Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур енчен те ҫӑра сӗмлӗхпе пилленнӗ ҫынсем вӑрман фонӗ ҫинче пӗчӗкҫеҫҫӗн, ачасем евӗр анчах курӑннӑ, вӗсем, вучах ҫулӑмӗпе чӳхенсе, хӑйсем те ҫуннӑ пек туйӑннӑ, аллисемпе хӑлаҫланнӑ, хыттӑн, вӑйлӑн юрланӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗнпур япаласем, енчен енне юхӑмлӑн хумханса, чӳхенсе тӑнӑ.И все качалось из стороны в сторону плавными, волнообразными движениями.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чиркӳ чанӗ ҫапса яни мӗнпур шыва пӗр хӑватлӑ хускавпа хумхатса янӑ, шыв вӑрахчен ярӑнуллӑн чӳхенсе тӑнӑ, унӑн варринче пӗр тӗлте ҫутӑ чӳхеннӗ, ҫав ҫутӑ вӑта ҫӗртен тӗттӗм инҫетелле сарӑлса пынӑ, унтан, шупкаланнӑҫем шупкаланса, ирӗлсе пӗтнӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фоман хӑрани сирӗлсе пынӑ, анчах ун куҫӗ умӗнче — хура шыв ҫинче ишекен шӑлне йӗрсе пӑрахнӑ хӑрушӑ сӑн-пит ҫав-ҫавах чӳхенсе тӑнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫеҫенхирти ҫил ҫинче пысӑк хӗрлӗ ялав чӳхенсе тӑрать.Большой красный флаг плескался в упругих струях степного ветра.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫултан аташса каяттӑн, пур сукмаксене те ҫухататӑн, юлашкинчен, вӗсене шыраса ывӑнса ҫитсен, шӑлсене ҫыртатӑн та чӑтлӑхпала тӳрех, ҫӗрте выртакан хӑрӑк йывӑҫсем тӑрӑх, шурти чӳхенсе тӑракан тӗмескесем тӑрӑх уттаратӑн — юлашкинчен вара, яланах ҫул ҫине пырса тухатӑн.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах Ефимушка чӗркуҫҫийӗсене ывӑҫ тупанӗсемпе сӑтӑрса, курпунӗпе сывлӑша такканӑ пек, чӳхенсе ларать те малалла калать:Но Ефимушка, растирая ладонями колена, покачивается, долбя горбом воздух, и продолжает:
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кимӗ йӗри-тавра ҫӗмрӗк пичкесем, ещӗксем, карҫинкӑсем, турпас таврашӗ тата улам чӳхенсе ҫӳрет, хӑш чухне шерте е пӗрене вилӗ ҫӗлен пек ишсе ирте-ирте каять.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана старик тӗмеске ҫинче тӑнӑ пек, ун йӗри-тавра лачака чӳхенсе выртнӑ пек туйӑнать.Мне кажется, что он стоит на кочке, а вокруг него — трясина.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун айӗнче ҫӗр хумханнӑ пек ҫинҫе урисем ҫинче чӳхенсе тӑрса, аллисемпе суллакаласа, суккӑр та уҫӑ сасӑллӑскер, вӑл ҫын пулма пӑрахнӑ пек туйӑнать, горнистӑн труби кӗтӳҫ шӑхличӗ пулса тӑнӑ пек туйӑнать.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кайӑксем вӑранчӗҫ; кӑвак кӑсӑясем мамӑк ҫӑмхасем пек пӗр туратран тепӗр турат ҫинелле ӳкеҫҫӗ, вут тӗслӗ кукӑрсӑмсасем хыр тӑррисенче кукӑр сӑмсисемпе хыр икелӗсене ватаҫҫӗ, хӳрери вӑрӑм тӗкӗсене суллантара-суллантара илсе хыр турачӗ тӑрринче шурӑ апполоновка чӳхенсе ларать, хура мерчен пек куҫӗпе эпӗ карса хунӑ ҫип ҫине шанмасӑр чалӑшшӑн пӑхать.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукамай Китеж хули ҫинчен каласа кӑтартнипе мана ҫавӑн пек туйӑнакан пулнӑ пулас, час-часах вара хор юрлани, ҫынсем кӗлӗ пӑшӑлтатни, ассӑн сывласа илнисем хама ҫывратса янӑ пек, эпӗ таврара мӗн пуррипе пӗрле чӳхенсе, тӗлӗрсе тӑнӑ хушӑра хам ӑссӑн юрӑ майлӑ, хурлӑхлӑ калав калаттӑм:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӗри-тавра пурте хор юрланипе гармониллӗ пӗрлешсе тӑрать, пурте юмахри тӗлӗнмелле пурӑнӑҫпа пурӑнать, пӗтӗм чиркӳ сӑпка пек ерипен чӳхенсе тӑрать, — сӑмала пек ҫӑра, тӗксӗм пушӑ ҫӗрте чӳхенет.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫумӑрпа йӗпенсе ларнӑ кантӑк витӗр кӗркуннехи ир кухняри чӳречерен тӗксӗмӗн пӑхать; урайӗнче, сивӗ тӗттӗм ҫӗрте, кӑвак кӗлетке пӑшӑрханнӑ пек аллипе сулласа, чӳхенсе тӑрать; унӑн пӗчӗк пуҫӗ ҫинчен, чалӑшса кайнӑ тутӑрӗ айӗнчен сайра ҫутӑ ҫӳҫӗ мӑйӗпе хулпуҫҫийӗсем ҫинелле саланса усӑнса аннӑ, тутӑрӗ пӗрмаях пуҫӗ ҫинчен ана-ана каять; карчӑк ӑна сулахай аллипе хытӑ тӳрлетсе: — Пӑчланман тутӑрӗ! — тесе мӑкӑртатать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Картишне кукаҫей чупса тухрӗ, икӗ аллипе те сарӑ ҫӳҫӗсене якаткалать — мунчара сивӗ шывпа чӳхенсе илмешкӗн васкать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗрре каҫпала, эпӗ картишӗнче пуҫтарса килнӗ шӑмӑсемпе ҫӗтӗк-ҫатӑксене тата тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра суйланӑ чухне, ман пата Людмила пырса тӑчӗ, сылтӑм аллине сулласа, чӳхенсе утса пычӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шав, кӗмсӗртетни, шыв чӳхенсе палуба ҫине хӑпарни, хӗрарӑм сасси, ача макӑрни янӑраса кайрӗ, ҫак йӗркесӗрлӗхре матроссем ҫӳлти палуба ҫийӗпе тӳплеттерсе утни те хыттӑн шӑхӑрашни илтӗнчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Питех пысӑкскер, лӑпкӑ, вӑл майӗпен те чаплӑн чӳхенсе выртать.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Тинӗс, шторм хыҫҫӑн каннипе кӑн-кӑваккӑн чӳхенсе, куҫа йӑмӑхтармалла ҫуталса выртать.Но море, отдыхая после шторма, сияло голубизной, переливаясь, мерцало, ослепляя глаза.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Шыв, борт хыҫне юхса тухма ӗлкӗреймесӗр, палуба ҫинче чӳхенсе тӑрать.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.