Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанчӗ (тĕпĕ: шан) more information about the word form can be found here.
Вӑл часах чӗрӗлетӗп тесе шанчӗ — хӑйӗн чирӗ шала кайсах пычӗ…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кӑмӑлӑм ҫемҫелессе шанчӗ пулас — ерҫӳллӗ пӗр-пӗр кун мана хӑйсем патне пыма чӗнчӗ: «Пирӗн халь телевизор ахальли мар, цветной!»

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эх, вӑл ҫав хресченсемпе хусахсен вӑйне ытларах шанчӗ пулать-ши вара?»

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та Ишмук хӑй ӑсталӑхне шанчӗ, халлап хыҫҫӑн халлап каларӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑй ҫыннисене ирхине кӗтсе илессе шанчӗ

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак сӑмахсем чӑннине Шанчӗ патша тӑнласа.

Help to translate

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗрле пурӑннӑ чухнех упӑшки хӑйне улталанине сискелетчӗ Клава, анчах килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларас килменрен шӑв-шав ҫӗклемерӗ, упӑшки хӑех ӑнланасса шанчӗ.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пӗр хушӑ иккӗленсе пӑхрӗ вӑл йӑнках анса каякан сӑрт ҫине, унтан, мӗн пулать те мӗн килет тесе (тата вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ йӗлтӗрне ҫав тери шанчӗ), аялалла вирхӗнчӗ.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Килӗ умне ҫитсе чарӑннӑ хӗрача хӑйне хӑрушӑ тӗлӗкри пек туйрӗ, ҫав тӗлӗкрен вӑранса чӑн-чӑн илемлӗ те ҫутӑ пурнӑҫа таврӑнасса шанчӗ, анчах кӑкӑрта чӗре сиксе тухас пек тапнинчен, аллипе час-часах ӑна тытса пӑхнинчен хӑй ҫывӑрманнине ӗненчӗ.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ывӑлӗшӗн намӑса кӗмелле пулмассине шанчӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑмӑрӗпе ҫапӑҫса ҫӗнтерессе шанчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ улшӑннине Михха ҫийӗнчех сисрӗ те, хӗненӗрен ҫавнашкал пулӗ тесе, пурӑна киле юсанасса шанчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Васканипе вырӑнпа хутшӑнса кӑйрӗ пулӗ те, Мавра аппа тупсан леҫсе парӗ-ха», — тесе шанчӗ вӑл.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешсем, Микулана тиркесе, хӗрне Элекҫее качча пама килӗшессе те шанчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара каллех ылтӑн ҫума тытӑнасса шанчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Витӗмлӗ сӑмах каланӑ пек шутласа, арӑмӗ йӑлтах парӑнасса шанчӗ Сантӑр.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата ҫак хушӑра вӑл пӳрт лартмалӑх ӗҫлесе тупасса та шанчӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тытӑҫас пулсан, ашшӗне вӑй ҫитерессе шанчӗ Ваҫли.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыттине тарҫисем тӑвасса шанчӗ вӑл.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара ыранхи кун телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пуласса шанчӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed