Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шаккани (тĕпĕ: шакка) more information about the word form can be found here.
Ӑна иккӗлле уйӑракан ҫитса чаршав хыҫӗнчен пӑшӑлтатса калаҫни, асӑрханса утни, атӑ ҫӗленӗ чухне кирлӗ пулакан мӑлатукпа тӑтӑшах шаккани илтӗнет.

Из-за ситцевой занавески, разделявшей комнату, доносился шопот, осторожные шаги, частое постукиванье сапожного молотка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫак калаҫу хыҫҫӑн пӗр ҫулталӑк иртрӗ-и, иртмерӗ-и, пӗррехинче ман хваттер алӑкне шаккани илтӗнчӗ.

Help to translate

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Тем вӑхӑтран ҫенӗк алӑкне шаккани илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӳречерен труках хыттӑн шаккани Ҫтаппана шартах сиктерчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темӗнле усал ҫын пырса алӑка шаккани пӗтерчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак самантра алӑка шаккани илтӗнчӗ, ирӗк панӑ хыҫҫӑн, пӳлӗме Сергей Озеров кӗрсе тӑчӗ, ула карттусне хывса, сывлӑх сунчӗ, чӗтревлӗ сассипе: — Эсир чӗнтернипе килтӗм, — тесе хучӗ.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах хальхинче хӑюллӑн пырса шаккани те пулӑшмарӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗтел ҫинче будильник шаккани те тамалсах пырать пек.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Сасартӑк хыҫалта кантӑка тӳн-тӳн! тутарса шаккани илтӗнчӗ.

Help to translate

Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халиччен тимӗрҫӗ лаҫҫи ялан уҫӑ пулаканччӗ, унта иртен пуҫласа каҫчен шаккани илтӗнетчӗ.

Help to translate

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Темӗн шаккани, катӑртаттарса хырни, пӑчкӑ сӗрни илтӗнет.

Тут и там слышен перестук молотков, топоров, жужжанье пил.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан анне кӑмака питлӗхне уҫса пӑхни, тӗпелти сакка шӑлса типӗтни; ҫӑкӑрне пӗрерӗн кӑларса тӗпне аллипе шак-шак-шак шаккани, ӑна кӗл ҫыпӑҫасран таса тутӑр таткипе шӑлса илни; шакӑр тухса выртнӑ ҫӑкӑра ҫӳхе ал шӑллипе витсе хуни.

И вот наконец мать открывает заслонку и, загодя протерев чистой тряпкой лавку, начинает один за другим вынимать из печи душистые караваи. Она постукивает их по донышку — проверяет, готовы ли, отряхивает лишнюю золу белой тряпкой и укладывает звонкие головки в ряд, укрывает тонким полотенцем.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ялта ҫынсем кӑшкӑраҫҫӗ, такам кантӑксенчен шаккани илтӗнет.

А на деревне кричат, стучат в окна…

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ярилен шӑнкӑрчӑ йӑви пек пӗчӗк пӳртӗнче кунӗн-ҫӗрӗн тусан йӑсӑрланса тӑнӑ, йӗп шӑкӑртатнӑ, кусар шаккани илтӗннӗ.

В маленьком, словно скворечник, ломике Яриле день и ночь стояла пыль, стучал косарь, свистела игла…

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Малта, тӗттеммӗн курӑнакан хӑвасем хушшинче, сасартӑк темскер шаккани илтӗнсе кайрӗ.

Впереди, из темной гущи ив, послышался глухой стук.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ирхи сенкер ҫутӑ палӑра пуҫланӑ вӑхӑтра урам енчи кантӑкран хуллен шаккани илтӗнчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав вӑхӑтра алӑкран хуллен шаккани илтӗнчӗ:

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алӑкран шаккани илтӗнчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сасартӑк алӑкран шаккани илтӗнчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сасартӑк урам енчи кантӑкран хуллен шаккани илтӗнчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed