Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрас (тĕпĕ: тӑр) more information about the word form can be found here.
Вӑрҫӑ вӑхӑчӗ тӗрӗс-тӗкел тӑрас ҫук.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Фантазие вӑрҫӑ пӗтиччен чарса тӑрас пулать, ун пек ҫӗнӗ ӗҫе аппаланма юрамасть.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсенчен нумайӑшӗсем иртнӗ ҫулсенче те вӑрманта ӗҫленӗ, ҫавӑнпа пӑчкӑ туртассинчен хӑраса тӑрас ҫук.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑслӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ хӗрача пулас, ку, ӗҫре ҫитменлӗх курсан, калама аван мар тесе тӑрас ҫук, — унӑн вутхӗмле ҫиҫсе тӑракан пит-куҫӗ ҫине савӑнса пахрӗ Ятман.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджана пит ӑста купӑсҫӑ теҫҫӗ, ку та унтан кайра тӑрас ҫук.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ытарма ҫук картинӑна киленсе пӑхса тӑрас терӗ пулас, ҫурӑм ҫинчи кутамккине вӗҫертрӗ те, ҫерем ҫине выртса канма хатӗрленнӗ пек, хӑйӗн умне хучӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Илтрӗ те, чарӑнса тӑрас вырӑнне, такӑнса ӳкесле кӗпер патнелле утрӗ, хӑйне хыҫалтан темиҫе хутчен кӑшкӑрса чӗннине те хӑлхине чикмерӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата ҫакна та пӗлтерсе хума пулать: Мускав Хусана хирӗҫ пыракан кӗрешӳре ҫурма ҫулта чарӑнса тӑрас ҫук, эпир турӑ пулӑшнипе вӑл кӗрешӗве вӗҫнех ҫитерӗпӗр, Христос тӗнӗн тӑшманӗсене татӑклӑнах аркатса тӑкӑпӑр.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ту енчи ҫӗр-шыва тытса тӑрас пулсан нухай мӑрсисем сирӗн ӗнсе ҫинех улӑхса лараҫҫӗ.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай кӗсйинчи пурлӑ-ҫуклӑ укҫине тытсах пычӗ — хуралҫӑсем ытла куштанланас пулсан вӑл темиҫе алтынне хӗрхенсе тӑрас ҫукчӗ ӗнтӗ.

Help to translate

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хир кӑркки — шултра кайӑк, мӑнтӑртараххи ҫур пӑт ытла туртать, нимле сунарҫӑ та уншӑн ыраш пусси тӑрӑх пӑчӑхса ҫӳреме ӳркенсе тӑрас ҫук.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пек хирӗҫет пулсан Сафа-Гирей Хусанта нумай тытӑнса тӑрас ҫук теҫҫӗ Хусанти паллӑ ҫынсем те.

Help to translate

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Перекресток» хаҫатӑн юнкорӗ Нина Романова ҫинчен уйрӑммӑн чарӑнса тӑрас килет.

Help to translate

Шкул хаҫачӗ пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ старт парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсем ҫинче те чарӑнса тӑрас килет.

Help to translate

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Ак халь кӗрес пулать, курайман ҫыннӑн ҫӗр пӳртне кӗрсе тӑрас пулать.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпир вӑя хӗрхенсе тӑрас ҫук, — терӗ Сарыев, халиччен ним чӗнмесӗр тӑраканскер.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ман ӑҫта тӑрас ӗнтӗ? — ҫисе ярайман апатне каялла чикрӗ Северьян.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паянхи кӑларӑмра ниме бюджечӗпе ял урамӗсенчи ҫутӑ хатӗрӗсене ҫӗнетни ҫинче тӗплӗнрех чарӑнса тӑрас килет.

Help to translate

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Ӑна темле чаплӑ туса кӑларсан та, енчен те хакӗ виҫӗ пус кӑна тӑрас пулсан, чапӗ Китайри телефонсенчен те пӗчӗкрех пулӗччӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html

Вӗренӗве пулӑшасси патшалӑхӑн улшӑнми тӗп ҫул-йӗрӗ шутланать, ҫавна май эпир пӗлӳ пахалӑхӗпе юрӑхлӑхне тӑтӑшах ӳстерсе пырас, шкулсене ҫӗнетсе тӑрас енӗпе малалла ӗҫлетпӗр.

Поддержка образования остается неизменным приоритетом государства, и мы продолжим последовательно повышать его качество и доступность, обновлять и модернизировать школы.

Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/09/01/glava ... aet-s-dnem

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed