Short
Савӑнӑҫлӑ мероприятие уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ЧР вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата ыттисем те хутшӑннӑ.
Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/
Урӑхла каласан, тӗрмере ларакансен хӑш-пӗр ушкӑнӗсене йывӑрах мар преступленисем тунӑшӑн патшалӑх каҫарма тата вӗсене ирӗке кӑларма документ йышӑннӑ.1953 ҫулхи мартӑн 5-мӗшӗнче Сталин вилнӗ хыҫҫӑн та халӑх амнисти пуласса кӗтнӗ.
"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51566-obsh ... h-n-khur-2
Енчен те эпир унччен палӑртнӑ тата халь ума лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫласа пырсан паянхи чӑрмавсене ҫӗнтерме, ҫӗршыва планпа килӗшӳллӗн аталантарса пыма, унӑн экономикине тата хӳтӗлев пултарулӑхне ҫирӗплетме пултарӑпӑр.
Тулли мар мобилизаци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d1%82%d1%8 ... bd%d0%bda/
Ҫаксене тӑвас тесен, Вишневский шучӗпе, халӑха вӗрентес ӗҫе ҫӳллӗрех шая ҫӗклемелле, нумай пусӑллӑ пусӑ ҫаврӑнӑшӗсем йӗркелемелле, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине пур енӗпе те лайӑхлатмалла, садсем лартмалла, пахча-ҫимӗҫ ӳстермелле.
Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.
Ак тытӑнать ӳпкелеме (ӑна, упӑшкине, ӑнланмасть, карьера тума пулӑшмасть), пурнӑҫне ӳпкелеме (ӑнмасть, кипкепе ҫуралман), ашшӗ-амӑшне ӳпкелеме (укҫа-тенке хӑварман), ӗҫри хӑшпӗр юлташӗсене ӳпкелеме (ӑнланмаҫҫӗ, ӗҫӗнче ӳстермеҫҫӗ).
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Пулӑ тытмалли ҫекӗл, хӑяр шӑвармалли хатӗр, икӗ ретлӗ кӗрепле, хӗлле сӑртран ярӑнмалли ҫӑмӑл ҫуна (унпах вӑл таса уй тӑрӑх вӑйлӑ ҫилпе усӑ курса пир парӑс карӑнтарса ярӑнатчӗ), мулкач тытмалли капкӑн - пурне каласа пӗтерес те ҫук.
Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Шупашкар хулин агломерацийӗн мастер-планне пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе кӑҫал ака уйӑхӗнче «ДОМ. РФ» палӑртса хунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетӗ, ҫурт-йӗр енӗпе хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳсене тӑвӗ, ҫав шутрах социаллӑ сферӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене те пӑхса тухӗ.
Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha
Чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Георгий Рахмуллин шкулта юнкорсен кружокне йӗркеленӗччӗ — унта ҫӳренӗ май 4-5-мӗш классенчех район хаҫатне, республикӑри ача-пӑча валли тухакан «Пионер сассине» заметкӑсем ҫырма пуҫларӑм.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Вӗсем агропромышленноҫ комплексӗн аталану ҫул-йӗрне, ялти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессипе, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗренӳпе тата социаллӑ хӳтлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене, ҫавӑн пекех ялти журналистикӑн ял аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшне сӳтсе яврӗҫ.
Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Темпе тав туса пӗтермелле пулать ӗнтӗ ӑна — пӗлместӗп, — тулли кашӑка тути ҫывӑхне леҫе-лӗҫе васкаварланна хушӑра кӑшт шухӑша путанҫи курӑнчӗ те Андрей Васильевич, — питне-куҫне самантрах хӗлхемлӗ ӑшӑнчӑкпа ӑшӑтса та пӑрахрӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Вӗрентӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, гуманитари тата цифра профильлӗ «Точка роста» вӗренӳ центрӗсене йӗркеленӗ: 2019 ҫулта - Атнар, Мӑн Этмен, Хӗрлӗ Чутай шкулӗсенче; 2020 ҫулта - Ҫӗн Атикасси шкулӗнче, 2021 ҫулта - Питӗркасси шкулӗнче.
Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur
Ял тӑрӑхӗн икӗ теҫеткене яхӑн волонтерӗсем, Наталья Венеровна Ковальцова ертсе пынипе, боецсемпе ентешӗсем валли маскировка сеткисемпе масхалатсем явас ӗҫе куллен хутшӑнаҫҫӗ, гумконвойсене йӗркелес ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.
Ял ҫыннисен интересӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ha-4009604
Ҫак укҫа-тенкӗпе тата хӑйӗн нухрачӗпе вӑл ӗне вити валли строительство материалӗсем туянса ӑна хута яма пуҫӑннӑ, тырӑ тасатмалли комплекс хута янӑ, тырӑ акакан тата выракан оборудованисемпе пуянланнӑ, Газель автомашина туяннӑ.
15 миллион тенкӗлӗх гранта тивӗҫнӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... ec%d0%bde/
Чечеклӗ пурҫӑн тутӑрне тирпейлесе ҫыхсан, ун тапӑлкка пит-куҫӗ килӗшӳллӗ курӑнчӗ, каччӑ, канӑҫсӑр сывласа, салтак шӑлаварӗ кӗсйинчен шӑрпӑк курупкипе пирус пачкине кӑларчӗ, ҫавӑнтан каялла чиксе хучӗ — туртма хӑймарӗ пулмалла.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.
Каялла парас вырӑнне, Чернов хыттӑн вула пуҫларӗ: «По полученным агентурным сведениям в Казанской губернии образовался «Чувашский кружок» учителей, поставивших, видимо, своей задачей и революционную пропаганду среди крестьян.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Акӑ ҫапла майпа 2021 ҫулта Исетерккӗ ялӗнчи Ҫӗнтерӳ 30 ҫул тултарнин тата Алексеевсен урамӗсене сыпӑнтаракан урам ҫулне вак чул сарса хытарма тата Отарккӑри Лесная урамра вӑй-хала ҫирӗплетмелли тренажерсем вырнаҫтарма май килнӗ.
«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh
«Пӗр ҫемьерех темиҫе ученӑй е темиҫе музыкант, е темиҫе писатель, е темиҫе артист пулнине пӗлетӗп, анчах пӗр харӑс виҫӗ художник пулнине астумастӑп. Пулнӑ та пуль те — эпӗ пӗлместӗп», — тесе шӳтлекелет хӑйӗн кил-йышӗ пирки Макар.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Чӑннипех калать пуль-ха Инесса, анчах Тарановӑн авланас килмест: кирек мӗнле хӗрарӑмӑн та эс ман арӑм пулатӑн тесе хут уйӑрттарнӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех мӑйракапа хӳре шӑтса тухас пек, ҫӗр ҫинче тепӗр шуйттан хушӑнас пек туйӑнать…
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ку тӑрӑхра тӗпленнисем «Госсорткомиссия» сортсем сӑнакан станци филиалӗнче, Агамерянӑн сӗт заводӗнче, Прокопьевӑн, Петровсен фермер хуҫалӑхӗсенче, «Слава картофелю» агрофирмӑра тӑрӑшаҫҫӗ, округ центрне ӗҫе ҫӳрекенсем те пур.
Ҫынсем пуҫаруллӑ, пултаруллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d1%8 ... %bb%d3%91/
Тикеш ялӗнчен ҫӳрекен медсестра Куляпа пӗрмай ӑшӑ куҫпа пӑхса калаҫать, акӑ вӑл часах марля татки тупса тухрӗ те пуҫтарӑннӑ мӗнпур тимӗр, хут укҫана явӑкласа ҫыхса кутамккан шалти пӗчӗкрех кӗсйине чиксе пачӗ: «Ан ҫухат», — терӗ.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.


