Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланӑччӗ (тĕпĕ: шутла) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа, халӑх ыйтнипе, кунта та шкул тума шутланӑччӗ.

Help to translate

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

«Мӗн илтӗм эпӗ кунта пӗр ҫулталӑк вӗренсе? — шутланӑччӗ вӑл ун чухне, каллӗ-маллӗ уткаласа.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

«Мӗнех, киноактёр — начар ӗҫ мар, сана мӗнпур ҫӗршыв, ҫӗршыв кӑна та мар, тӗнче пӑхма пултарать», — шутланӑччӗ вӑл шӳтлемесӗрех.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӑт ҫапла эпӗ пӗлтӗр (анчах куна эсӗ никама та ан кала) утмӑл пилӗк ҫул тултартӑм та ӗҫлеме пӑрахас та-и тесе те шутланӑччӗ — сасартӑк хаҫатра кура паратӑп: Егоров маҫтӑра Ленин орденӗ панӑ!

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Эпӗ сан патна ҫырас та мар, тесе шутланӑччӗ, анчах мана пӗр самантлӑха та канӑҫ пулмарӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫав укҫа мана Анфиса валли парне илме кирлӗччӗ, вӑл — ҫуралнӑ кунне уявлама шутланӑччӗ

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Эпӗ ҫавӑн чухне Анфисӑпа ҫыхӑнӑва йӑлтах татма шутланӑччӗ, анчах манӑн каллех хам шутланӑ пек пулса тухмарӗ…

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Унпа эп ыран тӗл пулса калаҫма шутланӑччӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вилӗмӗ ҫывхарнине сиссен кӗрӗкне хывма, унпа вара ывӑлне чӗркесе вырттарма, ҫиелтен юр купалама шутланӑччӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗсем ҫав кунах каялла таврӑнма шутланӑччӗ, самолет ҫине билетне те илнӗччӗ, анчах хайхискерсем универмагсене кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн аэродрома ҫитрӗҫ те ҫанталӑк тӗтреллӗ пулнӑ пирки самолет яла вӗҫменни ҫинчен пӗлчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Малтанласа, вӑрманта пурӑннӑ чухне, вӑл Ишмука шансах та пӗтерменччӗ, ӑна ҫичӗ ют вӑслатса янӑ ҫын пуль тесе те шутланӑччӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паҫӑр вӑл урӑхла шутланӑччӗ: ҫав ҫын ҫурисене пӗр кашкӑрӗ хӑратса тӑрсан та ҫитет пуль тенӗччӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Санюк аманман пулсан, вӗсем хӗвелтухӑҫ еннелле кайма та шутланӑччӗ, анчах утайман ачапа ниҫта та тухма ҫукки пуриншӗн те паллӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗрре кӗмех шутланӑччӗ, шӑп ҫав самантра пӗтӗм тавралӑха чӗтретсе вӑтӑр-хӗрӗх нимӗҫ самолечӗ кӗрлесе иртрӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Малтанах амӑшӗ вӑрҫӑ вӗсен поселокӗ патне ҫитесси ҫинчен шутламарӗ, тӑшмана хамӑр чикӗрен кӗртсе ярас ҫук тесе шутланӑччӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ тухтӑрсем ку тӗлӗшпе ҫветтуйсем пулӗ тесе шутланӑччӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лена ҫав хушӑра пӗр-ик хут та Павӑл патне ҫыру ҫырма шутланӑччӗ, анчах аптра тӑчӗ: ӳкӗнсе каҫару ыйтмалла-и е тӳрех таврӑнма килӗшни ҫинчен пӗлтермелле-и?

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӗррехинче, уҫӑ вӑхӑтра, Ула Тимӗр, юлташӗнчен велосипед илсе, Полина пурӑнакан яла ҫитсе ҫаврӑнма та шутланӑччӗ, анчах, каптӑркка, начар-нӗчӗр ҫи-пуҫлӑскер, пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн утма картса хунӑ савнийӗ умӗнче сайра, ҫемҫешке тӗклӗ ҫамрӑк автан пек курӑнма вӑтанчӗ, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ те ӑна ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрекен тӗккеленчӗк вырӑнне йышӑнасран шикленчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпир малтан асӑну хӑмине вӑл ҫуралнӑ кун, раштавӑн 4-мӗшӗнче уҫӑпӑр тесе шутланӑччӗ.

Help to translate

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Ҫакӑн хыҫҫӑн рабочисен кӑмӑлӗсем пӑсӑлаҫҫӗ тесе шутланӑччӗ мастер, тӗрӗсе килмерӗ.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed