Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтарса (тĕпĕ: шӑтар) more information about the word form can be found here.
«Асцит. Шӑтарса юхтарсан, диафрагма аяларах анма кирлӗ, сывлама ҫӑмӑлланӗ», — малалла шухӑшларӗ Павӑл.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл мӑйрака сан вар-хырӑмна витӗрех шӑтарса тухӗ.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Айпӑлтапа каскаласа Ахтупай хӑвӑла икӗ ҫӗртен шӑтарса пӑхрӗ — нимле чӗр чун та курӑнмасть.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Петр Данилович тушонка банкине пӗчӗк ҫӗҫӗпе шӑтарса уҫрӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӳтне-тирне штыкпа чике-чике шӑтарса пӗтернӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Матроссем часовойсен будкине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, генерал ҫурчӗн тачка кантӑклӑ алӑкӗсене пулеметпа персе шӑтарса пӗтернӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Темӗнскер, хыпаланса укол турӗҫ, ҫурӑм шӑммине шӑтарса сӗткенне юхтарчӗҫ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эппин, эсир ман пичче чирлени ҫинчен манран малтан пӗлнӗ, уретнике каласа пама та ӗлкӗрнӗ!? — шӑтарса пӑхрӗ ун ҫине Федоров учитель.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗрӗкпе тата вӗтӗ туратсен пружинипе хутӑшнӑ хӑрӑк-турат сийӗ Гервак кӗлеткине кисретсе кӑна йышӑнчӗ — вӑл ӳксен пӗтӗм «тӳшек» силленчӗ, кунсӑр пуҫне турат татӑкӗн ҫивӗч вӗҫӗ унӑн сулахай аякӗнчен шӑтарса кӗчӗ те ӳтне аяк пӗрчисем таранах касса ҫурса амантрӗ.

Слой хвороста, смешанный с перегноем и пружинами сучьев, встретил тело Гервак лишь жестоким сотрясением, от которого закачался весь помост; кроме того, острый древесный обломок рассек ее левый бок, вспоров кожу до ребер.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вунӑ метр тӑршшӗ ҫак лапам хуҫӑлнӑ туратсем чике-чике шӑтарса, вӗсемпе ҫыхӑнса-чӑлханса тулнӑ тӳшек евӗр; ун тӑрӑх ҫӗрӗк йывӑҫпа хутӑшса лапчӑннӑ утӑ ҫинчи пек ҫӳреме пулать.

Образовали зыблящуюся, пронизанную остриями обломанных сучьев площадку длиной метров десять, по которой ходить было так же удобно, как по сену, перемешанному с дровами.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чӑнлӑх унӑн хӑрушӑ тӗлленӗвӗсенчен вӑйлӑрах мар, — вӑл ҫыру вӗҫӗнче курайманлӑхпа тулнӑран хута шӑтарса лартнӑ пӑнчӑ евӗр ансат та хура.

Действительность не была разительней ее страшных грез, — была она проста и черна, как проколовшая бумагу точка, поставленная в конце письма, полного ненависти.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргианӑн тӑртаннӑ усал кулли, выляса айкашма тӑсӑлнӑ ача аллине ҫӗҫӗ шӑтарса кӗнӗн, куҫӗсене хӗсме хистет; пӗтӗм кӗлетки тӑрӑх пӑтранчӑк чӗтрев чупать, акӑ вӑл каллех аякра, туйӑмсӑр ӗнтӗ; аслин — вӗрентӳҫӗн — кӑмӑллӑ сассипе каласа хума та мехел ҫитерчӗ:

Улыбка утоленного зла сощурила глаза Моргианы, как нож, пробивший протянутую шалить детскую руку; по всему ее телу прошла мутная дрожь, и она стала далекой, бесчувственной; даже смогла сказать снисходительным тоном старшей:

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл тухса кайсанах хуҫа мана ятлама пикенчӗ: «Пегги, ун патне кайӑр; вӑл маччана ала пек шӑтарса аркатма пултарать», — пеме тытӑнать эппин.

Как его тут не стало, хозяин начал выговаривать мне: «Ступайте к нему, Пегги; он грозит изрешетить потолок», — палить то есть начнет.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унтан эпӗ болта варринчен шӑтарса ӑш-чиклетнине, унта типӗ сӑрӑ пекрех хура масса тултарса лартнине куратӑп.

Тогда я увидел, что болт этот высверлен и набит до краев плотной темной массой, напоминающей засохшую краску.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Темӗнле, ӑшчике шӑтарса кӗрес пек, куҫран тинкерсе пӑхать.

Help to translate

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫав хушӑра хӗвел тӗтреллӗ пӗлӗт капкӑнӗнчен тинех шӑтарса тухрӗ: янкӑр ҫутӑ; ҫиҫкӗнчӗк тинӗсре кӑпӑк ҫаврӑнать-вӗрет.

Меж тем солнце пробилось наконец сквозь туманные облачные пласты; по яркому морю кружилась пена.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Бигпа иксӗмӗр ҫав ту хырҫине тахҫанах… мӗнле калаҫҫӗ-ха, витӗр шӑтарса тухнӑ темелле; халӗ эпир леш енне чӑн-чӑн коридора куҫса тухакан ҫурӑк патне ҫывхаратпӑр; вӑл пирӗн куҫ умне, паллах, ӑнсӑртран лекрӗ, анчах ҫакӑ мана ӑна Биг ятне памашкӑн чӑрмантармарӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав шӑтӑка пуҫне чи малтан чиксе пӑхрӗ.

Давно уже я и Биг прошли хребет этот, можно сказать, навылет; мы теперь приближаемся к трещине, выходящей по ту сторону настоящим коридором; она попалась нам, конечно, случайно, но это не помешало мне окрестить ее именем Бига, потому что он первый сунулся в дыру.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Пенӗ сасӑпа пӗр харӑсах алӑкран пуля шӑтарса кӗчӗ те чӳречен ҫӳлти пайне лекрӗ.

Одновременно с треском выстрела пуля пробила дверь и ударилась в верхнюю часть окна.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Пуля Горнӑн кӑкӑр ӳтне сӳсе-шуса вӗҫсе иртрӗ те йывӑҫа шӑтарса кӗчӗ.

Пуля, скользнув, разорвала кожу на груди Горна и щелкнулась в дерево.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Юлашки «у» ҫур самантрах ҫухалчӗ: пуля тетраде шӑтарса тухса сас паллине пӗтерчӗ, Стэнли аллинчи кӑранташа сирпӗтсе ывӑтрӗ, кун кӗнеки ҫул ҫӳревҫӗ ури тӗлне ӳкрӗ.

Последнее «у» мгновенно исчезло: пуля, пробив тетрадь, уничтожила букву, вышибла карандаш из руки, и дневник упал к ногам путешественника.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed