: тӑхӑнса - янӑ
Ҫак ӑслӑ ҫын хайхи ҫавӑн патне пырса кӗрет, анчах вӑл ҫие ҫӗтӗк-ҫатӑк кивӗ тумтир тӑхӑнса янӑ пулнӑ.
Ӑслӑ ҫынпа кӑмӑллӑ хуҫа ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫак Сталинград воинӗсен шинелӗсене тӑхӑнса янӑ хресченсене, ан тив кайран вӗсен нумай вӑхӑт хушши хресчен ӗҫӗнче имрелнӗ урисем туртса сурас пулсан та, атакӑра танксен брони ҫывӑхӗнче ӗлкӗрсе пымалли ҫинчен вӑрах ӗнентерсе тӑма кирлӗ мар.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗр шутласан, тӗлӗнмелле те, ӑнланмалла та мар: ҫак шурса кайнӑ пӗчӗкҫеҫ трубач ҫумӗнче тӑракан маттур та яштака, матрос кӗпи тӑхӑнса янӑ ача вылять-ши, шӳт тӑвать-ши?
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Вӑл хавас та ҫӑткӑн куҫӗсемпе салтаксем ҫине пӑхса илчӗ, лешсем тутӑр пӗркеннӗ, мӑйӗсене хӗрарӑм ҫухисем чӗркенӗ, урисене ҫӗтӗк-ҫатӑк атӑсем тӑхӑнса янӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Татӑк хлястиклӑ ҫӗтӗк пиншак тӑхӑнса янӑ Егор, кивӗ кепкине ҫамка ҫине пусса лартнӑскер, Наташа умӗнче ҫаплипех кӑмӑлсӑрла кулса, пӗр вырӑнта тӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Халь вӑл салтак пуставӗнчен ҫӗлетнӗ кӑвак йӗм, пысӑк та йывӑр сӑран атӑ тӑхӑнса янӑ, тулта чӑн-чӑн кӗркуннехи нӳрлӗ тата сивӗ ҫанталӑк тӑрать пулин те, сюртуксӑрах, ҫӗлӗксӗрех ларать.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Пичӗ кӑна темӗнле тарласа тӑрать ун, шыҫмак питлӗ вӑл, ҫавӑнпа та ун пӗчӗкрех кӑвак куҫӗсем аран ҫеҫ курӑнаҫҫӗ (сӑра ӗҫсе тултарнипе шыҫӑнса кайнӑ тейӗн ӑна), питӗ таса мар вӑл, ҫуланса ларнӑ сайра ҫӳҫӗсенчен пуҫласа темӗнле горностай тирӗнчен ҫӗлетнӗ туфли тӑхӑнса янӑ урисем таранах таса мар, ҫавӑнпа кӑна кӑмӑла пистерет вӑл.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Каҫпа, чылай вӑхӑт иртсен, Петька килчӗ — вӑл йӑрӑмлӑ футболкӑпа, шурӑ шӑлаварпа, шурӑ тапочкине ҫара ури ҫинех тӑхӑнса янӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тӑвӑр кофта тӑхӑнса янӑ та ҫаппа-ҫарамас ҫӳренӗ пекех.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Арӑмӗ Огарнов арӑмӗн юбкипе, ҫара уран, хӑй — Огарновӑн параднӑй галифине тата унӑн килте ҫӳремелли тапочкисене тӑхӑнса янӑ, аллине тутӑхса кайнӑ штык ҫине кизил йывӑҫҫи тӑхӑнтарнӑ патакне тытнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Нямаҫ пӗвне тӑп-тӑп тытакан чӑлт шурӑ капӑр кӗске пиншакпа, пӑвса тӑракан тӑвӑр шӑлаварӗ ҫийӗн вӑрӑм кунчаллӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ йӑлтӑр-ялтӑр атӑ тӑхӑнса янӑ, аллисенче шап-шурӑ перчетке, шӑмӑ евӗрлӗ чӗн саламатпа; саламачӗн тӗпӗнчи ярапине укапа тыттарнӑ.
VIII. Кӗрекеҫра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл ула-чӑла, тикӗтпе те ҫупа вараланса пӗтнӗ шӑлавар тӑхӑнса янӑ.обитателя какого-нибудь местечка, в пестрядевых, запачканных дегтем и засаленных шароварах,
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Полицейски йӗпенесрен капюшон тӑхӑнса янӑ, шак хытса тӑнӑ вӑл; ҫутӑ ҫӗрте тӑма лайӑхрах тесе-и, е калле-малле утса ывӑннӑран, вӑл хунар патӗнче тӑнӑ, хунар унӑн юлташӗ, тусӗ тейӗн.
VIII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Селӗп калаҫакан шӑрчӑк хӗрӗ урайӗнченех сӗтӗрнекен вӑрӑм кӗрӗк тӑхӑнса янӑ; ҫапах та ӑна ашшӗ Мӗкӗте патне ҫӗлӗк илме янӑ…
VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ямшӑк хӑй ҫине пуп тумтирӗ евӗр армяк тӑхӑнса янӑ.Качался на высоких козлах извозчик, принаряженный в синий, наподобие поповского, армяк.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кивӗ пиншакне вӑл ҫара ӳт ҫинех тӑхӑнса янӑ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫав ҫынсен сӑн-пичӗсене, вӗсем мӗнлерех утнине, мӗнлерех хускалнине сӑнаса пӑхӑр: пӗрмай тулта ҫӳресе хуралса ларнӑ тӑваткалрах сӑн-питӗн кашни пӗркеленчӗкӗнче, кашни мышцӑра, ҫав сарлака та тӗреклӗ ҫав ҫурӑмра, пысӑк сӑран атӑ тӑхӑнса янӑ урасен тачкӑшӗнче, кашни лӑпкӑ та васкавсӑр хускалӑвра курӑнса тӑраҫҫӗ ҫав вырӑс ҫыннин вӑйне палӑртса тӑракан уҫӑ кӑмӑлпа ҫине тарас йӑлан чи паллӑ енӗсем.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл халь патак вырӑнне аллине кӗреҫе тытнӑ, урине шап-шур ҫӑм чӑлха ҫийӗнчен калуш тӑхӑнса янӑ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Лозневой комбат ушкӑнтан уйрӑлчӗ те тӳрех Юргин патнелле ҫул тытрӗ; шинелӗ ҫинчен тӑхӑнса янӑ плащ-палатки унӑн риза пек сарӑлса кайса, курӑк ҫийӗн сӗтӗрӗнсе пырать.
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чан ҫапакан — кӑшт аслӑрах; ырханкка кӗлетки ҫине тӑхӑнса янӑ шалпар ряси пӗркеленсе усӑнса тӑрать, унӑн сӑн-пичӗ илемсӗртерех.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
- 1