Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапӑннӑ (тĕпĕ: тапӑн) more information about the word form can be found here.
Ку хушӑра вӑйпут хӑйне чи малтан тапӑннӑ ҫӳллӗ те ырханкка арҫынна вӗлерсе ура ҫине тӑма та пуҫланӑччӗ.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхи ҫав енне васкаса чупрӑм та курах кайрӑм: хурсем ҫине кашкӑр тапӑннӑ иккен.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫул ҫинче вӗсем ҫине час-часах ҫеҫенхир ҫыннисем тапӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗхе туртса илес тесе хӑтланнӑ, тискерленнӗ, анчах ҫула пӳлеймен.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ҫавӑнтах хыҫалтан тапӑннӑ кашкӑр ҫыртнӑ ачасем патне ыткӑнчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑвансем! халь анатра Халӑх хумӗ тапраннӑ, Калӑпӑшпе вӑрҫӑра Патша ҫарне таптанӑ, Халӗ ӗнтӗ Хусана Хупӑрласа тапӑннӑ.

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пирӗн Чӗкеҫ чипер хӗр Силемпине тапӑннӑ, Мӗнле шухӑш кӗнӗ-тӗр, Хӑй чурине уртӑннӑ: «Паллаштар-ха, кинемей, Утаманӑн ывӑлпе, Ытла маттур Еркиней, Епле чӗнем чӗлхемпе?

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑйсен обозӗ ҫине тапӑннӑ партизансене тупасшӑн пулас.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Халӗ манӑн урӑххипе, аслисем мухтанӑ ырӑ ӗҫпе мухтанас килетчӗ: нумаях пулмасть хур чӗпписем ҫине тапӑннӑ хурчкана пӗчӗк хулӑпа чӑвӑш! чӑвӑш! хӑмсара-хӑмсарах вӑшт кӑна хӳтерсе ятӑм.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ана темӗнле Трофим тапӑннӑ, хӗнесе, ватса, тӳсе пӗтернӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пирӗн совет ҫӗрне фашистла Германи сӗмсӗррӗн тапӑннӑ ҫулах, 1941 ҫулта, сӑвӑҫ Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫне хурать.

Help to translate

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Пӗррехинче ҫапла мана аэропорт начальникӗ чӗнтерет те задани парать: кӑнтӑр енчи пӗр вӑрмана хайхи сар нӑрӑ тапӑннӑ, ҫавӑнта кайса гексахлоран сапса тухмалла, тет…

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Платун сӗнӗвӗ энӗшкассисен ӗмӗрхи йӑла тивӗҫлӗхӗ ҫине тапӑннӑ, чыслӑ та ӗҫчен Ҫтаппана хур кӳнӗ пекех туйӑнчӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Курайман ҫынсем пире хур кӳме тапӑннӑ та, эсӗ мана тиветӗн!

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Улттӑн икӗ ҫынна тапӑннӑ та — сак айне пытаннӑ!

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Чӑн та, тапӑннӑ пулас.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тапӑннӑ пулсан — пӗтермеллеччӗ.

Help to translate

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӗр чӑваш улшуҫсен аллинчен лаша туртса илме тапӑннӑ», тенӗ хыпар пасар тавра ҫиҫӗм пек хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха ӑна темиҫе хутчен те хӑйӗн анисем хушшинчен кӑларса яма тапӑннӑ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сире «тапӑннӑ» сӑвӑса икӗ талӑк иртиччен лабораторие ҫитерсе тӗрӗслеттерсен аван.

Help to translate

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Сиенлӗ кӑпшанкӑ уйрӑмах май–сентябрь уйӑхӗсенче активлӑ: шӑпах ҫак вӑхӑтра вӑл ҫынсене «тапӑннӑ» тӗслӗхсем нумай.

Help to translate

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed