Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупма (тĕпĕ: чуп) more information about the word form can be found here.
Каникулта ирхине те, каҫхине те чупма тухатӑп, — хуравларӗ Николай.

Во время каникул на пробежку выхожу и утром, и вечером, - ответил Николай.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Анчах та Дантес туй хыҫҫӑнах каллех Наталья Гончарова хыҫҫӑн чупма пуҫланӑ.

Но Дантес сразу же после свадьбы стал опять волочиться за Натальей Гончаровой.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ҫерем ҫинче мечӗк хыҫҫӑн чупма та ӳркенмеҫҫӗ-ха ҫур ӗмӗре хыҫа хӑварнӑскерсем.

Хотя и полвека за плечами, они еще могут по травке погонять мяч.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Лешсем те пӗчӗккӗ тесе хӑваламан ӑна, йӗлтӗрпе чупма вӗрентетчӗҫ.

Help to translate

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Вӗсене Владимир Ванягин тренер чупма хӑнӑхтаратчӗ.

Help to translate

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Унсӑр пуҫне эрнере икӗ хутчен те пулин 2-шер ҫухрӑм чупма ӗмӗтленет.

Кроме этого, хотя бы два раза в неделю мечтает бегать по 2 километра.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫара уран чупма, ӳт-пӳне юрпа сӑтӑрма пуҫланӑ вӑл чи малтан.

Сначала начал бегать босиком, обтирать свое тело снегом.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Пӗчӗкскерсене тӗрӗс утма, чупма, тата сикме хӑнӑхтарать, тӗрлӗ хусканусем тума вӗрентет.

Help to translate

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Районти налук службин специалисчӗсем М.Иванов, Д.Хлебников, И.Басникова, Л.Рыжова йӗлтӗрпе чупма маттур.

Help to translate

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Спортпа туслисене, йӗлтӗрпе чупма кӑмӑллакансене район администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин саламларӗ, ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ.

Help to translate

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed