Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вуникӗ ҫулалла ҫитеспе ҫамрӑк хӗрсен кӗпине кӑкӑр ум паллипе эрешленӗ, уявра-мӗнре вӗсем селӗм тухья тӑхӑннӑ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫимӗк ҫитеспе масарсене кивӗ курӑкран, йывӑҫ тураттисенчен тасатасси те йӑлана кӗнӗ.
Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/
Юмӑҫ Укань тӗлне ҫитеспе Кулюкка чарӑнса тӑчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑтӑралла ҫитеспе ҫеҫ вӑл, амӑшӗ вилсен тин, халӑхпа пӗрле ӗҫкӗ-ҫикӗсене ҫӳрекен пулать, хулӑнрах саслӑскер, арҫынла ташлама, юрлама пултарать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑрӑм Павӑл ҫурчӗ тӗлне ҫитеспе вӗсем тӑп чарӑнса итлесе тӑчӗҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Мӗнле васкатсан та, кӗпер тӗлне ҫитеспе салтак кӗтӗвӗ вӑрӑма тӑсӑлса кайрӗ, ҫавӑнпа малтисене чарса тӑратрӗҫ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӑнтӑрла ҫитеспе тирпейленсе килтен тухрӑмӑр.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Ман сменщик-вахтер ӗнер сантехникпа иккӗшӗ эрех кӳпсе лартнӑ та, паян тӑхӑр сехет ҫитеспе ҫеҫ путвалтан аран йӑраланса тухса алӑк уҫрӗ.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Ҫур ҫӗр ҫитеспе дискотека вӗҫленсе пырать, хӗрсем ушкӑнӑнушкӑнӑн кил еннелле ҫул тытаҫҫӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Ҫурҫӗр ҫитеспе Вахит Муратовичпа икӗ милиционер редакци ҫуртне кӗрсе те тӑчӗҫ…
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Иртнӗ ҫулсенче ҫуртсем патне ҫур ҫӗр ҫитеспе пӗрре тухкаласа кӗреттӗм те каллех пӳрте тӳшек ҫине канлӗн кӗрсе выртаттӑм.
Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.
Октябрь уявӗ ҫитеспе Раманпа Анюта мӑшӑрланчӗҫ.
35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кӗпер тарсах-тарсах пычӗ те уҫланка ҫитеспе пачах ҫухалчӗ.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ноябрь ҫитеспе пӗрре юр ҫуса пӑхрӗ те — каллех ирӗлтерчӗ.
9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫурҫӗр ҫитеспе Хусантан таврӑннӑ колхоз председателӗ ир-ирех тимӗрҫ лаҫҫине вӗҫтерчӗ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫулталӑкри чи кӗске каҫ хыҫҫӑн, июнӗн 22-мӗшӗнче, кӑнтӑрла ҫитеспе ҫак хӑрушӑ хыпара районтан ял Совечӗн председателӗ Максим Малышкин, халӑхра ӑна Малюҫ теҫҫӗ, илсе килчӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пӗр ушкӑн ача чӑтса тӑраймарӗ, ҫитес тенӗ ҫӗре ҫитеспе ӗрӗхтерсех чупса кайрӗ.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Кӑнтӑрла ҫитеспе ӑна аван мар пула пуҫларӗ.
8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Март уйӑхӗ вӗҫӗнчи хӗвеллӗ ӑшӑ кун, кӑнтӑрла ҫитеспе, ҫул ҫинчи шыв кӳлленчӗкӗсене сирпӗтсе, ӗне ферми патне виҫӗ грузовик пырса чарӑнчӗҫ.
XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл хӑйсен тӗлне ҫитеспе ши-и! шӑхӑрчӗ.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.