Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшлӑн the word is in our database.
шухӑшлӑн (тĕпĕ: шухӑшлӑн) more information about the word form can be found here.
Бианкӑн кӑштах хупӑннӑ куҫӗсем сӳнме ӗлкӗреймен-ха, вӗсем чӗрӗ чухнехи пекех ӑшшӑн та шухӑшлӑн пӑхаҫҫӗ, хускалмаҫҫӗ ҫеҫ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унта, вӑрӑм та анлӑ сӗтел хушшинче, стройтрест упавляющийӗ Брянцев шухӑшлӑн чӗлӗм туртса ларать, ун умӗнче стройтрестӑн главнӑй инженерӗ Сидоркин утса ҫӳрет, аллисене сулкаласа, хыттӑн калаҫать.

Help to translate

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ху пӗлен, — терӗ вӑл шухӑшлӑн та ӗмӗтлӗн.

Help to translate

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн йӑлтӑркка куҫӗсем хавассӑн та шухӑшлӑн ҫиҫрӗҫ, пичӗ ҫулӑм пек ялкӑшрӗ, кӑштах чӗтреннӗ пек те курӑнчӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Павӑл сӗтел ҫинчи вилкӑна шухӑшлӑн шӑкӑрт! шӑкӑрт! ҫавӑра-ҫавӑра хурать.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Надя шухӑшлӑн, тарӑннӑн сывласа илет, ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Елюк чӳрече умӗнче тӑрать, йывӑҫсем урлӑ курӑнакан хула ҫинелле хускалмасӑр, шухӑшлӑн пӑхать.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Сулагаев ҫамкине картлантарчӗ, янахне шухӑшлӑн сӑтӑркаларӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов шухӑшлӑн кухньӑри сӗтел хушшине пырса ларчӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Ҫӗр ҫулхи йывӑҫсем йывӑррӑн, тарӑн шухӑшлӑн кашлаҫҫӗ, ку вырӑнта нихҫан та хаваслӑ мар, мӑнаҫлӑ кӑна, мӗншӗн тесен ку вӑрмана ҫавӑн пек шӑпа пӳрнӗ: вӑл хисеплӗ хуралта, траурта тӑрать.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аэродромра ӗҫленӗ чух та пӑлханмасӑр-хускалмасӑр пурӑнаймӑн, рейсри юлташсемпе туссен шӑпи ҫинчен шухӑшлӑн — сывлӑхшӑн турат ҫук.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тавлашсан-тавлашсан пурте пӗр шухӑшлӑн ҫапла йышӑнчӗҫ: Исмендеров фельетонах ҫыртӑр.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Калас тенӗ сӑмаха аса илес пек ҫамкине шухӑшлӑн картлантарчӗ.

Help to translate

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кӗтмен ҫӗртен ҫил вӑйланса килчӗ те, хыҫлӑ тенкел ҫинче шухӑшлӑн ларакан арҫын ҫине сарӑ ҫулҫӑсем ҫумӑр ҫунӑ пекех шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ…

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Фельдшер пуҫне шухӑшлӑн сулкаласа илчӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ула Тимӗр тӗвӗсӗр, тӗссӗр шухӑшлӑн тӗкӗрленсе хытнӑ куҫне вут ҫине ӳкерчӗ, анчах тӗннӗ, тӑнтанланнӑ ӑс-тӑнӗ умра нимӗн те «ӑслаймарӗ», витӗрлеймерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр шартах хуҫӑлнӑ кӑмӑлпа, уҫӑмсӑр татӑк-кӗсӗк шухӑшлӑн епрелнӗ, лӑймакланнӑ, сарӑхнӑ чӑрӑш-хыр йӗппи, хӑрӑк-харӑк ҫулҫӑ тӑкӑнса тулнӑ палӑри-палӑрми йӗрпе сехете яхӑн танккарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫапла… илемлӗ, — терӗ хӗрача шухӑшлӑн, — ҫумӑр ҫӑвать, сиплӗ ҫумӑр…

Help to translate

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Пӗлетӗп эп ӑна, илтрӗм, — терӗ Полина шухӑшлӑн.

Help to translate

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫемҫе кӑмӑллӑ, сӑпай ашшӗ вара, сӑмах пуҫламӑшне шыраса лараканскер, куҫӗсене шухӑшлӑн ҫӗр ҫине ӳкерчӗ те ҫивӗчлетрӗ.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed