Чӑваш пӳрчӗ. 20 ӗмӗр // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r
Арҫын хай тӑракан вырӑнтан васкамасӑр пӑрӑнса тӗрӗслев кӗтес илет: «Куратӑн-и, пурте йӗркеллӗ. Санӑн куҫу чалӑшма пуҫланӑ. Урӑх ман пата клише йӑтса ан кил. Ӑнлантӑн-и?» — тесе вылявлӑн шӗвӗр пӳрнипе Вӗҫелиса пилӗкӗнчен тӗксе илет.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Акӑ мӗскер, кинемисем, лартса каймарӗ ку тесе кӑмӑла йывӑр ан илӗр — халь ман вырӑн ҫук, эп кӗҫех каялла таврӑнатӑп та сире кабинӑна лартсах хӑвӑр ҫитес ҫӗре ҫитерсе хӑваратӑп, унччен эсир тепӗр машин ҫине ларса вӗҫтермесен паллах.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
— Ав, Нинук пултӑр! — йӑл-йӑл кулкаласа, аллине чипер тумланнӑ, ҫурхи сарӑ чечек сӑн-питлӗ, йӑл сывлӑм куҫлӑ, ҫаврашка туталлӑ ултӑ ҫулхи хӗр ача еннелле ҫӗклесе илчӗ Аля, «пиҫекен хура хурлӑхан», тӑваттӑмӗш класа куҫнӑ «отличница».
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Малтанах йӑлана кӗнӗ йӗркепе ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ, амӑшӗн капиталӗн сертификачӗсене 3 ача амӑшне пачӗҫ.
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21


