: пӗтӗм - тӳпе
Вӑрманти пӗчӗк кӳлӗ патӗнчи уҫланка тухсан тин вӗсем пӗтӗм тӳпе тӑхлан тӗслӗ пулса тӑнине курчӗҫ.Только выбравшись на поляну у лесного озерка, они увидели, что небо стало почти сплошь свинцовым.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Сасартӑк, пӗтӗм тӳпе тӑруках питӗ пысӑк кӑвак орган пулса выляса янӑ пек, инҫетрен калама ҫук илемлӗ кӗвӗ илтӗнсе кайрӗ.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
19. Шыв ҫӗр ҫине шутсӑр нумай капланса тулнӑ; пӗтӗм тӳпе айӗнчи ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ; 20. вӗсен тӗлӗнчи шыв вунпилӗк чике чухлӗ хӑпарнӑ, ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ту леш енче пӗтӗм тӳпе хӗрелсе йӑлтӑртатса тӑрать.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Часах пӗтӗм тӳпе хупланса ларчӗ.
Мускава таврӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
3. Аслати кӗмсӗртетни пӗтӗм тӳпе айӗпе сарӑлать, тӗнче хӗрринех ҫутатса ҫиҫӗм ҫиҫет.3. Под всем небом раскат его, и блистание его - до краев земли.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗлӗтсем ҫӳхелсе витӗр курӑнакан пулнӑ пек туйӑнчӗҫ, анчах та пӗтӗм тӳпе ҫаплах вӗсемпе хупланса тӑрать.Тучи сделались как бы тоньше и прозрачней, но все небо было обложено ими.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
15. Ҫакна хӑвӑр чунӑрта ҫирӗп тытӑр: Ҫӳлхуҫа Хорив [тӑвӗ] ҫинче тӑрса сирӗнпе вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫнӑ кун эсир нимӗнле сӑн та курман, 16. ирсӗрленсе, сирӗн хӑвӑр валли суя турӑ кӗлеткисем, арҫын е хӗрарӑм евӗрлӗ йӗрӗхсем, 17. ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр выльӑх кӗлетки, пӗлӗт айӗнче вӗҫсе ҫӳрекен пӗр-пӗр ҫунатлӑ кайӑк кӗлетки, 18. ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр [ҫӗлен-калта] кӗлетки, ҫӗртен аялта шывра ишсе ҫӳрекен пӗр-пӗр пулӑ кӗлетки тумалла ан пултӑр; 19. санӑн тата тӳпе ҫине пӑхса, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене [тата] ҫӳлти пӗтӗм ҫара курса, сӑхланса ӳксе, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр, вӗсене пӑхӑнса тӑмалла ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, вӗсене пӗтӗм тӳпе айӗнчи пур халӑх валли те туса панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тата тепӗр самант иртсен, лаптак пек кӑна мар ӗнтӗ — йӗпе йывӑҫсемпе шыв илнӗ курӑксем тата йӑлтӑртатса выртакан чулсем ҫийӗн пӗтӗм тӳпе тасалать.
Вӑрҫӑ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Хӗвел пӑхса ҫӗре ӑшӑтса та ӗлкӗреймерӗ, пӗтӗм тӳпе кӗрлеме тытӑнчӗ: хӗвеланӑҫӗнчен пысӑк ушкӑнсемпе «юнкерссем» куҫма тапратрӗҫ.Не успело солнце пригреть землю загудело все небо: с запада потянулись большие косяки «юнкерсов».
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тепӗр самантран вара пӗтӗм тӳпе йынӑшса кӗрлеме тапратрӗ, оборона тӗлӗнче осколок шӑхӑрни, снаряд улани илтӗнме тытӑнчӗ, ҫӗрӗ те, темиҫе ҫӗр вут ҫути пӗрӗхтерсе, пит хытӑ кайнӑ ҫӗртенех тем ҫумне пырса ҫапӑннӑ-пек туйӑнса кайрӗ; йывӑҫсем ҫинчен лӑсӑпа туратсем тӑкӑнчӗҫ, полк рубежне пӗтӗмӗшпех сирпӗнсе тӑракан юрпа тӗтӗм хупласа илчӗ, пур еннелле те ту кӗмсӗртетсе ишӗлсе аннӑ чухнехи пек сасӑсем кӗрлесе кайрӗҫ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1