Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсӗркелесе (тĕпĕ: ӳсӗркеле) more information about the word form can be found here.
Ӳсӗркелесе, питне-куҫне шӑмарса, йӗме хӑй ҫинче виҫсе пӑхма хӑтланчӗ.

Покашливая и хмурясь, попробовал примерить панталоны на себя.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, ывҫи ҫине хулӑннӑн ӳсӗркелесе, служивӑй вӑранасса кӗтрӗ.

Он басисто покашливал в горсть, ждал, пока проснется служивый.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Валет тӑчӗ; именчӗклӗн ӳсӗркелесе, алӑк патнелле утса кайрӗ.

Валет встал; неловко покашливая, пошел к двери.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ӳсӗркелесе илчӗ те, ватӑ юманӑн шыв ҫуса кайнӑ тымарӗ пек тӗреклӗ те вӑрӑм аллисене сӑтӑркаласа, Бунчук ҫине таса та ҫамрӑк ҫулҫӑ пек ҫутӑ симӗс куҫӗпе пӑхса ыйтрӗ:

Он откашлялся, потер длинные руки, похожие на обмытые водой корни дуба-перестарка, и, глядя на Бунчука улыбающимися светло-зелеными, клейкими, как молодые листочки, глазами, спросил:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пурне те персе пӗтереймӗр, — терӗ те вӑл, ӳсӗркелесе, чӳрече умӗнчен пӑрӑнса кайрӗ.

— Всех не перестреляете, — и отошел от окна.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митька, ӳсӗркелесе, калинкке умӗнче аттине кӑчӑртаттарса тӑнӑ май ҫӑварӗнчи чикарккине ывҫипе хупласа ӗмет.

Митька, покашливая, скрипел сапогами у калитки, курил в горсть.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, малалла хыпаланса утнӑ май, урисене чӗркуҫҫи тӗлӗнче йывӑррӑн хутлатса тата юри хыттӑн ӳсӗркелесе пычӗ.

Он повторял это движение беспрерывно, торопливо шагая, трудно сгибая ноги в коленях и преувеличенно громко покашливая.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аяккарахра, виҫҫӗмӗш кӑвайт патӗнче, тӗтӗмпе чыхланса ӳсӗркелесе, сотня халапҫи тӗлӗнмелле юмах эриш-меришӗсене чӗнтӗрлентерет.

У третьего, поодаль, огня, покашливая от дыма, вяжет сотенный краснобай замысловатые петли сказки.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья хумханса ӳксе каласа пачӗ те, Григорий пичӗ ҫине ҫӑткӑнӑн пӑхса, вӑл сасартӑк улшӑнасса кӗтрӗ, анчах лешӗ чӳрече еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те тарӑхнӑн ӳсӗркелесе илчӗ кӑна.

Волнуясь, Аксинья сказала и жадно искала в лице Григория перемены, но он, отвернувшись к окну, досадливо покашливал.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӑвӑртрах пӗҫеркеле-ха эсӗ апат-ҫимӗҫне, — васкатма тытӑнчӗ арӑмне тӑрмаланса пӗтнӗ Петро, табак туртса ӳсӗркелесе.

— Ты поскорей стряпайся, — торопил жену взлохмаченный Петро, закуривая и кашляя.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, ӳсӗркелесе, ҫул хӗррипе утать, мӑйне пӑвӑнтаракан тутӑрне минутсерен тӳрлетсе пырать.

Григорий поминутно поправлял жавший шею платок, шел по обочине дороги, кашлял.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ӳсӗркелесе илчӗ те: — Пулӑ илместӗр-и? — тесе ыйтрӗ.

Он кашлянул: — Рыбки не купите?

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла каланӑ хушӑра вӑл Солоха патнерех ҫывхарчӗ, ӳсӗркелесе илчӗ, йӑл кулчӗ, унтан вара хӑйӗн вӑрӑм пӳрнисемпе Солохӑн мӑнтӑр та ҫара аллине тӗртсе пӑхрӗ те, чеереххӗн сӑмах хушрӗ: «Мӗн-ши ку сирӗн, ытарайми Солоха?»

Тут он подошел к ней ближе, кашлянул, усмехнулся, дотронулся своими длинными пальцами ее обнаженной полной руки и произнес с таким видом, в котором выказывалось и лукавство, и самодовольствие: — А что это у вас, великолепная Солоха? —

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Василевский хучӗсем ҫине пӑхкаласа, сайра хутран ӳсӗркелесе илсе, Гитлер Ставки Мускав ҫывӑхӗнчи фронтӑн флангӗсене айккинчен кӗрсе ҫавӑрса илес шутпа тата Мускава илес тӗллевпе хӑйӗн флангри ударлӑ ҫарӗсене ноябрьте чылаях вӑйлатни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Василевский, глядя на бумаги, иногда покашливая, сообщил, что гитлеровская ставка значительно усилила свои фланговые ударные войска в ноябре, чтобы обойти фланги фронта под Москвой с целью овладения Москвой.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Темиҫе салтак шӑппӑн ӳсӗркелесе илчӗҫ.

Несколько солдат тихонько покашляли.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Татьяна Николаевна, — ӳсӗркелесе илсе калаҫӑва пуҫларӗ вӑл, тачанка кӗпер ҫинче кӗмсӗртетсе иртсе, ҫемҫе те тусанлӑ ҫул тӑрӑх ярӑнса чупма пуҫласан, — пухура вӗри пулчӗ вӗт…

— Татьяна Николаевна, — покашливая, заговорил он, когда тачанка с грохотом проехала мост и неслышно покатилась по мягкой, пыльной дороге, — а жарко было на собрании…

XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Червяков ӳсӗркелесе илчӗ, вара малалла пӗшкӗнчӗ те генерал хӑлхине пӑшӑлтатса калама пуҫларӗ:

Червяков кашлянул, подался туловищем вперед и зашептал генералу на ухо:

Чиновник вилни // Иван Юркин. Антон Чехов. Чиновник вилни // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 133-135 с.

Ҫӗр пӳртре хуллен кӑна ӳсӗркелесе илни, ассӑн сывлани, пӑшӑлтатни илтӗнчӗ…

В землянке послышались тихий кашель, глубокие вздохи, шепот…

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫурма тӗттӗмре вӗсен сӑн-пичӗсене уйӑрса илме йывӑр, анчах вӗсем калаҫу пуҫланасса мӗнле кӗтнинченех: хуллен ӳсӗркелесе илнинчен, пӗр-пӗринпе хуллен пӑшӑлтаткаланинчен, — вӗсем ҫӗр пӳрте мӗнле пӑлханса, мӗнле ҫӗкленнӗ шухӑш-кӑмӑлпа пуҫтарӑннине Воронин туйса илчӗ.

В полумраке трудно различить их лица, но Воронин почувствовал, как они ждали начала разговора: в тихом покашливании в легком перешептывании друг с другом, — с каким волнением они собрались в землянке, с насколько приподнятым настроением.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Сехет чӗрӗ пекех ӳсӗркелесе хӑй сассине уҫӗ те каллех тиклетме пуҫлӗ, тесе кӗтсе выртрӗ вӑл.

Все ждал, что часы, откашлявшись, как живые, снова начнут тикать.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed