Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтарса (тĕпĕ: шӑтар) more information about the word form can be found here.
Хородничану вара ун ҫине темле сиввӗн шӑтарса пӑхать, унтан журналне, шӗлепкине илет те хӑвӑрт алӑк патнелле утать.

Хородничану пронизывал его уничтожающим взглядом, затем быстро брал журнал, шляпу и с оскорбленным видом направлялся к двери.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шарт ҫеҫ шӑтарса пачӗ талона.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Вӗсем, кӳллӗн тӗкӗр питне шӑтарса, хӗвел пайӑрки ҫинче шурӑ хупписемпе йӑлтлатса илеҫҫӗ те каллех шыв тӗпнелле чӑмаҫҫӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак шухӑшпа Сергей юлташне аллинчен тытрӗ, пӳрт патне кайма систерчӗ, анчах хӳшӗрен сиксе тухнӑ пӑру пек йытӑ, харкашса-тулашса, вӗсем ҫине сикме тӑчӗ — ӗлкӗреймерӗ: Сергей аллинчи наганран вӗҫсе тухнӑ пуля унӑн пуҫне шӑтарса тухрӗ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑмсем куркасене куҫа-пуҫа шӑтарса кӑпӑкланакан сӑра тултарчӗҫ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ кунта сан умра чӗркуҫленме мар, лашасем патне килнӗ! — пат татса каларӗ те Озеров, куҫ харшисене ҫӗклентерсе, вӑрӑ ҫинелле унчченхинчен те вичкӗннӗн шӑтарса пӑхрӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсене мӑшӑрӗ Дмитрий Геннадьевич е ӗҫ урокӗнче арҫын ачасем шӑтарса параҫҫӗ.

Help to translate

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

— Эс ҫапах та шӑтарса кӗрсе кайрӑн пулӗ-ха?

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Клевер уйӗнче ура пусма вырӑн юлмарӗ, пӗтӗм ҫӗре шӑтарса пӗтерчӗҫ.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Вӑрманта хӑрса ларнӑ йывӑҫа кам шӑтарса пӗтернине, вӑл шӑтӑксене тепӗр чух хыр е чӑрӑш йӗкелӗ кам чиксе хӑварнине эсир те пӗлетӗр ӗнтӗ.

Help to translate

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Акӑ, инҫех те мар пӗри «кавире» шӑтарса уҫнӑ та хӑйӗн шупка хӑмӑр шлепкине кӑшт кӑна кӑтартса ларать.

Help to translate

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Ну-ка, тухӑр, атту баллонна халех шӑтарса тухатӑп.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Нӑйк! турӗ те шӗвӗр сӑмса хуп алӑка шӑтарса тухса вӗҫрӗ.

Та взвизгнула и опрометью кинулась в закрытую калитку, пробила луб и пулей вылетела со двора.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паян хирӗҫӳ ҫиеле шӑтарса тухрӗ.

И однажды их молчаливое противостояние выплеснулось наружу.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Щахрун ҫӗҫҫи ун ҫурӑмне шӑтарса кӗчӗ.

Нож Шахруна вонзился ему между лопаток.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пахча картинче сысна сӑмси кӗмелӗх шӑтӑк пулсанах вӗсем, тимӗр пӑта пек, пӗр самантра пахчана шӑтарса кӗреҫҫӗ.

Случись в изгороди дырка только, кажется, нос просунуть, так они мигом оказываются в огороде.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр-пӗр ӗҫпе шӑв-шав тапрансан кӑна сӑмах хутаҫҫи саланса каять вара, тахҫантанпа пуҫтарӑннӑ тарӑху ҫиеле шӑтарса тухать.

Правда, стоит кому-нибудь начать разговор, тут уж языки развязываются о льющейся через край, годами скопившейся нужде и обиде.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ишутӑн пуҫӗнче вара, Курнать ӑна тӗнче тӗтреллӗн: Ах, курчӗ намӑс хӑнара, Барон сӑмахӗсем етреллӗн, Пуҫа чалт! шӑтарса кӗрсе Аса ытла суранлантарчӗҫ, Пур шанчӑка та йӑвантарчӗҫ.

Help to translate

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чи малтан кӑларса янӑ чул етре хапхана шӑтарса кӗрсе крепость картишӗнче саланса кайрӗ.

Help to translate

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр тутарӑн пырне шӑтарса пӳрнисем, тимӗр сенӗк пек, кӗрсе кайрӗҫ.

Help to translate

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed