Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫилпе хӗвел ҫинче шурса кайнӑ куҫхаршийӗсем халӗ пачах палӑрмаҫҫӗ, куҫӗсем ҫеҫ, кӑвак куҫсем, ачашшӑн пӑхса кулаҫҫӗ.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Пенишора ҫилпе кушӑрханӑ тутипе кӗленчери шыва халиччен курман пекех ӗҫме тытӑнчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хур тӗкне ҫилпе вӗҫтерсе сая ярар мар — тӳшек тума лайӑх.
Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.
Ҫак кунсенче унӑн кӗре пичӗ, ҫилпе кушӑркаса, хӗвелпе пиҫсе, пушшех хуралнӑ; куҫ айӗнчи, сӑмси ҫинчи чӗкеҫ шатрисем хытӑрах палӑракан пулнӑ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Чиперри вӑл, паллах, ун ҫине хӑйса пӑхайми чипер мар: ӳчӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, ҫилпе кушӑрханӑ питӗнче чӗкеҫ шатри палӑрать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Унӑн пичӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, ҫилпе кушӑхнӑ, аллисем, ана ҫинчех юр айне пулнӑ ҫӗр улмине кӑларса, ҫуркаланнӑ, хытнӑ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ват ҫын ылханӗ ҫӗре ӳкес ҫук, ҫилпе вӗҫсе каяс ҫук.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Пирӗн нумай уй-хирти культурӑсем ҫилпе ҫеҫ мар, вӑрманти тӗрлӗрен усӑллӑ шӑна-пӑвансемпе шӑркалансан пӗтӗҫленеҫҫӗ.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Униче патӗнченех ҫуртри калчи, чӗркуҫҫирен те ҫӳллӗ хӑпарнӑскер, вӑштӑр-вӑштӑр ҫилпе хумханса ларать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Шӗвӗр кӗлӗллӗ туфли шаклаттарнине илтетӗп, унӑн плащ аркийӗ ҫилпе ҫапӑна-ҫапӑна вӗлкӗшет.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Укҫа кӑна ҫилпе вӗҫӗ.
1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Эпӗ хам панӑ сӑмаха нихҫан та ҫилпе вӗҫтермен, — терӗ, ҫавӑнтах подвалран тухакан ывӑлне асӑрхарӗ.
Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Юлашкинчен мӗн калаҫни ҫилпе ан вӗҫтӗр тесе, пӗр-пӗрин аллине чӑмӑртарӗҫ.
Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫилпе, хӗвелпе типсе шултӑрканӑ кивӗ йывӑҫ мечӗт 10 — 15 минут хушшинчех ҫунса кайрӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫавраҫил сапаласа хӑварнӑ вутпуҫҫисем, ҫав ҫилпе амаланса, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ килте пушар кӑларма пуҫларӗҫ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗрӗн пуҫӗнчи тутӑрӗ мӑйӗ ҫине анса ларнӑ та, ҫурма кӑтра ҫӳҫӗ ҫилпе вӗлкӗшет.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн ӗмӗр тӑршшӗпе пуҫтарнӑ мул виҫ кунтах ҫилпе саланать.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Виҫӗ хурӑнне те алӑпа ачашласа пӑхрӗ вӑл, типсе ларнӑ, темле майпа ҫилпе вӗҫсе каяйман темиҫе ҫулҫине татса илчӗ, каллех макӑрма пуҫларӗ — арҫынсем вӑл тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлкаланине курчӗҫ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ханша аллинчен вӗҫерӗннӗ явлӑк ҫилпе айккинелле вӗҫсе кайрӗ, унтан, аманнӑ акӑш пек, шыва ӳкрӗ, хумсем хушшинче вылянкаласа куҫран ҫухалчӗ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сыхлан, Сафа-Гирей, пуҫӑнту ҫӗлӗкӳ ҫилпе вӗҫсе ан кайтӑр…
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.