Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Ӑна хирӗҫ вӑйпа тӑрас тесессӗн, Вӑл — хӑватлӑ; сутлашас тесессӗн, Ӑна кам сута чӗнсе илейӗ?19. Если действовать силою, то Он могуществен; если судом, кто сведет меня с Ним?
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Фараона Иоаким ылтӑн-кӗмӗл парса тӑнӑ: фараона кӗмӗлпе тивӗҫтерсе тӑрас тесе, хура халӑха хырҫӑ тӳлеттернӗ, ҫавна фараона парса тӑнӑ; кашни ҫыннӑн хӑйӗн пайне, ылтӑнпа кӗмӗл, тӳлемелле пулнӑ, патша вара ҫакна Нехао фараона парса тӑнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иезавель, арӑмӗ, каланӑ вара: эсӗ ҫапла туса тӑрас пулсассӑн, Израильре мӗнле патшалӑх пулӗччӗ-ши? тӑр, апат ҫи те лӑплан; эпӗ сана Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине илсе парӑп, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫак Ҫурт ҫинчен Эсӗ: «Манӑн ятӑм унта пулӗ» тенӗ, апла Санӑн куҫу ӑна кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗ; Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта туса тӑрас кӗлле илтсе тӑрсамччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Самуил хӑйӗнчен патша ыйтакан халӑха Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур сӑмахне каласа кӑтартнӑ, 11. каланӑ вара: сире тытса тӑрас патшанӑн ирӗкӗ акӑ мӗнле пулать: вӑл сирӗн ывӑлӑрсене илӗ те хӑйӗн ҫар урапийӗсем ҫумне тӑратӗ, вӗсене хӑйӗн юланутҫисем туса хурӗ, вӗсем унӑн ҫар урапийӗсем умӗнче чупса пырӗҫ; 12. вӗсене вӑл пинпӳсемпе алпӳсем туса лартӗ, вӗсем унӑн хирӗсене сухалӗҫ, унӑн тыррине вырӗҫ, ун валли вӑрҫӑ кӑралӗ тата ҫар ураписем тӑвӗҫ; 13. сирӗн хӗрӗрсене хӑй валли сӗрӗш хатӗрлеттерӗ, апат-ҫимӗҫпе ҫӑкӑр пӗҫерттерӗ; 14. сирӗн хирӗрсене, сирӗн иҫӗм пахчийӗсене, ҫу йывӑҫҫи пахчисене чи лайӑххисене илӗ те вӗсене хӑйӗн тарҫисене парӗ; 15. сирӗн хирӗрсем, иҫӗм пахчийӗсем кӳрекен ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне илӗ те ӑна хӑйӗн хайранӗсемпе тарҫисене парӗ; 16. сирӗн чурӑрсемпе хӑрхӑмӑрсене, чи лайӑх яш ачӑрсене, ашакӑрсене суйласа илӗ, вӗсемпе хӑйӗн ӗҫӗсенче усӑ курӗ; 17. вак выльӑхӑртан вуннӑмӗш пайне илӗ, эсир хӑвӑр та унӑн чурисем пулса тӑрӑр; 18. ҫавӑн чухне вара хӑвӑр валли суйласа илнӗ патшана пула ахлатса йӗретӗр эсир; Ҫӳлхуҫа сире ун чухне нимӗн те хуравламӗ, тенӗ.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Самуила каланӑ: халӑх хӑвна мӗн каланине пурне те итле: вӗсем сана мар сивлерӗҫ, Мана сивлерӗҫ, вӗсене Эпӗ патша пулни кирлӗ мар; 8. вӗсем паянхи кун та унчченхи пекех тӑваҫҫӗ; Эпӗ вӗсене Египетран илсе тухрӑм, вӗсем вара, Мана пӑрахса, урӑх турӑсемшӗн ӗҫлесе пурӑнчӗҫ, сан тӗлӗшрен те вӗсем ҫапла хӑтланаҫҫӗ; 9. эппин, итле вӗсене; анчах хӑйсене тытса тӑрас патшанӑн ирӗкӗ ҫинчен пӗлтер, тенӗ.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ каланӑ: эсӗ мана тытса тӑрас пулсан та, эпӗ сан ҫӑкӑрна ҫиес ҫук; Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрес тетӗн пулсан, парне кӳр, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иосиф ывӑлӗсем каланӑ: Ефрем тӑвӗ пирӗн алӑра тытӑнса тӑрас ҫук, мӗншӗн тесессӗн айлӑмра пурӑнакан ханаансем те, Беф-Санпа ӑна пӑхӑнса тӑракан ҫӗрсенче пурӑнакансем те, Изреель айлӑмӗнче пурӑнакансем те ҫар урапийӗсене тимӗртенех тунӑ, тенӗ.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн ҫинчен илтсен, [аморрейсен] патшисем, — Иордан леш енчи сӑртлӑ-туллӑ, тӳремлӗ тата аслӑ тинӗс хӗррипе Ливан тӑвӗ патнех тӑсӑлакан ҫӗрсене тытса тӑраканскерсем, — тата хетсем, аморрейсем, [гергесейсем,] ханаансем, ферезейсем, евейсем, иевусейсем 2. пурте пӗрле пухӑннӑ та, пӗр майлӑ пулса, Иисуспа Израиль халӑхне хирӗҫ тӑрас тенӗ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ыррине,] тӗрӗссине туса тӑрас тетӗн пулсассӑн, айӑпсӑрӑн юнне санӑн ху патӑнта ҫапла ҫуса ямалла.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсе ӑна хӑвӑн аллуна илсессӗн, унта пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, ҫапла калӑн: «хам таврари ытти халӑхсем пек, хама тытса тӑма патша лартам-ха» тейӗн, 15. вара хӑвна тытса тӑмашкӑн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ ҫынна патшана ларт; хӑвна тытса тӑрас патшана тӑванусем хушшинчен суйласа ларт; хӑвна тытса тӑмашкӑн ют халӑх ҫыннине [патшана] лартма юрамасть: вӑл санӑн тӑвану мар.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнма парас вырӑнта пур ҫӗрте те йӑх тӑрӑх тӳресем, халӑха пӑхса тӑракансем уйӑрса ларт: вӗсем халӑха тӳррипе сут туса тӑччӑр; 19. саккуна ан пӑс, ҫын кам иккенне ан пӑх, сӗрев ан ил, мӗншӗн тесессӗн сӗрев ӑслисене суккӑрлатать, тӗрӗс ӗҫех тӳнтерле кӑтартать; 20. чӗрӗ тӑрас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна паракан ҫӗре еткерлӗхе илес тесессӗн, тӗрӗслӗхе, тӗрӗслӗхе шыра.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Мӑшӑрпа пӗрлешсен ура ҫине тӑрас тесе хуҫалӑха аталантарма тытӑнтӑмӑр.
Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн анне тӑван тӑрӑхра тытӑнса тӑрас темен, вербовкӑпа тухса кайнӑ, ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
«Культура учрежденийӗпе ӗҫченӗсем ҫакнашкал чыса тивӗҫни малашнехи ӗҫре хавхалану кӳретех. Хӑйсен кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗпе вӗсем уява та, кану кунӗсене те пӑхмасӑр халӑха кантараҫҫӗ, культурӑна явӑҫтараҫҫӗ, нумай наци ҫыннисен ырӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсса пыма пулӑшаҫҫӗ. Куракана ҫак енӗпе тивӗҫтерӳ парассин пахалӑхӗ малашне лайӑхланасса шансах тӑрас килет», — тет район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай начальникӗ М. Айзатуллов.
Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11