Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапӑннӑ (тĕпĕ: тапӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа та вӑл, паллах, килӗшет, анчах ытти арҫын тӳррӗн астарса тапӑннӑ чухнехилле парӑнтарусӑр.

Поэтому он нравился, но не имел такого успеха, который выражается прямой атакой кокетства.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Полици 73 ҫулхи ват хӗрарӑм ҫине, лешӗ килелле 5 килограмм сахӑр йӑтса пынӑ чухне, тапӑннӑ тесе шутланакан хӗрарӑма тытса чарни пирки, туртса илнӗ сахӑра тавӑрса пани ҫинчен Тула облаҫӗнчи ШӖМ управленийӗ пӗлтерет.

Полиция в Тульской области задержала подозреваемую в нападении в подъезде на 73-летнюю женщину из-за 5 килограммов сахара, которые та несла домой, сахар вернули владелице, сообщило УМВД по региону.

Тула облаҫӗнче 73 ҫулхи карчӑка тапӑнса 5 кг сахӑр туртса илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.su/news/31451.html

Хӗлӗхсем кӗтеҫҫӗ, карӑннӑ, Юн вылять, хӗрӳн тапать чӗрем, Сирӗншӗн вӗсем халь тапӑннӑ.

Help to translate

Ялти ӗҫчен хӗрарӑмсене халалласа // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 15–16 с.

«Ухмахсем, — шухӑшларӗ хӑй шеллесе, — аннӳпе пиччӳпе пӗрлех мана тапӑннӑ пулсан, ним мар тавӑраттӑрччӗ вӗсен пуҫӗсене ҫинӗ сунарҫа, хӑвӑр та чӗрӗ юлаттӑрччӗ, пӑшала авӑрласа ниепле те ӗлкӗреес ҫукчӗ эпӗ…»

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уйрӑмах ҫакӑ шухӑшлаттарать: малтанхи тапхӑрта, курӑнать ӗнтӗ, Калюков вӑрӑ-хурахӗсем мул кӑна шыранӑ, ахаль ҫынсене ҫеҫ тапӑннӑ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Илтнӗ пуль, Йӳҫпӑхана хурахсем тапӑннӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайран тата осоавиахим отрядне тапӑннӑ

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ вара хӑйсем пытанса выртса тапӑннӑ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, мӗншӗн тапӑннӑ?

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Милици отрядне тапӑннӑ вырӑна та ҫитсе пӑхрӗҫ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хальхинче хурахсем Экеҫ ялӗнчи ялхуҫалӑх юлташлӑхне тапӑннӑ, ултҫӗр тенкӗ укҫа ҫаратнӑ, казначейне ҫав тери тискеррӗн хӗнесе хӑварнӑ, лешӗ кайран пульницара вилсе кайнӑ…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пушӑ мар вӑл, ӑна унта трубаллӑ, параппанлӑ, ытти сӗрме купӑслӑ темӗнле ҫынсем тапӑннӑ.

Он занят: на него напали там какие-то люди с трубами, барабанами и другими скрипками.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сасартӑк тӗме хыҫӗнчен Чӗкеҫ Хӳри сиксе тухнӑ, ун хыҫҫӑн вара вун-вуникӗ ача кӑшкӑрашса тухнӑ та, тӑмран теттесем тӑвакан ачасем ҫине тапӑннӑ.

Вдруг Ласточкин Хвост выскочил из-за куста, а за ним, с гиканьем и криками, выбежали десять-двенадцать мальчуганов и напали на ребят, лепивших глиняные игрушки.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кунсӑр пуҫне вӗсем лагере тӑшмансенчен сыхлана, тӑшманла пурӑнакан йӑхсем ҫине тапӑннӑ, лашасем хыҫҫӑн ҫӳренӗ, ҫавнашкалах ухӑсем, ухӑ йӗпписем, щитсем, тумтирсем хатӗрленӗ.

Кроме того, они защищали лагерь от неприятелей, делали набеги на враждебные племена, ходили за лошадьми, а также изготовляли луки, стрелы, щиты и одежду.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫав каҫхине ӗнтӗ Макаров Калач станицине пырса тапӑннӑ та — хирет те хирет…

В эту ночь как раз налетел на Калач Макаров и — давай, и давай…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Артемӑн ҫул ҫинче темиҫе хутчен те тӑшман тапӑннӑ виҫӗ вагонлӑ составӗ, Дон патне ҫитсе, кӗпер урлӑ чиперех каҫнӑ.

Много раз обстрелянный в пути, трехвагонный состав Артема пробился к Дону и благополучно переехал мост.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ман ещӗке йӑтса кайнӑ ӑмӑрткайӑка, ҫак тупӑша туртса илес тесе, икӗ е виҫӗ ӑмӑрткайӑк тапӑннӑ пулмалла.

Повидимому, на моего орла напали два или три соперника, надеясь отнять у него добычу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана тапӑннӑ хӑрушла пысӑк упӑте ҫинчен (вӑл слонран пӗчӗкех марччӗ) ак мӗн каламалла: кӗтмен ҫӗртен пулнипе хӑраса ӳкмен пулсан, вӑл ман пӳлӗме аллине чиксе янӑ вӑхӑтра эпӗ ҫав хӑрушӑ пысӑк чӗрчуна кортикпа пит пысӑк суран туса хам патран хӑвӑртах тартаттӑмччӗ пулӗ, терӗм.

Вероятно, я сумел бы расправиться и с тем чудовищем (обезьяна была не меньше слона), которое недавно на меня напало, не растеряйся я от страха и неожиданности. Я мог бы нанести этому страшилищу, когда оно просунуло лапу в мою комнату, такую рану кортиком, что оно радо было бы поскорее убраться подальше.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл ютран килсе тапӑннӑ тӑшманран Российӑна хӑтарса, вырӑс халӑхӗн ҫапӑҫусенчи чапне ҫӳле ҫӗкленӗ.

Он освободил Россию от иноземного нашествия и высоко поднял боевую славу русского народа.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине казаксен разъезчӗ пырса тапӑннӑ та, тыткӑна лекесрен е казак сӑнни ҫине лекесрен Наполеон ӑнсӑртран ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ.

во время которой на них налетел казачий разъезд, и только случайность спасла Наполеона от плена или казачьей пики.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed