Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑм-шаккисене ҫителӗклех уҫӑлтарсан-килентерсен, кӗлеткисене кӑрт-карт чӗтреткелесе шыв тумламӗсене силлекелесе-сирпӗткелесе, йӑпӑр-йӑпӑр юхтарса, тухаҫҫӗ хайхискерсем шывран.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Ахаль те эсир Дружока ҫителӗклех патак ҫитернӗ, «саваланӑ» курӑнать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
— Тавралӑха каҫ сӗмӗ хупличчен ӗҫлемелӗх те, канмалӑх та вӑхӑчӗ ҫителӗклех, — аллине урам еннелле ҫӗклесе илчӗ Павӑл.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Кӑвайта ҫителӗклех «апатлантарсан» Ула Тимӗр ӑна аялтан чылайччен уф-уфласа вашкӑрттарчӗ, йӳҫӗ тӗтӗм куҫне кӗнипе ӑна, куҫне, сӑтӑркаласа илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах халлӗхе чӑрмавсем те ҫителӗклех ҫав.
2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Вӗсемшӗн халь училищӗсем, техникумсем, институтсем ҫителӗклех.
Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.
Ытти апат та ҫителӗклех.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Сахал мар тар тӑкрӑмӑр кунта: тислӗкне те ытлӑ-ҫитлӗ кӑлартӑмӑр, хими им-ҫамӗ те ҫителӗклех сапрӑмӑр, ыран ак каллех сапатпӑр.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Унта аслӑ вӑрманти пекех уттипе вутти ҫителӗклех пухӑнать.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Ӗҫӗ ҫителӗклех сан валли, пирӗн вӑхӑчӗ ҫук!
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫӳремеллисем ҫителӗклех.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Тӗлӗнмелле, ҫителӗклех утрӑмӑр, ҫӳрерӗмӗр пулсан та, кордонра ывӑннипе канасси, ҫывӑрасси ҫинчен никам асӑнмарӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Сӑнласа пама тӗл тунӑ саманан хӑйне евӗрлӗхӗпе тӗп паллисене те вӑл ҫителӗклех уйӑрса илме пултарнӑ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Бернадский. ку хресченӗн сехрине ҫителӗклех хӑпартрӑм тесе, лӑпкӑнрах сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ:
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Паян, уяв ячӗпе пулӗ-и, ӗҫмелли те, ҫимелли те ҫителӗклех кӑларса тултарнӑ кунта.
Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тыррине лайӑх ҫитӗнтерсе ытларах тӗштырӑ туса илнӗ, май пур таран выльӑх-чӗрлӗхне ӗрчетнӗ, ҫителӗклех аш-какай тунӑ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫӗнӗ чукун ҫул ҫинче ӗҫсем ҫителӗклех пулнӑ.
Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann
Эрехӗ нумай пулмарӗ-тӗр, чысӗ вара ҫителӗклех пулчӗ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӗсен апат-ҫимӗҫ ҫителӗклех.
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Хурӑн хуппи ҫителӗклех сӳнӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.