Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

талантлӑ the word is in our database.
талантлӑ (тĕпĕ: талантлӑ) more information about the word form can be found here.
Мӗншӗн тесен пирӗн вӑхӑтра пурне те сӑнтан пӑхса хаклаҫҫӗ: тепри ниме тӑмасть, тӑмсай, анчах хӑйне мӑнаҫлӑн тытать — ӑна хисеплеҫҫӗ; тепри, тен, талантлӑ, пысӑк усӑ пама… усӑ пама пултарать, анчах сӑпайлӑхне пула…

— Потому, в наше время все судят по наружности: иной человек и пуст и глуп, да важно себя держит, — его уважают; а другой, может быть, обладает талантами, которые могли бы… могли бы принести великую пользу, но по скромности…

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Унта тата манӑн пӗр ҫывӑх юлташ пурӑнать, пысӑк талантлӑ ҫын, эсир унпа килӗштерессе шанатӑп эпӗ.

Там также живет один мой близкий приятель, человек с большим талантом; я уверен, что вы с ним сойдетесь.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пӗр палласан, вӗсенчен уйрӑлма та ҫук, — питӗ талантлӑ пулнӑ ҫӗртех хӑйсене акӑш-макӑш сӑпайлӑ тытаҫҫӗ.

Help to translate

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Вӗсем ҫав тери талантлӑ, кун ҫинчен каламӑп, эпӗ вӗсен кӑмӑлӗнчен тӗлӗнетӗп.

Help to translate

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Гоголӗн кӑмӑлӗ пӗтӗмпех ҫак пӗчӗк ҫынсем енче, — «Невски проспектри» ӗмӗтпе пурӑнакан талантлӑ художник Пискарев, «Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисенчи» вак чиновник Поприщин тата «Шинельри» мӗскӗн чухӑн Акакий Акакиевич Башмачкин енче.

Help to translate

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Талантлӑ ҫын чунӗпе пуринчен таса пулмалла.

Кто заключил в себе талант, тот чище всех должен быть душою.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Унсӑр пуҫне вӑл кирек мӗнле пулсан та ҫынсене пулӑшассинчен пӑрӑнман, чухӑн художниксене пулӑшсах тӑнӑ, ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ тӗн тӑрӑх турра ӗненнӗ, тен, ҫавӑнпа та вӑл тунӑ картинӑсенчи пит-куҫсем илемлӗ те лайӑх тухнӑ, вӗсене талантлӑ художниксем те ун пек ӳкереймен.

Кроме того он ни в каком случае не отказывался помочь другому и протянуть руку помощи бедному художнику; веровал простой, благочестивой верою предков, и от того, может быть, на изображенных им лицах являлось само собою то высокое выраженье, до которого не могли докопаться блестящие таланты.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Талантлӑ произведени курсанах вӑл тарӑхнипе кӑвакарса каякан пулчӗ.

Желчь проступала у него на лице, когда он видел произведение, носившее печать таланта.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Тӳррипех калатӑп, эпӗ сирӗн ҫинчен вуланӑ та, илтнӗ те, анчах эсир кун пек талантлӑ пулнине пӗлмен.

Признаюсь, я читала и слышала о вас, но я не знала, что у вас такой талант.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Ҫамрӑк Чартков пысӑк шанчӑк паракан талантлӑ художник пулнӑ: вӑхӑтран вӑхӑта вӑл картинӑсене пурнӑҫа сӑнаса, лайӑх ӳкернӗ.

Молодой Чартков был художник с талантом, пророчившим многое: вспышками и мгновеньями его кисть отзывалась наблюдательностию, соображением, шибким порывом приблизиться более к природе.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Кун хыҫҫӑн талантлӑ чӑваш писателӗ, чӑн-чӑн чӗлхе ӑсти, сывлӑхӗ хавшаса ҫитнипе, ҫак классикӑллӑ произведенин малаллахи кӗнекесене куҫараймарӗ, нумай хушӑ йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн 1957 ҫулхи январӗн 20-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр вилсе кайрӗ.

Help to translate

Куҫаракантан // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 502–503 с.

— Хисеплӗ те калама ҫук талантлӑ редакторсем! — терӗм эпӗ.

— Уважаемые сверхталантливые редакторы! — говорил я.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Ҫакӑн ҫинчен ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Альберт Гильмут динов 2009 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче Тутарстанри талантлӑ ҫамрӑксене чысланӑ чух каланӑ.

Help to translate

Вӗрентӳ хыпарӗсем // Вера АЛЕКСАНДРОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7 стр.

Чаплӑ генерал, Виҫҫӗмӗш утлӑ ҫар корпусӗн командирӗ, ӑслӑ ҫын, георги кавалерӗ, талантлӑ полководец!

Знаменитый генерал, командир Третьего конного корпуса, умница, георгиевский кавалер, талантливый полководец!

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Большевиксем хушшинче талантлӑ ҫынсем пур пирки иккӗленме кирлӗ мар, вӗсенчен хӑшӗсемпе хамӑн та калаҫса курма тӳр килнӗ; ҫав хушӑрах вӗсен хушшинче фанатиксем те пур.

Среди большевиков есть, несомненно, талантливые люди, с некоторыми мне приходилось общаться, есть просто фанатики.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

А. М. Горький те, «Лӑпкӑ Донӑн» малтанхи кӗнекине вуласан, ун пирки: «Шолохов, романӑн пӗрремӗш томӗ тӑрӑх шутласан, талантлӑ», тесе ҫырнӑ.

И А. М. Горький, прочитав первую книгу «Тихого Дона», писал о ней: «Шолохов, судя по первому тому романа, талантлив».

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Пирӗн мӗнле талантлӑ, пурне те тума пултаракан ҫынсем пур!

Какие у нас талантливые, всемогущие люди!

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак кӑмӑл унӑн, Бородинӑн, хӑй вӑрҫӑра тата тепӗр талантлӑ командира, лайӑх ҫынна тӗл пулнӑран кӑна мар, ун пеккисене вӑл нумай курнӑ, ыран Батюковпа пӗрле ҫапӑҫса, ӑна ҫапӑҫура пӗлсе ҫитме пултарнинчен кӑна та мар килсе тухрӗ.

Это происходило не только потому, что он, Бородин, встретил на войне еще одного талантливого командира и хорошего человека, каких встречал много, и не только потому, что завтра предстояло воевать вместе с Батюковым и, следовательно, узнать его в бою.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пурнӑҫ хӑех — талантлӑ режиссер — декорацисемпе япаласене тата пьесӑра вылякансене тӗлӗнмелле илемлӗ вырнаҫтарса тухать.

Сама жизнь, этот талантливый режиссер, размещает и декорации, и предметы, и действующих лиц.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ тӳрех кураттӑм: ман тӗлӗшпе илес пулсан, арӑмӑн вӗчӗхнисӗр, ҫӗтӗлсе кӑна тӑнисӗр пуҫне урӑх нимӗнле туйӑм та ҫукчӗ, сайра хутра ҫеҫ вӑл хӑнӑхнӑ йӗркепе ҫемҫелетчӗ, ку ҫыннине илес пулсан вара, вӑл ман арӑма килӗшесси ҫеҫ мар, ӑна пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах ҫӗнтересси, лутӑркаса тӑкасси, ӑна пӗтӗрсе пӑрахса унран пӑяв явса хурасси, унпа мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвасси пӗтӗмпех паллӑччӗ, мӗншӗн тесен: вӑл капӑр, пачах та ытти ҫынсем пек мар; музыка енӗпе пӗр иккӗленӳсӗр талантлӑ; пӗрле купӑс калани вӗсене ҫывӑхлатать тата арӑмӑн туйӑмлӑ чунне музыкӑпа, уйрӑмах сӗрме купӑспа, вӑл хускататех.

Я видел несомненно, что ко мне у ней не было другого чувства, кроме постоянного раздражения, только изредка прорываемого привычной чувственностью, а что этот человек, и по своей внешней элегантности и новизне, и, главное, по несомненному большому таланту к музыке, по сближению, возникающему из совместной игры, по влиянию, производимому на впечатлительные натуры музыкой, особенно скрипкой, что этот человек должен был не то что нравиться, а несомненно без малейшего колебания должен был победить, смять, перекрутить ее, свить из нее веревку, сделать из нее все, что захочет.

XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed