Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫа the word is in our database.
хуҫа (тĕпĕ: хуҫа) more information about the word form can be found here.
— Чунӗпе хӑй ют ҫын пулсан та, ҫапах малалла пыракан хуҫа.

— Хотя и чужой человек по духу, но едучий хозяин.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗн хырӑмсалӑхсене лайӑхах туртса хытарнӑччӗ, сывлама та сывлӑш ҫитместчӗ, — анчах лайӑх хуҫа вӑл хӑйӑрлӑ ҫӗрте, йывӑр ҫул ҫинче лашин урхалӑхне пушатса ярать-ҫке, ҫӑмӑлтарах туса пама тӑрӑшать…

Подтягивал нам подпруги неплохо, дыхнуть нечем было, — а ить хороший хозяин по песку, по чижолой дороге лошади чересседельно отпущает, норовит легше сделать…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫатан карта урлӑ кашласа каҫнӑ ҫил, анкартинче хуҫа пулса, ҫавӑрттарса ҫӳреме пуҫларӗ.

По гумну, перевалившись через плетень, заходил, хозяйствуя, ветер.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Манӑн, хуҫа, суя хутсем кӗсьесем туллиех, ытах та йывӑр килсе тухсан вара, ӗненмесен, ҫак мандата кӑларса кӑтартатӑп.

— У меня, хозяин, липы полны карманы, а уж если туго будет, не поверят, то предъявлю вот этот мандат…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Питӗ аван хуҫа пулнӑ пулӗччӗ санран…

— Гарный з тебе хозяин був бы…

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хамӑн выльӑхпа эпӗ хам хуҫа!

— Я своей скотине сам хозяин!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ йӗркеллӗ хуҫа тенине илтнӗччӗ эпӗ…

Я о тебе слышал как о культурном хозяине…

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич — тирпейлӗ хуҫа.

Яков Лукич хозяйственный человек.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуҫа кирлӗ, ҫав хуҫа аллинче колхозӑн кашни пӗр пусӗ пӗр тенкӗ пек янӑраса тӑтӑр.

Хозяин нужен, чтобы у него колхозная копейка рублем звенела.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун пек хуҫа вӑкӑрсене вӑй тӗлӗшпе те, ҫӳлӗшӗ енчен те пӗртаннисене суйласа илет.

Ить он же быков подбирает ровных по силам, по росту.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫынсене те лайӑх хуҫа вӑкӑрсене суйласа илнӗ пекех суйласа илес пулать.

— Людей надо так подбирать, как добрый хозяин быков.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗлечӗ халь хамӑрӑн, хуҫа пек пулсам.

Наш теперя амбар, ты по-хозяйски.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл кун вара хуҫа хӑйӗн тирне кӑнтӑрлахи апат ҫиме те хупман.

В этот день хозяин тира не закрывал своего заведения на обед.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавӑн пек чаплӑ хуҫа урӑхла тума та пултарайман.

Так и подобало владельцу такого необыкновенного увеселительного предприятия.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хуҫа та Гаврика пуҫне хуллен тайрӗ.

Хозяин с большим достоинством ответил медленным кивком головы.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ромашов хваттерӗнче хуҫа пек пултӑм.

Как хозяин, стоял я в квартире Ромашова.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Виҫӗ пысӑк пӳлӗм, пуринче те хам хуҫа пулса тӑтӑм.

Все три просторные комнаты были к моим услугам,

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем трамвай ҫинче хӑйсем хуҫа пулнишӗн тата, Игорь калашле, «тылпа оборона ӗҫне» тунишӗн каҫсах кайрӗҫ.

Они были в полном восторге, что хозяйничают в трамвае и при этом выполняют еще «оборонно-тыловое задание», как мне объяснил Игорек.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Никам та сана пулӑшмасть, никам та самантра сана тӗрӗслемест, эсӗ хӑвӑн намӑс сисӗмӗпе, хӑвӑн парӑм туйӑмӗпе пӗр пӗччен, вӗсем ҫеҫ сан хуҫа, вӗсем ҫеҫ сана хушма пултараҫҫӗ…

Когда тебя никто не поддерживает, никто в тот момент не проверяет, когда ты наедине со своей совестью, со своим долгом, и только они тобой повелевают…

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ан та чӑрман шыраса, эпӗ вӑрӑсем кӗрсе тухма пултармалла йышши амбарсем тытакан хуҫа мар, — терӗ мана атте.

— Не трудись, — сказал мне батюшка, — не таковской я хозяин, чтоб можно было в анбары мои входить и выходить воровскими лазейками.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed