Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иосиф ҫинчен каланӑ: унӑн ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр тӳпен ытарайми парнисене пиллесе тӑтӑр, сывлӑм патӑр, аялта выртакан тӗпсӗрлӗхӗн парнине патӑр, 14. хӗвелӗн ытарайми ырӑлӑхне, уйӑхӑн ытарайми ырӑлӑхне, 15. авалхи тусен хӳхӗм парнине, ӗмӗрхи сӑртсен ытарайми ырӑлӑхне, 16. ҫӗрӗн ытарайми ырӑлӑхне, унӑн туп-тулли пуянлӑхне пиллетӗр; йӗплӗ тӗмӗ варринчен Курӑнни пиллетӗр ӑна, Иосиф пуҫӗ ҫине, тӑванӗсенчен чи лайӑххийӗн лӗпки ҫине, Унӑн пиллӗхӗ ҫиттӗр; 17. вӑл малтан ҫуралнӑ пӑру пек тӗреклӗ, мӑйраки унӑн — буйвол мӑйракийӗ; вӑл пур халӑха та ҫӗр чиккине ҫитиех сӗксе тухӗ: Ефрем тӗменӗсем ӗнтӗ кусем, Манассиян пин-пин ҫыннисем.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Урӑх турӑсем хыҫҫӑн, хӑвӑр таврари халӑхсен туррисем хыҫҫӑн ан кайӑр, 15. мӗншӗн тесессӗн сирӗн хушшӑрта тӑракан Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ; Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ҫилли тулса ан ҫиттӗр, Вӑл сана ҫӗр пичӗ ҫийӗнчен пӗтерсе ан пӑрахтӑр.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӳлӗм Израиль ывӑлӗсене Турӑ ҫилли ан ҫиттӗр тесе, сӑваплӑ вырӑнта тата парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ йӗркисене ҫапла туса тӑрӑр, 6. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн тӑванӑрсене, левитсене, Израиль ывӑлӗсенчен уйӑрса илсе, Ҫӳлхуҫана халалласа, вӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑччӑр тесе сире патӑм; 7. парне вырӑнӗ умӗнче тата шалта чаршав хыҫӗнче священник тумалли пӗтӗм ӗҫе эсир — эсӗ те, санӑн ывӑлусем те — тимлӗ, тирпейлӗ туса тӑрӑр; Эпӗ сире священник пулма халаллатӑп, урӑх ҫынна вара ҫакӑнта ҫывӑхарсассӑн вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: Эпӗ ку халӑха куратӑп, акӑ вӑл — чурӑс халӑх; 10. эппин, Ман патӑмран кай, Манӑн ҫиллӗм вӗсем ҫине тӑвӑлса ҫиттӗр, вӗсене пӗтерем те санран йышлӑ халӑх ӗрчетем, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑн чурусем хушшинче [курка] камра тупӑнӗ, ҫав ҫынна вилӗм ҫиттӗр, эпир те хамӑр хуҫамӑр чурисем пулӑпӑр, тенӗ.9. У кого из рабов твоих найдется [чаша], тому смерть, и мы будем рабами господину нашему.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан таврӑнсан ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртмелле — ура уттӑр, вӑй-хал ҫиттӗр ҫеҫ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫынран пулӑшу ыйтиччен килтех машина-трактор пулнине мӗн ҫиттӗр?
Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Халӗ тӑван ялтан ниҫта та каяс килмест. Ҫемьепе пӗрле пурӑннине, кашни ир арӑм ҫумӗнче ӑшӑ вырӑн ҫинче вӑраннине мӗн ҫиттӗр?» — терӗ фермӑна мӑшӑрӗпе пӗрле ҫул такӑрлатаканскер.
Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №