Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупма (тĕпĕ: чуп) more information about the word form can be found here.
Кун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 13 категорире йӗлтӗрпе чупма юратакансем 1 тата 2 ҫухрӑм дистанцире ӑмӑртнӑ, чупу ҫӗнтерӳҫисене грамотӑсем, укҫа-тенкӗ призӗсемпе медальсем панӑ.

По итогам дня более ста любителей лыжных гонок в 13 возрастных категорий соревновались на дистанции 1 и 2 км. Победителям забегов вручены грамоты, денежные призы и медали.

"Йӗлме йӗлтӗр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пӑслӑкра иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3657244

— Марине инке Атӑл патне ҫитиччен мӗнле чупма пултартӑр-ха, унӑн, ватӑскерӗн, уринчен ури те аран-аран кӑна иртет вӗт?

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Лутра пушмаклӑ чупу роликӗсенче усӑ кураҫҫӗ, ура тунине унта ҫирӗплетсе ҫыхман, ҫавна май ҫемҫе пушмакпа тухӑҫлӑ чупма май килмӗ.

Используется в беговых роликах с низким ботинком, где голеностоп не зафиксирован и с мягким ботинком просто не удастся эффективно бежать.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Вӑл Апуҫа хӑваласа кайнӑ еннелле чупма тытӑннӑччӗ, анчах Уринепе Суйка кӑшкӑрса та ячӗҫ:

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хапха умне ҫитсен тин чупма чарӑнчӗ манӑн Хушка пуҫ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлашки патронӗсене пере-пере, сержант ыттисем кайнӑ еннелле чупма тӑнӑччӗ, ҫав самантра темскер килсе ҫапрӗ те, сулахай пӗҫҫи сӑрӑлтатса чӗтресе илчӗ, ҫавӑнтах юн юхма тытӑнчӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ хут ҫӑм чӑлхапа чупма ҫӑмӑл, ура сасси те пулмасть.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эрхип, кӗреплепе сенӗк илсе, улӑхалла чупма тӑнӑччӗ:

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чупма тӑрсан, пӗр авӑнса илет те хирте ҫынна тыттарман юпаха тытать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта-кунта тӑрса юлнисем ҫеҫ, ни малалла, ни каялла чупма пӗлмен пек, ялалла пӑхса, тӗлӗнсе хытса кайнӑ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юхин тухса чупма та хатӗрччӗ, калаҫса татӑлмалли пуррине аса илсе: — Ваше сиятельство, ҫынна чӗнсе килесси нимех те мар. Малтан хакне шухӑшласа хурасчӗ, — терӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, машинӑсем мӗнле майпа ӗҫленине ӑнланмарӗ пулсан та, ку пӑрахут чӗрине, ҫав чӗре ӗҫлеме чарӑнсанах пӑрахут чупма чарӑнасса тавҫӑрчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чарӑнас вырӑнне вӑл пушшӗ хытӑрах чупма тытӑнчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫын чарӑнас вырӑнне пушшӗ хытӑ чупма тытӑнчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ануксен тӗлне ҫитсен, вӑл ирӗксӗрех чупма чарӑнчӗ, «Кума мӗнле-ши ӗнтӗ?» — аса илчӗ вӑл.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыттисенчен юлас мар тесе, тара ӳкиччен чупма тиврӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малалла чупма сывлӑшӗ питӗрӗнсе ҫитрӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тен, ҫав курайманлӑх вӑй парса пырать пуль ӑна чемпион пек хӑвӑрт чупма?

Help to translate

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Ҫынсем тар тӑкса ӗҫленӗ чухне катаччи чупма тухса таракан бригадир кирлӗ мар тесе шутларӑмӑр эпир.

Help to translate

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хыҫран чупма пӑхнӑ арҫынсем, сасартӑк тем шик кӗнӗрен-ши, тӑп чарӑнчӗҫ те ятлаҫса, кӑшкӑрашса тӑрса юлчӗҫ.

Help to translate

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed