Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапӑннӑ (тĕпĕ: тапӑн) more information about the word form can be found here.
Пӗррехинче ҫапла пӗр яла юланутлӑ ҫын вӗҫтерсе ҫитет те: «Сирӗн кӳршӗри яла вӑрӑ-хурахсем тапӑннӑ. Пулӑшу ыйтаҫҫӗ сирӗнтен. Хӑвӑртрах васкӑр!» — тесе пӗлтерсе хӑварать.

Help to translate

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ ҫул ҫинче пӑлхавҫӑсем иртнӗ эрнере стрелецсене те тапӑннӑ иккен, Шупашкар ҫывӑхӗнче воевода ҫыннисене вӗлернӗ.

Help to translate

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав тери васкаса ҫӳреҫҫӗ хӑйсем, пурте ӗҫре: пӗри симӗс хурт тупнӑ та ӑна таҫта туртса сӗтӗрсе пырать, тепри хайӗнчен темиҫе хут пысӑк нӑрра тапӑннӑ

Help to translate

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Пӗр атакӑра ӑна харӑсах тӑватӑ фашист тапӑннӑ пулнӑ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Тилӗ Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялне те кӗнӗ, кушака тапӑннӑ.

Help to translate

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Унтан пирӗн ҫӗр ҫине хӗвеланӑҫ енчен юлашки ҫулсенче пур ҫӗрте те ҫӗнтерсе ҫӳрекен Франци ҫарӗ килсе тапӑннӑ.

Потом с запада на нас напала завоевавшая уже нею Европу французская армия.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна ӳсӗр пӗлӗшӗ тапӑннӑ, мӑйӗнчен кӑранташпа икӗ хутчен чикнӗ.

На него напал пьяный знакомый — два раза ударил карандашом в шею.

40-ри арҫынна кӑранташпа чиксе вӗлернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32861.html

Малтан тутарсене хӑйсем ҫине вуншар пинлӗ ҫар тапӑннӑ пек курӑнчӗ.

Help to translate

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вунҫиччӗмӗш ӗмӗрте вара вӗсене хӗвелтухӑҫӗнчен килсе тапӑннӑ монголсем тӗппипех аркатнӑ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Нимӗҫсем вырӑс халӑхне кураймаҫҫӗ, ҫавӑнпа тапӑннӑ та пирӗн ҫине.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ах, тур, пирӗн приказчике Пукаш катинче вӑрӑсем тапӑннӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӑх ирӗке хӑй аллине илме тапӑннӑ чухне унӑн сасси мункун чухнехи пек те янрарӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кука урӑх курма май килмерӗ; каярахпа хаҫатсенчен хыпарлантӑм: ӑна Грас Паран ҫуртне тапӑннӑ чухне персе пӑрахнӑ.

Так и не увидел более Кука, который, как стало известно впоследствии из газет, был застрелен при нападении на дом Граса Парана.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ вӗсене чир тапӑннӑ тетӗп!

Я говорю, что на них напала болезнь!

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ялсен хушшинчи ҫулсем айӑккине пытанса выртса тӑшмансен обозӗсем ҫине тапӑннӑ, ҫарӗҫ хатӗрӗсене тыта-тыта туртса илнӗ, нимӗҫсен фуражирӗсене хӑвала-хӑвала янӑ.

Выставляли засады на проселочную дорогу, нападали на вражеские обозы, перехватывали военные донесения и разгоняли немецких фуражиров.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пысӑк вырӑнти ҫыннӑн туй умӗнхи йывӑрлӑхӗсене тӗшмӗртсе, ҫавӑн пекех хӑйӗн тӗл лектерес ӑсталӑхне шута хурса — Давенант питӗ лайӑх ӑнланать: Ван-Конетшӑн тытӑҫӑва тухни питех те теветкеллӗ; анчах урӑхла май ҫук, тен, пӗринсӗр пуҫне — хупахҫӑ ҫапни, урамра тапӑннӑ майлах, ӑна мӗскӗнлетмӗ тесе шухӑшласа Ван-Конет ҫупка тӳссе ирттерейсен ҫеҫ.

Угадывая свадебные затруднения высокопоставленного лица, а также имея в виду свое искусство попадать в цель, Давенант отлично сознавал, насколько Ван-Конету рискованно принимать поединок; однако другого выхода не было, разве лишь Ван-Конет стерпит пощечину под тем предлогом, что удар трактирщика, так как и уличное нападение, не могут его унизить.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫавӑнпа та вӑл, паллах, килӗшет, анчах ытти арҫын тӳррӗн астарса тапӑннӑ чухнехилле парӑнтарусӑр.

Поэтому он нравился, но не имел такого успеха, который выражается прямой атакой кокетства.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Полици 73 ҫулхи ват хӗрарӑм ҫине, лешӗ килелле 5 килограмм сахӑр йӑтса пынӑ чухне, тапӑннӑ тесе шутланакан хӗрарӑма тытса чарни пирки, туртса илнӗ сахӑра тавӑрса пани ҫинчен Тула облаҫӗнчи ШӖМ управленийӗ пӗлтерет.

Полиция в Тульской области задержала подозреваемую в нападении в подъезде на 73-летнюю женщину из-за 5 килограммов сахара, которые та несла домой, сахар вернули владелице, сообщило УМВД по региону.

Тула облаҫӗнче 73 ҫулхи карчӑка тапӑнса 5 кг сахӑр туртса илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.su/news/31451.html

Хӗлӗхсем кӗтеҫҫӗ, карӑннӑ, Юн вылять, хӗрӳн тапать чӗрем, Сирӗншӗн вӗсем халь тапӑннӑ.

Help to translate

Ялти ӗҫчен хӗрарӑмсене халалласа // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 15–16 с.

«Ухмахсем, — шухӑшларӗ хӑй шеллесе, — аннӳпе пиччӳпе пӗрлех мана тапӑннӑ пулсан, ним мар тавӑраттӑрччӗ вӗсен пуҫӗсене ҫинӗ сунарҫа, хӑвӑр та чӗрӗ юлаттӑрччӗ, пӑшала авӑрласа ниепле те ӗлкӗреес ҫукчӗ эпӗ…»

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed