Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫа the word is in our database.
хуҫа (тĕпĕ: хуҫа) more information about the word form can be found here.
Ҫынсене вак хуҫа шухӑш-кӑмӑлӗпе тулса ларнӑ, тесе айӑплатӑн, хӑв мӗн хӑтланнине вара шуйттан пӗлет.

Других в мелкособственнических настроениях уличаешь, а сам черт знает чем занимаешься.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӑхатӑп та эпӗ сан ҫине, Поляница юлташ, тӗлӗнетӗп: мӗнле-ха эсӗ — рабочи, большевик, — ҫапла час мӑй таранах вак хуҫа кӑмӑл-туйӑмӗпе тулса ларма пултарнӑ?

— Смотрю я на тебя, товарищ Поляница, и удивляюсь: как это ты — рабочий, большевик, — и так скоро по самые уши завяз в мелкособственничестве?

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Урӑх ним каламалли те юлмарӗ, ҫавӑнпа Давыдов ура ҫине тӑчӗ те хуҫа ҫине шухӑша кайнӑн пӑхса илчӗ.

Больше говорить было не о чем, и Давыдов поднялся, задумчиво посмотрел на хозяина.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ ӗнтӗ Давыдов хуҫа мӗн каланине ӑнланса илчӗ, васкасах тумланма тытӑнчӗ.

Наконец-то Давыдов уяснил смысл сказанного хозяином, стал торопливо одеваться.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хуҫа тутисене ейсе кулать, анчах Давыдов ыйхӑ тӗлӗшпе вӑл мӗн каланине тӳрех ӑнланаймарӗ; пуҫне лучӑрканӑ минтер ҫинчен ҫӗклесе, вӑл, ним пулман пек: — Мӗн кирлӗ? — тесе ыйтрӗ.

Хозяин ухмылялся во весь рот, но Давыдов спросонья не сразу понял, о чем идет речь; приподняв голову от скомканной подушки, невнятно и равнодушно спросил: — Что надо?

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпир колхозра хамӑр хуҫа — кӑмӑл пулсан ӗҫлетпӗр, ҫук-тӑк — канатпӑр, праҫниксенче вӑйпах ӗҫлеттерме пултараймастӑн эсӗ пире, пыршу ҫинҫе санӑн!

Мы в колхозе сами хозяева: хотим — работаем, не хотим — отдыхаем, а силком работать нас в праздники ты не заставишь, кишка у тебя тонка!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ акӑ, чӑн-чӑн хуҫа пек пулса, косилкӑ айне те кӗрсе пӑхатӑн, тӗрӗслетӗн, хирте пурӑнатӑн, хӑвах сухалатӑн та, а правленире мӗн пулнине вара — ним те пӗлместӗн, илтместӗн те.

Ты вот и под косилки лазишь, проверку делаешь, как и полагается хорошему хозяину, и в поле живешь, и сам пашешь, а что у тебя в правлении делается — ни хрена ничего не видишь и не знаешь.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ питӗ те тӗплӗ хуҫа вара!

— Уж дюже ты дотошный хозяин!

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сан завхозу коллективизациччен ӗнтӗ кулаках тухма тытӑннӑ пулнӑ, эппин — пӗлекен хуҫа, апла мӗнле ҫакӑн пек кирлӗ мар япала сӗнме пултарнӑ-ха вӑл сана?

Завхоз твой до коллективизации без пяти минут кулак был, стало быть, знающий хозяин, как же он мог посоветовать тебе такую чепуху?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн Макар Нагульнов каланӑ пек, Ставрополь енчи мӗскӗн середняк та вак-тӗвек хуҫа.

Несчастный ставропольский середняк ты и мелкий собственник, как говорит наш Макар Нагульнов.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хуҫа темскер шута илмесӗр хӑварнӑ апла?

— Стало быть, хозяин что-то недоучел?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапла килте хуҫа пулса тӑтӑм, ку вӑхӑтра эпӗ вун иккӗре пулнӑ, мансӑр пуҫне, анне аллине татах ҫичӗ ача юлчӗҫ, хӑйсем пӗчӗкрен пӗчӗк.

И вот стал я в доме хозяином, а было в ту пору мне двенадцать лет, и, кроме меня, было у матери нас ишо семеро детей, мал мала меньше.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Акӑ мӗн, ывӑлӑм, эсӗ ӗнтӗ вун виҫҫе пусрӑн, ман хыҫҫӑн эсӗ хуҫа вырӑнне юлатӑн, асту: мана Аверьян Архиповпа унӑн икӗ пиччӗшӗ, Афанасийпе хӑрах куҫлӑ Сергей, хӗнерӗҫ.

«Вот что, сынок, тебе уже тринадцатый год идет, ты после меня останешься за хозяина, запомни: били меня Аверьян Архипов и два его брата, Афанасий и Сергей-косой.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Акӑ мӗн, хуҫа, сут-ха мана пӗр автанне, э?

— Вот что, хозяин, продай-ка мне одного петушка, а?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавӑн пекех лӑпкӑ та йӑпӑлти сасӑпа, хуҫа арӑмӗ пек пулма тӑрӑшса, Лушка хуравланӑ:

Так же тихо и елейно, в тон хозяйке, Лушка ответила:

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Иккӗмӗш хут пырсан, вӑл хуҫан иртсе ҫӳрекен пӳлӗмӗнче чарӑнса тӑнӑ, Давыдова малалла ирттерсе янӑ та, лешӗ ҫенӗхе тухсан, унтан чӗриклетекен крыльца картлашкисем тӑрӑх чупса ансан, Лушка хуҫа арӑмӗ умне чи таса чунлӑ ҫын пек ҫаврӑнса тӑнӑ.

Во второе свое посещение она на минутку задержалась в проходной хозяйской комнате, пропустив вперед Давыдова, и, когда тот вышел в сени, а затем сбежал по скрипучим ступенькам крыльца, Лушка с самым невинным видом повернулась лицом к хозяйке.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑйӗн арлӑ-арӑмлӑ кӗске ӗмӗрӗнче харсӑр Лушка ун пек хура-шурра ҫеҫ курнӑ-и, Шырланпуҫри хӗрарӑмсем ун пек тапӑннине ҫеҫ тӳснӗ-и. Лушка хуҫа арӑмӗ алӑк хыҫӗнче мӑкӑртатнине, хӑйне аскӑн хӗрарӑм, юхха тенине аванах илтнӗ.

На своем коротком замужнем веку отважной Лушке не в таких переделках приходилось бывать и не такие схватки выдерживать с гремяченскими бабами, Лушка отлично слышала, как хозяйка вполголоса бормотала за дверью, называя ее и беспутной, и гулящей.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вара тин колхоз председателӗ урамра тата ытти ҫӗрте чӑн-чӑн хуҫа пулса тӑнӑ.

Только тогда председатель колхоза оставался полновластным хозяином улицы и ее окрестностей…

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Карчӑк тӗлӗрнӗ май шутласа выртрӗ: «Лайӑх казак ҫуратрӑм эп, тавах турра, ырӑ хуҫа пӑхса ӳстертӗм!

Сквозь дремоту старуха подумала: «Хорошего казака я родила и доброго хозяина, слава богу, вырастила!

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килте тахҫанах ӗнтӗ хуҫа урин мӑнаҫлӑ сасси илтӗнсе тӑрать, вӑл ҫын пулнӑ, ватӑла та пуҫланӑ, анчах амӑшӗшӗн вӑл ҫав-ҫавах Яшук-ха, вӑл ӑна — пӗчӗкскерне, шурӑ ҫӳҫлӗ, шухӑ ачана, час-часах тӗлӗкре курать…

Уже давно звучат по дому шаги хозяина, зрелого мужа, почти старика, а для нее он по-прежнему Яшенька, и она часто видит его во сне маленьким, белобрысым и шустрым мальчуганом…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed